Патăрьел районĕн 2017-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене пăхса тухнă, кăҫали ҫул валли тĕллевсене палăртнă

Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Батыревского районаНарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Патăрьел районĕн 2017-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене  тишкернĕ, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене пăхса тухнă, кăҫалхи ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Мероприяти ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Канашлăва уҫнă май, регион Пуҫлăхĕ вырăнти халăха хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене тăратма сĕннĕ, пĕр-пĕринпе уҫҫăн калаҫма чĕнсе каланă.  

Чи малтан регион Пуҫлăхĕ республика хыснине кăҫалхи ҫул валли хăш-пĕр тӳрлетӳсем кĕртнине пĕлтернĕ. Региона каялла тавăрса памалли мар укҫа 18 млрд 751 млн куҫнине асăннă, кăтарту пĕлтĕрхинчен 8,7 процент пысăк тесе каланă.

«Бюджета уҫăмлăн пăхса тухнă, халăхпа пĕрле сӳтсе явнă.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕсем умне лартнă мĕнпур ыйтусене туллин пурнăҫа кĕртмелле», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсем: демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, граждансен ĕҫ укҫне ӳстересси кун йĕркинче тăнине асăннă.

Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче пурăнакансене хастар та ĕҫлеме юратнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Иртнĕ ҫулталăка ӳсĕмсемпе вĕҫленине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Канашлу ĕҫĕн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен малтан, Чăваш Республикин ĕҫ ветеранĕ ята тивĕҫнисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă.  Ҫамрăк яш-кĕрĕме пуҫаруллă пулнăшăн, пысăк тавракурăмлăхпа ыттисенчен уйрăлса тăнăшăн, хисепе тивĕҫнĕшĕн стипенди пани пирки ҫирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарнă.

Патăрьел районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Рудольф Селиванов  хăйĕн докладĕнче муниципалитет пĕрлешĕвĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕпе паллаштарнă, тĕп кăтартусем пирки чарăнса тăнă.

Муниципалитетăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2017 ҫулта 0,4 млн профицитпа тулнă. Районăн харпăр хăй тупăшĕ ытти ҫулхинчен самай пысăк, кăтарту 105 процентпа танлашать.

Юлашки вунă ҫул хушшинче пуҫласа тыр-пула чылай пухса кĕртнĕ, кăтарту 47 пин тоннăна ҫитнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ те нумайланнă, 4,2 процент хăпарнă. Район 45 пин тонна сĕт, 6 пин тонна ытла аш-какай тирпейленĕ.

Муниципалитетра пĕлтĕр  инвестициллĕ 15 проект пурнăҫа кĕртнĕ, халăх валли 75 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

2017-мĕш ҫулта республикăн ҫул-йĕр фондĕнчен района 244 млн уйăрса панă, пурĕ 10 ҫухрăм автомашина ҫулне сарнă.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем лайăх пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ. Вĕсем пĕтĕмпе 13 проект, калăпăшĕ 18,8 млн танлашать. Пурĕ 13 ял тăрăхĕнче ҫак ĕҫсене пурнăҫланă.

Район ҫурт-йĕр хута ярассипе республика шайĕнче улттăмĕш вырăнта. Пĕтĕмпе 13 пин тăваткал метр чухлĕ ытла ҫурт  хăпарнă.

2016 ҫулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр халăх пурнăҫран уйрăлса кайнин шучĕ чакнă.  Районта икĕ ФАП тунă.  Кăҫал тата та тепĕр икĕ ФАП уҫма плана кĕртсе хăварнă.

Юлашки вунă ҫул хушшинче пуҫласа Культура керменне ҫĕклесе лартнă, ҫакăн йышши тепĕр ҫурт кăҫал та районта хута яма тĕллев лартнă.  

Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетăн усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртесси те кун йĕркинче тăнине асăннă.  Халăха ĕҫ укҫипе вăхăтра тивĕҫтересси ҫирĕп тĕрĕслевре пулнине каланă.

Вырăнти халăх сĕт хакĕ пĕчĕк пулнишĕн пăшăрханать. Инфратытăма вăйлатасси, ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене тăвасси, хăш-пĕр автомашина ҫулĕсене тирпейлесси пирки ыйтусене хускатнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ЖКХ парăмĕ чылай пулнине асăрханă, халăх вăхăтра пулăшусемпе усă курнăшăн укҫасене куҫарманнине палăртнă.  2018 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе парăм  2153,4 пин пухăннă.  Кăтарту чылай пысăк, пĕлтĕр ҫак тапхăртипе илсен 17 процент хăпарнă тенĕ ертӳҫĕсем. Рудольф Селиванов парăмҫăсене суда панине пĕлтернĕ.

Районăн бюджет ыйтăвĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн чарăнса тăнă, асăннă ыйтупа муниципалитет пĕрлешĕвĕ ыттисем хушшинче 13-мĕш вырăнта тăнине пĕлтернĕ. Республика хыснине тӳрлетӳсем тунă хыҫҫăн, Патăрьел районне куҫарса памалли пулăшусен виҫи хăпарни сисĕнет, кăтарту 103 млн пуласси паллă, ҫак виҫе 21 процент пысăк маларах ҫирĕплетсе хунă кăтартуран.

Вице-премьер патшалăх халăха социаллă пулăшу паракан ыйтусем пирки те каласа хăварнă. Ҫемьере пĕрремĕш ача ҫуралсан, малашне уйăхсерен укҫа куҫать. Амăшĕн капиталне те тӳлени хавхалантарать ҫамрăксене.  Ҫурт-йĕр условисене лайăхлатма Ипотека кредитне пĕчĕк ставкăпа 6 процентпа  тивĕҫтерни самай пысăк витĕм кӳрет регионти  нумай ачаллă ҫемьесене. Ҫак ҫăмăллăх меслечĕсем пирки вырăнти халăха вăхăтра пĕлтерсе тăма чĕнсе каланă регионти ертӳҫĕсем.

Ҫурт-йĕр ыйтăвĕсем пирки тарăнрах Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов чарăнса тăнă. Ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркеленĕшĕн ӳсекен хаксем ҫинчен, усал ҫӳп-ҫапа, йăлари хытă каяшсене пуҫтарса тирпейлемелли ыйтусем пирки каласа ăнлантарнă. Михаил Игнатьев муниципалитет пĕрлешĕвĕнче хваттерсен хакĕсем пысăк тесе каланă.  

Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Инна Антонова вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнчи ыйтусем ҫинчен сăмах пуҫарнă, патшалăх тивĕҫтерекен пулăшусем пирки каласа кăтартнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ  Кирилл Ермолаев хăйĕн сăмахĕнче республикăра пурăнакансене патшалăх умĕнче яваплăха туйса ĕҫе йĕркелесе пымаллине асăрхаттарнă. Енчен те предприятисемпе организацисем ҫынсене «сăрă» ĕҫ укҫпе тивĕҫтермен пулнă пулсан, вăл виҫепе тата тепĕр шкул та хăпартса лартма пултараттăмăрччĕ тенĕ депутат.  Апла пулсан, суя ĕҫ хучĕсемпе предприяти ертӳҫисем хăйсем патĕнче ĕҫлекенсене явăҫтарассинчен пурин те кулленех сыхă тăмаллине чĕнсе каланă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Ларура ытти актуаллă ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетӳ тунă май, Михаил Игнатьев ытларах пуласлăх аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки калаҫмаллине асăннă.  «Халăх тăнăҫ пурнăҫа кăмăллать.  Ыранхи куна шанса, хăтлă пурăнассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлет», - тенĕ вăл, пурне те тухăҫлă ĕҫленĕшĕн, ырми-канми тăрăшнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, малашне те ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.

Фоторепортаж



12 февраля 2018
07:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter