Шупашкарта ҫĕнĕ Мăшăрлану керменне хута ярасси ыйтăва Правительство ҫуртĕнче сӳтсе явнă

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев регионти министрсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, патшалăх пурлăхĕпе тата ҫĕрсемпе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче, Раҫҫей Юстици министерстви Шупашкарта 20202021-мĕш ҫулсенче Мăшăрлану керменĕн строительство ĕҫне пурнăҫлама Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне витĕм кӳме хатĕр пирки ырă хыпара пĕлтернĕ.

Ҫĕнĕ объекта К.В.Иванов урамĕнчи Атăлăн ҫыранĕ ҫывăхĕнче, маларахри ҫулсенче кадет шкулĕ пулнă лаптăкра хута яма тĕллев лартнă.  Пурĕ унти ҫĕр лаптăкĕ вăтамран 1 га яхăн пуласси паллă, хăй ҫурчĕ вара 3000 тăваткал метр йышăнĕ.   Паянхи куна илес пулсан, ЗАГС уйрăмĕсем хулари виҫĕ район администрацийĕсенче вырнаҫнă. Паллах, каламасăрах курăнать унти условисем халăха питех килĕшсе каймаҫҫĕ. Кун пирки Чăваш Республикин Юстици министрĕ ҫирĕплетсе каланă.  

Енчен те палăртнă ҫĕнĕ объектсем хута кайсан, ЗАГС уйрăмĕсенче ĕҫлекенсене кирлĕ пек условисемпе тивĕҫтерме меллĕ пулĕ.  Ертӳҫĕсем каланă тăрăх, мăшăрланасси пирки заявлени ыйтса ҫырма пынисем валли паха сĕнӳсем парса пулăшакан  ятарлă специалистсем витĕм кӳресси планра пур.  Мускав ҫыранĕ реконструкциленсе пĕтсен, юнг шкулĕ ҫывăхĕнчи лаптăкра пĕрлешӳ керменĕсен тĕп центрне палăртнă. Кунсăр пуҫне К.В.Иванов ячĕллĕ урамри 9-мĕш ҫурт ҫывăхĕнчи «Родина» кинотеатр пулнă вырăнта та ҫĕнĕ объект хута яма пултарассине асăннă пуҫлăхсем.  

1934 ҫулта хăпартса ларнă юнг шкулне Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине куҫарма пăхса хунă.  Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче вăл объектра ачасене хушма пĕлӳ паракан регион центрне хута ярассине пĕлтернĕ, иккĕмĕш хутра финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен пай пуласси планра пур тенĕ сăмаха тăсса.  Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем   объекта тĕпрен юсав ĕҫне ирттерме мĕн чухлĕ укҫа тăкакланассине тишкернĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мăшăрлану керменĕн ҫĕнĕ пулас объекчĕн тăкакне, ăна валли хатĕрленĕ ĕҫ хучĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне тăратма хушнă.

 Фоторепортаж



04 декабря 2018
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter