Регионта Наци планĕпе килĕшӳллĕн, коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă мероприятисем тухăҫлă пурнăҫланса пыраҫҫĕ

Состоялось заседание Комиссии по координации работы по противодействию коррупции в Чувашской РеспубликеНаци планĕпе килĕшӳллĕн, коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă мероприятисем тухăҫлă пурнăҫланса пыраҫҫĕ.  Кун пирки уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвĕнче. Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче ларăва Чăваш Республикинчи патшалăх влаҫ органĕсенче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен яваплă ҫынсем пуҫтарăннă. Видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ ĕҫе республикăри хула тата район администрацийĕсен пуҫлăхĕсем хутшăннă.

Палăртса хунă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырас тĕлĕшпе нормативлă право бази кулленех ҫĕнелсе пырать.  Коррупци енĕпе саккунсене пăхăнмасан, кирек-епле должноҫре тăрăшакансем те, явап тытассине ҫирĕп асăрхаттарса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Влаҫ органĕсенче тимлекенсем патне уйрăм тимлĕх уйăрассине асăннă, вĕсен саккун умĕнче ҫав тери таса пулмаллине, яваплăха туйса хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пымаллине каланă.

Сăмаха май, кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чăваш Енри Шалти ĕҫсен министерствин анлă коллегийĕнче РФ Шалти ĕҫсен Министрĕн ҫумĕ – статс-секретарĕ Игорь Зубов, паянхи пурнăҫ таппинче коррупци ыйтăвĕ малти вырăна тухса тăнине асăнса хăварнăччĕ, кун пирки республика Пуҫлăхĕ те тепĕр хут аса илнĕ.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче патшалăх тата муниципалитет тытăмĕсенче вăй хуракансенчен чылайăшĕ саккунсен йĕркине ҫирĕп пăхăннине палăртнă, хăйсене шанса панă ĕҫе таса чунпа яваплăха туйса, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшнине каланă вăл сăмаха тăсса.

«Йĕрке пăсакансем ҫинчен эпир хыпарсене халăха епле пĕлтернинчен нумай килет», - тенĕ регион Ертӳҫи.   Паянхи пурнăҫ таппинче ҫапла пулса тухать, тепре чухне ял поселенийĕсен пуҫлăхĕсене те ҫынсем хапăл тусах вырнаҫманни курăнать, кăмăл тăвакансем питĕ сахаллансах пыраҫҫĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн докладĕнче патшалăх влаҫ органĕсенче тата муниципалитетсенче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе 2017-мĕш ҫулта йĕркелесе ирттернĕ ĕҫсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.  Патшалăх влаҫ органĕсенче тĕрĕслевсем йĕркеленĕ хыҫҫăн, ҫакă паллă пулнă – ытларах чухне пĕр-пекрех йăнăшсем туни сисĕнет тенĕ вăл.  2017-мĕш ҫулта Чăваш Ен Пуҫлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, пĕтĕмпе 13 тĕрĕслев йĕркеленĕ тесе хыпарланă Юрий Васильев. Патшалăх влаҫ органĕсенче пурĕ 131 тĕрĕслев пулнă, вĕсенчен 118-шĕпе ĕҫе пĕтĕмпех вĕҫленĕ.

Прокуратура пайĕнче тимлекенсемпе пĕрле вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене кулленех тĕрĕсленĕ.  2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе 236 тĕрĕслев пулнă, 164 ҫынна саккунсене пăснăшăн явап тыттарнă. «Ҫак тĕрĕслевсене ытларах профилактика йĕркипе пурнăҫланă. Коррупци тăвассинчен асăрханмалли кирлĕ пек сĕнӳсемпе пулăшма тăрăшнă», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Юрий Васильев.    

Сăмаха май, кăҫал деклараци вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн пĕтĕмпе тăватă пин ытла ҫынран справка пуҫтарма тивĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи депутатсем те пурлăх тата тăкаксем пирки справкăсем тăратĕҫ. «Коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă профилактика ĕҫне кулленех йĕркелесе ирттермелле», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче, коррупципе кĕрешес текен ыйтăва регион Пуҫлăхĕ кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине пĕлтернĕ. «Коррупци ыйтăвĕпе ĕҫленĕ пĕтĕмлетĕве тишкернĕ тăрăх, ҫакă паллă - паянхи пурнăҫ ыйтăва урăхларах ҫутатса пама ыйтать.  Профилактика ĕҫне те ҫĕнĕ мелсемпе йĕркелесе пымалла.  2017 ҫул кăтартăвĕсем тăрăх, ҫакна калама пулать: Чăваш Енри патшалăх влаҫ органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тĕрĕслевсем йĕркеленĕ хыҫҫăн, пĕлтĕрхи кăтарту ытти ҫулхисенчен 61 процент пысăк. Маларахри ҫулта 1291 ҫеҫ пулнă пулсан, пĕлтĕр коррупци енĕпе йĕрке пăснă 2081 тĕслĕхе тупса палăртнă, должноҫри 668 ҫынна явап тыттарнă», - тесе пĕлтернĕ Василий Пословский.    2017-мĕш ҫулта Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствинче, Сывлăх сыхлавĕн министерствинче, Информаци политикин министерствинче, Строительство министерствинче, Экономика министерствинче, Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕнче тăрăшакансене Чăваш Республикинчи прокуратура ĕҫченĕсем тухса тĕрĕсленине каланă.  Ытларах чухне ҫынсем хăйсен пурлăхĕсем пирки справка тăратнă чухне йăнăшсем туни сисĕнет тенĕ вăл, кăтарту ку енĕпе 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 2,5 хут ӳснине асăннă. Кадр ыйтăвĕсемпе ĕҫлекенсем ҫителĕксĕр профилактика ĕҫне йĕркеленине пĕлтернĕ Чăваш Республикин прокурорĕ, патшалăх влаҫ органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче тимлекен ертӳҫĕсем ыйтупа ҫирĕпрех ĕҫлеменнине асăрхаттарнă вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев прокурор сăмахĕпе килĕшнĕ.  Ӳлĕмрен ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине ҫирĕппĕн каланă. «Должноҫре ĕҫлекенсенчен кашнин хăйĕн умне лартнă тĕллевсене яваплăха туйса пурнăҫлассишĕн ҫине тăрса ĕҫлемелле», - тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ.  

Координаци канашлăвне пухăннисем Куславкка, Каҫал ен, Етĕрне районĕсенче ҫӳлерех асăннă ыйтусемпе еплерех ĕҫлесе пынине тишкернĕ.  Михаил Игнатьев ытларах чухне муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ҫĕрсемпе ҫыхăннă ыйтусемпе ĕҫленĕ чухне кăлтăксем сиксе тухнине палăртнă, муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнă чухне, аренда пайне вăхăтра тата туллин тивĕҫтерменни те чылай тĕл пулать тенĕ.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн докладĕнче республикăри районсемпе хуласенче предпринимательсем муниципалитет пурлăхĕсемпе аренда шучĕпе усă курнăшăн укҫа-тенкĕне вăхăтра куҫарманни сисĕнет, парăм 705 млн пухăнса кайнă тесе пĕлтернĕ.  Ытларах ҫак ыйтупа Шупашкарта сӳрĕк ĕҫленĕ, вĕсен парăм виҫи – 621,2 млн, Ҫĕнĕ Шупашкарăн – 39 млн.

Чăваш Республикин экономика министрĕн ҫумĕ – Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче республикăри мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче патшалăх туянăвĕсемпе чи пĕчĕк конкуренци пулнине пĕлтернĕ.

Ку хутĕнче Координаци канашлăвĕн ларăвĕнче регионти хула тата район администрацийĕсен пуҫлăхĕсен доклачĕсене итленĕ, ăҫта пурлăхшăн тата ҫĕршĕн парăмсем ытларах пуҫтарăнса кайнисен сăлтавĕсене уҫăмлатнă.  

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн Пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова хăйĕн сăмахĕнче 39 млн парăма пĕтĕмпе 18 арендатор пуҫтарса янине пĕлтернĕ. Ыйтупа ҫирĕп ĕҫлеменнишĕн, муниципалитетра ĕҫлекен виҫĕ ҫынна дисциплинарлă майпа явап тыттарнă тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн докладĕнче пĕтĕмĕшле 621,2 млн «Коммуналлă Технологи» ТМЯО 368,4 млн парăма кĕрсе ӳкнине хыпарланă.

 «Кун пек пачах та пулмалла мар, енчен те вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсем хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пымасан, ĕҫрен те хăтарма ирĕк пур.  Коррупци тени никама та шеллемĕ. Кун пирки пурин те лайăх астуса тăмалла», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ. Регион шайĕнче ыйтăва тахҫанах уҫăмлатнă, йĕрке пăсакансем чылай теме хĕн, патшалăх пурлăхĕсемпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Вырăнти бюджета тултарса пырасси – муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче тимлекенсен тĕп ыйту пулса тăмалла.  Районсемпе хуласенче социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра татса парас пулсан, бюджетăн тупăш пайне ӳстерсе пырассишĕн вырăнти ертӳлĕхĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле.  Паллах, ҫакна та лайăх ăнланмалла, енчен те предприятисем хăйсем пирки панкрута тухнă тесе пĕлтерсен, кайран парăма пухса илме йывăр, ҫавăнпа та ĕҫ-пуҫа организацисем пăрахăҫланиччен вĕҫне-хĕрне ҫитермелле.

«Аренда шучĕпе тӳлесе пыракансем патне пĕр пек условисем тăратмалла.  Енчен те кун пек пулмасан, предпринимательсем хушшинче йĕркесĕрлĕх хуҫаланма пуҫлĕ», - тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ. Арендаторсем хăйсен тивĕҫĕсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пымаҫҫĕ пулсан, вĕсемпе килĕшӳ хучĕсене пĕр енлĕн пăхса тухса пăрахăҫламалла тесе каланă Михаил Игнатьев.  

ЖКХ ыйтăвĕпе ĕҫлесси – тухăҫлă бизнес шутланать.  Тарифсем пирки кăлтăксене тупса палăртмалла, явап тыттармалла. Ку енĕпе те коррупци тени тепре чухне малти вырăна тухса тăрать тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Раҫҫей Правительстви газшăн пухăнса кайнă парăмсене, ЖКХ пайĕнчи ыйтусене кулленхи тĕрĕслевре тытса тăнине пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ. «Суя ĕҫ хучĕсене йĕркелесе, нумай чухне укҫа-тенкĕне ют ҫĕршывсене ăсатаҫҫĕ. Кун пек йĕркесĕрлĕхе тупсан, ятарлă службăсене пĕлтермелле»,- тесе каланă Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕн Дмитрий Козакăн сăмахĕсене тепĕр хут аса илсе хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ҫĕнĕ Шупашкарти ЖКХ йĕркесĕрлĕхне регионти мĕнпур влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынăран сирсе яма май килнине асăннă субъект Пуҫлăхĕ, ҫак пайра ĕҫлекен «Новэк» УК тĕпрен кăларса яма май килчĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи Марина Кадилова хăйĕн сăмахĕнче вĕсен пайĕ тариф ыйтăвĕсене ҫирĕп тĕрĕслевре тынине каланă. «Коммунальные технологии» ТМЯО, МУП «Теплоэнерго» МУП тата  «СК «Олимп» ТМЯО  Чăваш Республикин Аслă Судне тăратнă искĕсене хирĕҫлесе Служба хăйĕн тивĕҫне хӳтĕленине пĕлтернĕ. Ăшăпа тивĕҫтермелли объектсене модернизацилессипе йышăннă инвестици программисене тĕпе хурса мероприятисене «Коммунальные Технологии»  ТМЯО пурнăҫламанни  куҫкĕретех.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский ЖКХ тытăмĕнче уйрăмах коррупци тăвас ĕҫ хăрушлăхĕ пысăк тесе асăрхаттарнă. Шăпах та, ҫак пайра ĕҫлекенсене Чăваш Ен Прокуратури ҫивĕч тĕрĕсленине асăннă. 2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе йĕрке пăснă 27 тĕслĕхе шута илнĕ, 3-шĕпе уголовлă майпа ĕҫ пуҫарнине асăннă.

Акă тĕслĕхрен, Чăваш Республикин Прокуратури Раҫҫей Федерацийĕн ФСБ Чăваш Енри Управленийĕпе пĕрле «Коммунальные технологии» ТМЯО йĕркесĕрлĕхсене чылай тупса палăртнă, организаци ют предприятисенче тимлекен юристсемпе ĕҫлемелли килĕшӳ хучĕсене ҫирĕплетнĕ имĕш, ҫав вăхăтрах хăйĕн организацийĕн штатĕнче те сахал мар юридици пулăшăвĕпе тивĕҫтерекен специалистсем пулнă.  Договорсемпе килĕшӳллĕн, общество 38 млн кая мар тăкак тӳснĕ.  Ҫав вăхăтрах предприяти хăйĕн газшăн пухăнса кайнă парăма саплаштарманни куҫкĕретех.  Ку енĕпе кăлтăксем тата та пур-ха, право хуралĕнче тимлекенсем кулленех тĕрĕслевсем йĕркелеҫҫĕ.  

Василий Пословский организацисемпе предприятисен ертӳҫисене саккунсене ҫирĕп пăхăнса ĕҫлеме чĕнсе каланă. «Енчен те ертӳҫĕсем йĕрке пăссан, вĕсен ачисене каярах ĕҫе вырнаҫма хĕн. Ӳлĕмрен вĕсен патшалăх влаҫ органĕсенче пачах та ĕҫлеме юрамасть. Кун пирки лайăх ăнланмалла», - тесе каланă Чăваш Республикин прокурорĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăх ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн тӳленĕ укҫасем тĕллевлĕн тăкакланнипе тăкакланманнине кулленех тĕрĕслевре тытма сĕннĕ. Чăваш Республикин Строительство министерствине парăмсем пухăнса кайнă организацисем пирки мониторинг тума хушнă, Чăваш Енри Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн те мĕнпур ĕҫсене ҫивĕчрех тĕрĕслемеллине асăрхаттарнă.

«Патшалăх енчен тĕрĕслев йĕркелеме сирĕн майсем пысăк, ыйтусене куҫран вĕҫерме юрамасть», - тесе тепĕр хут каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. «Хутса ăшăтмалли тапхăр хĕрӳ пырать. Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕнчи ыйтусене пурин те кулленех тĕрĕслеве илмелле», - тесе асăрхаттарнă субъект Пуҫлăхĕ. 

Фоторепортаж



01 февраля 2018
11:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter