Чăваш Ен Пуҫлăхĕ «Аргументы и факты» редакцийĕн ĕҫченĕсемпе тĕл пулнă

Глава Чувашии встретился с редакцией газеты «Аргументы и факты»Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Аргументы и факты» хаҫатăн редакцине интервью панă.

Регион Пуҫлăхĕ «Аргументы и факты» АХО генеральнăй директорĕпе Руслан Новиковпа тата генеральнăй директорĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Марина Мишункинăпа, влаҫ органĕсемпе ҫыхăнса ĕҫлекен советникпа Николай Терещенкопа, хаҫатăн тĕп редакторĕпе Игорь Чернякпа, тĕп редакторĕн ҫумĕпе Индира Кодзасовăпа, политика ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен уйрăмăн редакторĕпе Виталий Цепляевпа, вăл уйрăмăн корреспонденчĕпе  Екатерина Баровăпа тĕл пулса калаҫнă.

Хăнана чи малтан редакцийĕн ĕҫĕпе паллаштарнă, ҫитĕнӳсем пирки каласа кăтартнă. Редакцире ĕҫлекенсене Чăваш Республикин паха ĕҫ опычĕ кăсăклантарнă. Федераци шайĕнче регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ усăллă пуласса шанса каланă хаҫат ĕҫченĕсем.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче чи малтан  вĕсем экологи ыйтăвне хускатнă. Редакци ĕҫченĕсем регион пирки нимĕнле усал хыпар та вĕсем патне ҫитменнине, яланах ырăпа ҫеҫ ҫырнине ҫирĕплетсе каланă. Шыва тасатмалли сооруженисем чăнласах та ырă тĕслĕхре ыттисемшĕн тенĕ уҫă калаҫу вăхăтĕнче, ҫакнах кулленех экспертсем те ҫирĕплетнине асăннă.   

Калаҫура Чăваш Ен Пуҫлăхĕ республикăра экологи ыйтăвĕсемпе пурнăҫланă ĕҫсемпе паллаштарнă, ҫитĕнӳсене те уйрăммăн палăртса хăварнă. Раҫҫейре ытти субъектсем хушшинче чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă регион шутĕнче тăрать Чăваш Республики экологи лару-тăрăвĕпе. Атăлҫи федераци тăрăхĕнче вара хисеплĕ 1-мĕш вырăнта тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла вакланă май. Чăннипех те пирĕн инвестициллĕ проектсем ытти субъектсене кăсăклантараҫҫĕ, эпир вĕсене сĕнӳсемпе пулăшма тăрăшатпăр тесе хыпарланă Ертӳҫĕ.  

Тахҫантанпах йывăрлăх кăларса тăратнă ыйту – Пихтулин свалки. Йăлари хытă каяшсене 50 ҫул та ытла пулĕ унта пухса пырса, тăван тавралăха тасамарлатса тăнă. Паян вара палăртма кăмăллă, вăл объектра рекультиваци ĕҫне пурнăҫланă, ун вырăнĕнче паянхи пурнăҫ таппипе килĕшсе тăракан полигон хута янă. Хытă каяшсене пухса тирпейлемелли комплекса хута яма 1,5 миллиард тăкакланă. Муниципалитетсенче ҫӳп-ҫап пухăнса выртакан вырăнсене кулленех пăрахăҫласа пыраҫҫĕ, пĕр сăмахпа каласан таврара тирпейлĕх хуҫаланать тесе пĕлтернĕ Пуҫлăх редакци ĕҫченĕсене.   Пуласлăхра тата та пысăк плансем пур, Канаш хулинче те объект пурнăҫа кĕртме тĕллев лартатпăр тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.

Хаҫатра ĕҫлекенсем республика Пуҫлăхĕнчен сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳ, ял хуҫалăхĕпе ытти сферăсем пирки те ыйтса пĕлнĕ. Чăваш Енре ҫывхарса килекен  Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 ҫул тата Чăваш автономи облаҫĕ йĕркеленнĕренпе 100 ҫул ҫитнине хатĕрленес ĕҫ мĕнле пулса пыни ҫинчен те кăсăкланнă редакцире тăрăшакансем. Калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, редакцире вăй хуракансемпе Чăваш Республики хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене малашне те тытса пырасси пирки каланă.

Фоторепортаж



05 декабря 2018
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter