Шăмăршăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне тишкернĕ, 2018-мĕш ҫул валли приоритетлă тĕллевсене палăртнă
Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫулҫӳревре Шăмăршă тăрăхĕнче пулнă. Муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне тишкернĕ, 2018-мĕш ҫул валли приоритетлă тĕллевсене палăртнă.
Канашлу ĕҫне тытăниччен чи малтан, муниципалитет хатĕрлесе тăратнă ятарлă курав ĕҫĕпе паллашнă, район ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.
Ҫулсерен ҫакăн йышши мероприятисем регионта пулнине асăннă Михаил Игнатьев, ĕҫлĕ тĕлпулусенче халăха хумхантаракан ыйтусене тишкернине, йывăрлăх кăларса тăратаканнисене ҫынсемпе пĕрле сӳтсе явса тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнине каланă, халăхăн пуҫаруллă сĕнĕвĕсене яланах тĕпе хурса пынине палăртнă.
Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин 2018-мĕш ҫулхи тата 2019-2020-мĕш ҫулсем валли палăртнă бюджетне ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварни пирки калакан саккуна алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ.
Пĕрремĕш тӳрлетӳ тунă хыҫҫăн, республика хысни 3 млрд 255 млн ӳснĕ, пĕтĕмпе 2018 ҫулта каялла тавăрса памалли мар пулăшу федераци пайĕнчен 18 млрд 751 млн куҫнă. Ҫак кăтарту 2017-мĕш ҫулхипе танлаштарсан пысăк, 9 процент хăпарнă. «Обществăлла финанспа тухăҫлă ĕҫлени куҫкĕретех. Пире ҫакна федераци тытăмĕ те ҫирĕплетет. Республикăри районсемпе хуласенче социаллă сферăна аталантарма федераци бюджетĕнчен хушма укҫа-тенкĕ те кулленех куҫать», - тенĕ вăл.
Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, 2018-мĕш ҫулта Шăмăршă районне аталанса пыма пĕлтĕрхинчен кăҫал укҫа-тенкĕ республика хыснинчен нумайрах куҫассине пĕлтернĕ. Ҫурт-йĕр тытăмне вăйлатма пулăшу пуласси те паллă. «Сирĕн тĕп тĕллев – яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлекен подрядчиксене тупса палăртасси. Ялсенче халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырасси», - тенĕ вăл. Сăмаха май, районта демографи лару-тăрăвĕ япăхтарах пулнине асăннă. «Ҫамрăксем яла юлччĕр тесен, вĕсене валли хăтлă условисем йĕркелесси кун йĕркинче тăмалла. Пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсене те хатĕрлесе тăратмалла. Муниципалитетра вак тата вăтам предпримательлĕх пайне аталантармалла. Пуҫаруллă ҫынсен ĕҫĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Районăн тĕп кăтартăвĕсем пирки администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Денисов тĕплĕн каласа хăварнă.
Муниципалитет пĕрлешĕвĕн бюджечĕ пĕлтĕр 254,9 млн танлашнă, кăтарту 100,9 процента ҫитнĕ. Районăн харпăр хăй тупăшĕ 259,2 млн, 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарсан кăтарту 101,2 процент.
Пĕлтĕр районта инвестициллĕ 10 проект пурнăҫа кĕнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 54 млн танлашать. Халăх валли 53 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.
Кăҫал тата та 6 ҫĕнĕ проект пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 57,7 млн танлашать. Халăх валли ҫĕнĕ 24 ĕҫ вырăнĕ хатĕрлеме плана кĕртнĕ.
Районта 2017 ҫулта пурĕ 7,6 пин ҫын социаллă пулăшăва тивĕҫнĕ. Вĕсене валли 55 млн тăкакланă.
Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – ял хуҫалăх пайне аталантарасси.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2018 ҫулта федераци хыснинчен республикăри агропромышленноҫ тытăмне вăй илтерме пурĕ 2,5 млрд куҫассине пĕлтернĕ. «Пулăшупа агропромышленноҫ тытăмне аталантарма плана кĕртнĕ. Пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемелле. Паянхи пурнăҫ таппинче – ял хуҫалăх пайĕпе ĕҫлеме меллĕ, тухăҫ пысăкки сисĕнет, тупăш пуласси те куҫкĕретех», - тенĕ вăл. Тепĕр пысăк ыйту ялта ĕҫлекен специалистсем сахал пулни.
Владимир Денисов хăйĕн докладĕнче пĕлтĕр районта выльăх шутне ӳстернине, ҫамрăк пăрусем – 165 туяннине палăртнă. «Кăҫал кăтарту тата та хăпарассине шанатпăр. Патшалăх пулăшăвне сахал мар тивĕҫетпĕр», - тенĕ вырăнти ертӳҫĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина бюджет ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ пирки каласа кăтартнă.
Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ – Инна Антонова хăйĕн докладĕнче район инвесторсемпе епле килĕшсе ĕҫлени пирки каласа кăтартнă. Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансене патшалăх пулăшăвĕсемпе ытларах усă курма чĕнсе хăварнă.
Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкернĕ май, халăха кăсăклантаракан актуаллă ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. Шкулсене юсасси, шыв кĕртесси, спорт объекчĕсене ҫĕклесси, ял тăрăхĕсенчи тирпейлĕх те кун йĕркинчех тăнине асăннă.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев шывпа тивĕҫтерессипе палăртакан федераци программине регион кĕнине пĕлтернĕ. «Ыйту социаллă пĕлтерĕшлĕ. Халăхăн пурнăҫ условийĕ лайăхланасси ҫак ыйтуран та сахал мар килет. Республикăна ҫак проекта пурнăҫлама 1 млрд хушма укҫа-тенкĕ кирлĕ пулĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăсса.
Шăмăршă районĕнче пурăнакансем стадион тăвасшăн, республика Пуҫлăхĕ вĕсен шухăшне ырланă.
«Ҫынсем спорт объекчĕсене ҫӳрени куҫкĕретех. Апла пулсан, район центрĕн ҫывăхĕнче объекта хута яма плана кĕртмелле. Ҫитĕнекен ачасемшĕн питĕ усăллă пулĕ», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.
«Муниципалитетсене аталантарма сахал мар укҫа-тенкĕ тăкакланать. Пирĕн тĕп тĕллев – кирек-епле ял тăрăхĕсенче те пĕр тан условисем йĕркелесе парасси», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Района аталантарассишĕн мĕнпур халăхăн, вырăнти депутатсен, ял поселенийĕсен пуҫлăхĕсен, активăн пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса тухăҫлă ĕҫлесе пыма тăрăшмалла. Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса тăван тăрăха, Тăван ҫĕршыва хисеплеме тата юратма вĕрентмелле. Аслисен ырă тĕслĕхĕсене ăша хывса пурăнмалла, ҫынсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн ĕҫлемелле тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. «Шăмăршăра пурăнакансен пĕр чăмăра пухăнса, муниципалитет пĕрлешĕвне аталантарса вăй илтерессишĕн килĕшсе ĕҫлемелле», - тесе чĕнсе каланă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.
Мероприятинче яланхиллех, хисепе тивĕҫнисене, патшалăх наградисене парса хавхалантарнă, пуҫаруллă та ăста ҫамрăксене стипенди илме ирĕк паракан свидетельство панă, Ĕҫ ветеранĕ ята илнисене тав туса чысланă.