Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 25 ҫул тата Юристсен кунне халалласа савăнăҫлă мероприяти иртнĕ

Михаил Игнатьев принял участие в торжественном мероприятии, посвященном 25-летию со дня принятия Конституции РФ и Дню юристаРаштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 25 ҫул тата Юристсен кунне халалласа савăнăҫлă мероприяти иртнĕ.

Регион Ертӳҫи пурне те паллă пулăм ячĕпе ăшшăн саламланă.

«Çĕршывăмăрăн Тĕп Саккунĕ Раççейĕн кашни гражданинĕн прависемпе ирĕкĕсене гарантилет, демократи обществин аталанăвне çирĕп никĕслет. Вăл патшалăхпа этемлĕхшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, тĕрĕслĕх тата пĕртанлăх принципĕсем çинче никĕсленнĕ хаклăхсене хӳтĕленине сăнарлать, гражданла тăнăçлăхпа килĕшĕве упракан, демократи институчĕсене çирĕплетекен гарант пулса тăрать», – тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пĕтĕм Раççейпе пĕрле Чăваш Республики, хăйĕн потенциалне пурнăçа тухăçлă кĕртсе, обществăпа экономикăри лăпкăлăхĕпе тăнăçлăхне упраса, мал енне çирĕппĕн утать. Çакăнпа пĕрлех вăл чĕлхене, истори йăли-йĕркине упрама, республикăмăрти тĕрлĕ наци çыннисене аталанма пĕрешкел условисем туса парать.

Михаил Игнатьев юридици пĕрлешĕвĕн представителĕсене ăшшăн саламланă, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Сăмах май, прокуратурăра, вăй тытăмĕнче ĕҫлекен мĕнпур ҫынна професси шайĕнче пысăк кăтартусемпе ĕҫлесе пынăшăн мухтанă регион Ертӳҫи.

 Республикӑра аталаннӑ граждан обществине йӗркелес, право тата политика культурине ӳстерес шайра Чӑваш Республикин Общество палатине, ҫавӑн пекех этем тата ача прависемпе ӗҫлекен, предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйсен инсти­тучӗсене туса хунӑ. Вăл ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

«Влаҫ органĕсенче тăрăшакансене халăх ĕненет. Регионта пурăнакансен прависене тивĕҫлĕ шайра хӳтĕлеҫҫĕ. Республикăра обществăлла политика лару-тăрăвĕ кирлĕ пек шайра йĕркеленсе пырать», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Пурнăҫ тĕрлĕ пулăмсемпе тарăн ҫыхăннă. Кирек епле ĕҫре те юридици пулăшăвĕсĕр май ҫук. Экономикăшăн, социаллă пурнăҫшăн асăннă пай пысăк витĕм кӳрет тенĕ вăл.  «Саккунсене пĕр кăлтăксăр пурнăçласси, кашни çыннăн прависемпе ирĕклĕхне хӳтĕлесси, пирĕн граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма тата унăн шайне ӳстерме пулăшакан ăнăçлăхĕпе кăтартулăхĕ чылай чухне шăпах юристсенчен килет. Çак ĕçе пурнăçлама чи çӳллĕ шайри професси ăсталăхĕ, гражданла ăнланулăх тата хăйне хăй шеллеменни кирлĕ. Паян Чăваш Енри йышлă юридически пĕрлĕхĕн çавнашкал пахалăхсем пуррине шанчăклăн çирĕплетме пулать», – сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи. Ҫĕршыв Президенчĕ Владимир Путин лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырас тесен, пурсăмăрăн та пĕрле килĕшсе ĕҫлемеллине асăннă вăл. 

Юридици пайĕнче вăй хуракансене, пухăннă мĕнпур халăха Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева саламланă.  «Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пирĕн ума ҫирĕп тĕллевсем лартать.  Халăх ырлăхĕшăн таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлеме хушать», – тенĕ министр хăйĕн сăмахĕнче. Сăмах май, регионта коррупци ыйтăвĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине, таврара йĕрке хуҫаланнине палăртнă вăл. Чи пахи, регион Ертӳҫи пуҫарнипе республикăра тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕҫтерес саккун вăя кĕнĕ. Ялта пурăнакансем патне юриcтсем кулленех тухса ҫӳреҫҫĕ, сĕнӳсем парса витĕм кӳреҫҫĕ. Кун пек мероприятисем йĕркеленине халăх питĕ ырлать тенĕ министр.   Право хуралĕнче тăрăшакансем хушшинче прокуратура ĕҫченĕсен паха ĕҫĕ те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсем ҫынсен прависене хӳтĕлес тесе сахал мар вăй хураҫҫĕ.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский ентешсене саламланă май, регионта «сăрă» схемăпа ĕҫлекенсен йышне чакарса пыма май килнине, ĕҫ укҫин парăмĕ куҫкĕретех пĕчĕкленнине, ҫак ĕҫе регион Ертӳҫи те кулленех кун йĕркине кĕртсе ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине палăртнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫласа пыракан Альбина Егорова тата Раҫҫей Федерацийĕн Юридици министерствин управленийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳҫи Ольга Никонова ĕҫчешсене саламланă, çĕнĕ çитĕнӳсем, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тăнăçлăх тата ырлăх суннă.

Яланхиллех хисепе тивĕҫнисене уявра патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Тĕрлĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисене уйрăммăн палăртса дипломсемпе чысланă. Савăнăҫлă уяв чаплă концертпа вĕҫленнĕ.  

Фоторепортаж



06 декабря 2018
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter