Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери доброволец кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

2017 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн ҫӗршыв Пӗтӗм тӗнчери доброволец кунне официаллӑ йӗркепе паллӑ тӑвать.

Ҫак уява Раҫҫей Президенчӗ туса хуни – ҫӗршыв экономикипе социаллӑ пурнӑҫӗн аталанӑвӗнчи волонтёр юхӑмӗн уйрӑм пӗлтерӗш­не ҫирӗплетекен витӗмлӗ паллӑ.

Пулӑшу кӗтекенсене чун хушнипе пулӑшма хатӗр ҫынсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Чӑваш Республикинче ырӑ тӑвакансен пӗрле­шӗвӗсен шучӗ 1700-тен те иртнӗ, вӗсен ӗҫ-хӗлне 50 пин ытла ҫын тӑ­тӑшах хутшӑнать. Волонтерсен туслӑ ушкӑнӗ – харсӑр та хавхалануллӑ ҫынсен пӗрлӗхӗ, вӗсем юратнӑ республикӑпа аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн ырӑ пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Паян массӑллӑ спорт, культура, патриотизмпа экологи меропри­ятийӗсене доброволецсен пулӑшӑвӗсӗр йӗркелесе ирттерессине куҫ умне кӑларма та май ҫук. Волонтерсем майсӑр лару-тӑру тата ҫут ҫанталӑк кӳнӗ инкексен сиенӗсене пӗтернӗ ҫӗре, ҫухалнӑ ҫынсене шырассипе тата ҫӑлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. 

Пуҫаруллӑ, яваплӑ ҫынсем хӑйсен социаллӑ проекчӗсене ку­рӑмлӑн пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫавна май ветерансемпе инвалидсене, ача ҫур­чӗсенчи ачасене тата пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесене пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш Ен доброволецӗсене общество ырлӑхӗшӗн тӳлевсӗр тӑ­вакан ӗҫӗшӗн, пултаруллӑ хастарлӑхшӑн, ырӑ кӑмӑллӑ та уҫӑ чунлӑ пулнӑшӑн тав тӑватӑп! Сирӗн мӗнпур пуҫарӑвӑрпа ырӑ ӗҫӗрсем об­ществӑна усӑ кӳччӗр тата ҫынсене пулӑшу паччӑр. Пирӗн вӑй – пӗрлӗхре!

 Сире пӗтӗм чунтан уяв ячӗпе саламлатӑп тата пархатарлӑ тӗл-левӗре пурнӑҫлас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                 Михаил Игнатьев



05 декабря 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter