Чăваш Енре шкулсенчи автопарксем ҫĕнĕ автобуссемпе пуянланнă

В Чувашии парк школьных автобусов пополнился новыми транспортными средствами Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ умне халăх йышлăн пухăннă. Ҫак кун Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хаваслă лару-тăрура шкул ертӳҫисене ҫĕнĕ автобуссен уҫҫисене парса чысланă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Енĕн вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Сергей Кудряшов пулнă.  

Региона 35 автобус килсе ҫитнĕ, вĕсене Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн тивĕҫтернĕ. Палăртса хăвармалла, субъектсене ҫак шкул автобусĕсене «Вĕренĕве аталантарас» патшалăх программине тĕпе хурса параҫҫĕ.

Торжествăлла пулăма пухăннисем умĕнче тухса калаҫнă май, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев автобуссене федерацийĕн патшалăх программипе килĕшӳллĕн субъектсене ҫитернине асăннă.  Ҫак ĕҫе Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвне тĕпе хурса йĕркелесе пынине те асăнса хăварнă республика Пуҫлăхĕ. Ҫĕнĕ автобуссем ачасене валли питĕ меллĕ,  малашне ачасем тăтăшах ытти юнашар хуласемпе районсене те ҫитсе килме пултараҫҫĕ, пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе те паллашма меллĕ пулĕ. Тата тепĕр тесен, ачасем хаваспах тĕрлĕ конкурссене хутшăнаҫҫĕ, вĕсене те ҫитсе килме аван. Пĕр сăмахпа каласан, ял тăрăхĕсенче те шкул ачисем валли ҫав тери хăтлă условисем йĕркеленсе пыни куҫкĕретех.

Михаил Игнатьев хăйĕн ача чухнехи саманчĕсем пирки аса илнĕ, 11-мĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле темиҫе ҫухрăмра вырнаҫнă шкула ăс пухма ҫӳренине палăртнă. Ун чухне ҫанталăк лăпкă тăнипе тăманнине пĕрре те пăхса ларман, пур-пĕрех шкула хаваспах тăпăлтатнине пĕлтернĕ.  

Хальхи пурнăҫра Раҫҫей Правительстви, Чăваш Ен ертӳлĕхĕ ачасене шкула ҫӳреме условисем лайăх пулччăр тесе сахал мар тăрăшать.  Патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулса тăрать тенĕ вăл сăмаха тăснă май.   

Сăмаха май, хăрушсăрлăх теми пирки сăмах пуҫарнă, Интернет ҫыхăнăвĕнче асăрхануллă пулмаллине каланă. Кирек-епле хыпарсемпе те тĕлли-паллисĕр паллашма юраманнине, ытларах ашшĕ-амăшĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе пымаллине палăртнă.  Паян пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 33 шкул ҫĕнĕ автобус тивĕҫнĕ.  Республика Пуҫлăхĕ автобусра условисем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килнине курса ĕненнĕ.  Уйрăмах, ВОЛГАБАС текен автобус пурне те кăсăклантарнă. Ăна Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш Енĕн кадетсен шкулĕ тивĕҫнине асăннă.

 Учрежденийĕн директорĕ Татьяна Казакова хăйĕн сăмахĕнче ҫак автобус ачасене ытти регионсене те илсе ҫитерме май парассине,  профориентаци пĕлĕвне ӳстерсе пырассипе ҫыхăннă мероприятисене тухса кĕме те пулăшнине каланă.   Ҫитес кунсенчех ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем палăртнине, паллă вырăнсене ҫитсе килме плана кĕртнине пĕлтернĕ вăл.  Паян ГАЗ, ПАЗ  тата  Ford автобуссем те шкулсене ҫитĕҫ. Вĕсемпе ачасем хаваспах юнашар шкулсене ăс пухма ҫӳреме килĕшнине пĕлтернĕ. Пурте кăмăллă пулни куҫкĕретех, ашшĕ-амăшĕсен, вĕрентекенсен, транспортпа илсе ҫӳретекенсен те кăмăлĕсем тулнă.  

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «Тин ҫеҫ илнĕ автобуссемпе ачасене 10 ҫул хушши илсе ҫӳретме ирĕк пур.  Енчен те ҫак тапхăр вĕҫленсен, тӳрех ҫĕнĕ автобуссем илессишĕн тăрăшмалла.  Автопарксене ҫĕнетме ҫулсерен республика хыснине укҫа-тенкĕ пăхса хăваратпăр. Кăҫал ҫак тĕллевпе 16 млн уйăрнă тата та 9 техника туянма  плана кĕртнĕ», - тесе каланă.

Кашни ҫул автобуссем ҫĕнĕ условисемпе лайăхланса пыраҫҫĕ. Вĕсем ăшă, сасă хытă илтĕнмест, пĕр сăмахпа каласан ҫăмăл машинăсенчен пĕрре те кая мар тесен те йăнăш мар. Ҫакна пурин те лайăх пĕлмелле - транспортпа тĕллевлĕн усă курмалла, шкул планне кĕртмен мероприятисене ҫӳреме ирĕк ҫук тесе асăрхаттарнă субъект Пуҫлăхĕ.

Пурне те пĕлме: хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче шкулсенче 341 техника. Вĕсем 1135 ялсенчен 12 пин ытла ачана куллен илсе ҫӳретеҫҫĕ, пурне те ГЛОНАСС тата тахограф тытăмĕсемпе ҫыхăнтарнă.  

  Фоторепортаж



01 февраля 2018
17:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter