Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Перекет банкĕ» ПАО вице-президенчĕпе, «Перекет банкĕ» ПАО Атăл–Вятка банкĕн председателĕпе Петр Колтыпинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев встретился с вице-президентом ПАО «Сбербанк», председателем Волго-Вятского банка ПАО «Сбербанк» Петром Колтыпиным

Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  «Перекет банкĕ» ПАО вице-президенчĕпе, «Перекет банкĕ» ПАО Атăл–Вятка банкĕн председателĕпе Петр Колтыпинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕплĕ калаҫăва паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ -  ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раҫҫей перекет банкĕн регионти уйрăмĕн управляющийĕ Юрий Бычковский тата ҫавăн пекех унăн ҫумĕ Александр Белов хутшăннă.  

Ертӳҫĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫлемелли пирки сӑмах хускатнă, пуласлăхра регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫлассипе ҫыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

Республика Пуҫлăхĕ  ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлӑлатни пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, ҫакӑ регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне вăйлатма витĕм кӳнине палăртнă, наци проекчĕпе ҫыхăннă программăсене пурнăҫа кĕртнĕ чухне те сахал мар пулӑшу парассине каласа хăварнă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Перекет банкĕ яланхиллех республикăн шанчăклă партнерӗ пулнине каланă. Кăтарту та ҫук мар, банксен сферинче палăртнă тытăм ҫителĕклĕ таран вырăн йышăнать.

«Социаллă программăсемпе ҫуртсем туянма халăх ипотека илет, шăпах ҫавӑн чухне Перекет банкĕн пулăшăвĕ кирлĕ.  Республикăра пĕлтерĕшлĕ пысăк проектсем пурнăҫланаҫҫĕ, экономика аталанса пытăр тесе сахал мар   витĕм кӳрет, миллиардшар укҫа-тенкӗ хывать», тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

 Петр Колтыпин калаҫу вăхăтĕнче вĕсем ҫĕнĕ технологисене тĕпе хурса ĕҫленине, специалистсен пĕлĕвĕ те кулленех ӳссе пынине пӗлтернӗ. Ытларах вара Перекет банкĕнче ипотека ыйтăвĕсемпе ĕҫлеме килĕштернине асăннă ертӳҫĕ.  Калаҫăва тăснă май, банк тытăмĕнче сервис, пулăшу шайĕн пахалăх ыйтăвĕсем те кулленех кун йĕркинче тăнине каланă вăл.  Сăмах май, Чăваш Енре пуҫласа  мĕнпур ял тăрăхĕсенче агент ҫыхăнăвĕ вăй илессине, ҫĕнĕ проект ытти субъектсенчен пĕрремĕшĕ пулса  пурнăҫа кĕрессине хыпарланă. Ҫĕнĕлĕхе ҫитес 2019-мĕш ҫултан ĕҫлеттерсе яма плана кĕртсе хăварнине палăртнă  «Перекет банкĕ» ПАО вице-президенчĕ, «Сбербанк» ПАО Атăл–Вятка банкĕн председателĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ытти актуаллă ыйтусене те сӳтсе явнӑ, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. 

Фоторепортаж



07 декабря 2018
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter