Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тулашэкономика банк Председателĕн ҫумĕпе, монохуласене аталантарассипе ĕҫлекен Фондăн генеральнăй директорĕпе Ирина Макиевăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев в Москве встретился с заместителем Председателя Внешэкономбанка, генеральным директором Фонда развития моногородов Ириной МакиевойРаштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Мускавра пулнă. Унта Пуҫлăх Тулашэкономика банк Председателĕн ҫумĕпе, монохуласене аталантарассипе ĕҫлекен Фондăн генеральнăй директорĕпе Ирина Макиевăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Уҫă калаҫăва ҫавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем Канаш хулинче инфратытăма аталантарма витĕм кӳрессипе йышăннă килĕшӳ пурнăҫа епле кĕрсе пыни ҫинчен сăмахланă, объектсен строительство ĕҫĕсем пирки чарăнса тăнă.

Чăваш Республикинче Канаш хули ыттисене кая хăварса пĕрремĕш ҫак пысăк статуса илнĕ. Унăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ ырă тĕслĕхре.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕлпулу вăхăтĕнче монохулари объектсем ҫинчен тĕплĕнрех каласа кăтартнă, хăш-пĕр уйрăм кăтартусем пирки чарăнса тăнă. «Аниш» автомашина ҫулĕн, Индустри паркĕн, тата инженери инфратытăмĕн строительство ĕҫĕсем епле пулса пынипе паллаштарнă, укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех тăнă. «Канаш» территоринче «Новитэк» ТМЯОпа килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пуcса ҫирĕплетнĕ. Организаци унта хими реагентчĕсене хатĕрлессипе производство уҫма плана кĕртнĕ. Технологи пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрасси куҫкĕретех пулĕ тесе ҫирĕплетсе каланă регион Ертӳҫи.  Сăмах май, нумаях пулмасть  «Диаконт» медицина хатĕрĕсене ăсталакан компанийĕн ертӳҫипе тĕл пулса калаҫнине те хыпарланă вăл. Ун чухне шăпах та, прозводствăна хута ярассипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн пăхса тухнине пĕлтернĕ.

Ирина Макиева ĕҫ кăтартăвĕсене пысăка хурса хакланă. Килĕшĕве пурнăҫа кĕртни, ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлăрах сарма витĕм кӳрет, бизнеса вăл территоринче ĕҫлеме ҫулсем уҫса парать, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем хута ярса, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлеме пулăшать тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ  монохуласене аталантарассипе ĕҫлекен Фондăн генеральнăй директорĕ.   



05 декабря 2018
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter