Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Мариинско-Посадского района Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Сĕнтĕрвăрри районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Лару пуҫланиччен, чи малтан регион Пуҫлăхĕ муниципалитет хатĕрленĕ ятарлă курав ĕҫĕпе паллашнă, районăн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ҫакăн йышши мероприятисене йĕркелесе ирттерни вырăнти халăх сĕнĕвĕсене итлеме май панине, вĕсене хумхантаракан ыйтусене ҫийĕнчех татса пама пулăшнине каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ обществăлла финанспа тухăҫлă усă курни региона хушма укҫа-тенкĕ явăҫтарма пулăшать тенĕ.  Федераци центрĕ пире ĕненнине, ăна кура та пулăшусене вăхăтра куҫарса панине асăннă.

2018 ҫулта федераци бюджетĕнчен каялла тавăрса памалли мар укҫа 18 млрд 751 млн республика хыснине куҫать.  Пĕлтĕрхинчен ҫак виҫе 9 процент пысăкрах.  Республикăри муниципалитетсене ҫулсерен социаллă сферăна аталантарма укҫа уйăрни куҫкĕретех. Унăн виҫи те ӳссех пырать.  Районсемпе хуласенче инфратытăм вăй илет.  Мĕнпур палăртса хунă ĕҫсене вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пынă.

Экономикăн хăвачĕ бюджетра.  Муниципалитетăн социаллă сферине аталантарасси, культура, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ, спорта вăй илтересси те пĕтĕмпех ҫак ыйтуран килет. «Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ предприятисем уҫассишĕн тăрăшмалла, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемелле. Шалу укҫин виҫи те пĕчĕк пулмалла мар. Ун чухне тин ҫамрăксем яла юлĕҫ», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.

Регион Пуҫлăхĕ муниципалитет пĕрлешĕвне ытларах туризма аталантарас ыйту ҫине тимлĕх уйăрма хушнă. «Район команди хăйĕн умне лартнă тĕллевсене таса чунпа, яваплăха туйса пурнăҫласса шанатпăр.  Халăх валли ырă условисем тăвассине те ĕненетпĕр», - тенĕ вăл.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Анатолий Мясников тĕплĕн доклад тунă, муниципалитет пĕрлешĕвĕнчи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕпе паллаштарнă.

2017 ҫулта район бюджечĕн калăпăшĕ 439,7 млн танлашнă. Кăтарту планпа пăхса хăварнинчен пĕрлештернĕ бюджет пĕтĕмпе те 96,9 процент тулнă.  Районăн пĕр ҫынна пырса тивекен  харпăр хăй тупăшĕ 2017 ҫулта пурĕ те 4513 тенкĕ ҫеҫ пулнă. Ку енĕпе муниципалитет пĕрлешĕвĕ ыттисем хушшинче 10-мĕш вырăнта тăрать.

Иртнĕ ҫул район 14 программăпа ĕҫленĕ.  Вĕсене пурнăҫа кĕртме республика тата район бюджечĕсенчен 417 млн тăкакланă. Кăҫал вара ҫак ĕҫсене малалла тăсма 369,5 млн пăхса хăварнă. Пĕлтĕр районта предприятисен суту-илӳри таварсен ҫаврăнăшĕ 108,1 процента ҫити ӳснĕ.  Вăтам ĕҫ укҫи районта 9,8 процент хăпарнă, кăтарту 19 пин те 158 тенкĕпе танлашать.

Пĕлтĕр муниципалитетра сĕт сăвăмĕ ӳснĕ, пурĕ мĕнпур хуҫалăхсенче 3,5 пин тонна сĕт тирпейленĕ.  Хуҫалăхсем выльăх шутне нумайлатнă, районта пурĕ 2 пин те 200 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх шутланать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳҫĕсене ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе сӳрĕк ĕҫленине асăрхаттарнă.  Ял тăрăхĕн пуҫлăхĕсен те ҫак ыйту ҫине тимлĕх уйăрмаллине асăннă регион Ертӳҫи. Пурĕ районта усă курăнман 5 пин га ҫĕр лаптăкне шута илнĕ.

Район администрацийĕн пуҫлăхĕ йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтăва икĕ ҫул хушшинче тĕпрен татса пама шантарнă.  2018-мĕш ҫулта усă курăнмасăр выртакан 2 пин те 500 гектар ҫĕр лаптăкне пусă ҫаврăнăшне кĕртме плана кĕртнине пĕлтернĕ ертӳҫĕ.  

Районта предприятисемпе организацисем ҫĕрсемпе аренда шучĕпе усă кураҫҫĕ, анчах та укҫасене вăхăтра куҫарса пыманни куҫкĕретех.  2009-мĕш ҫултан пуҫласа ҫак виҫе 4 млн ытла пухăнса кайнине асăннă Анатолий Мясников. Чи нумай парăм ҫаксен: «СК Регионстрой» ТМЯО (учредителĕ Леонтьев А.В.) – 927,1 пин тенкĕ, «Агрофирма «ИПСО» ТМЯО (учредителĕ Яруткин А.В.) – 474,6 пин тенкĕ, «СТРИМ» ТМЯО (учредителĕ Сидоров А.Н.) – 235,6 пин тенкĕ, Алексеев П.В. – 172,5 пин тенкĕ, «Теплоэнерго» ТМЯО  (учредителĕ Николаев В.И.) – 277,5 пин тенкĕ.

Михаил Игнатьев ЖКХ ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусемпе тухăҫлăрах ĕҫлемеллине асăрхаттарнă.

Районти тĕп врач Валентина Езюкова хăйĕн докладĕнче, республика тĕрев панине кура, муниципалитетăн тĕп больницинче тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелеме май килнине пĕлтернĕ.  Республика программипе килĕшӳллĕн, сиплев учрежденине илемлетсе хăтлăлатнине каланă. Хальхи вăхăтра больницăн поликлиникине тирпейлессипе ĕҫленине палăртнă.  

Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче пурĕ 7 ФАП, анчах та пуринче те фельдшерсем ҫук.   

Кăҫалтан «Земский фельдшер» программа ĕҫлеме тытăннине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Ҫамрăксем, енчен те яла ĕҫлеме вырнаҫсан, вĕсене патшалăх ҫур миллион пĕр хутчен пулăшу парса тивĕҫтерет.  Каласа хăвармалла, субъектра «Земский доктор» патшалăх программи те анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать.  Ялсене ытларах та ытларах ҫамрăк специалистсем килнине каланă.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕр район халăхĕн пуҫаруллă шухăшĕсене тĕпе хурса проектсем хатĕрлеменнине асăрхаттарнă. Ҫакна пула та, район республика хыснинчен укҫана тивĕҫейменнине пĕлтернĕ.  Ял поселенийĕн пуҫлăхĕсен халăхăн ыйтăвĕсемпе активлăрах ĕҫлеме тăрăшмалла.  

Канашлура ытти актуаллă ыйтусене те сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл налуксемпе ытларах ĕҫлемеллине каланă.  «Сăрă» схемăпа  ĕҫ укҫине тивĕҫтерекенсемпе ҫирĕп пулмаллине, вĕсене тупса палăртсан ҫийĕнчех явап тыттарма сĕннĕ.   2017 ҫулта район халăхĕ патшалăхран социаллă пулăшу мелĕпе 84 млн  тивĕҫнĕ.  ЖКХ пулăшăвĕпе усă курнăшăн 6 пин ҫын ҫăмăллăх мелĕпе тӳлев тунă.  Ачасемшĕн кашни уйăхра тӳлекен пособине районта 2,3 пин ҫын илет, амăшĕн капиталне вара 41 ҫемье тивĕҫнĕ.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев  районăн сăн-сăпатне улăштарассипе вырăнти ертӳлĕх кулленех ĕҫлесе пынине палăртнă.  2017-мĕш ҫулта пурĕ 4 клуба ҫĕнетсе юсанă, районта А.Я. Эшпай ячĕллĕ кинозал уҫнă.

Кăҫал та ҫак ĕҫсене малалла тăсма плана кĕртнĕ.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче Культура керменĕсене хăтлăлатма тĕллев лартнă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн ҫумĕ Сергей Григорьев хăйĕн докладĕнче предпринимательлĕх пайне патшалăх пулăшу пани пирки каласа кăтартнă, тĕрлĕ условисемпе паллаштарнă.  Бизнес тытăмĕнче вăй хуракансене патшалăхăн ҫăмăллатнă кредичĕсемпе анлăрах усă курма чĕнсе каланă.

Канашлура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – бюджет ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн ҫумĕ Елена Николаева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Авангард» ТМЯО генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин тухса калаҫнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тавра сăмах пуҫарнă.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  район халăхне тăрăшса ĕҫленĕшĕн мухтанă, ҫитĕнӳсемшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Мероприятире хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Ĕҫ ветеранĕ ята илнисене удостоверени панă, ҫамрăксене пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн ятарлă стипенди илме ирĕк паракан свидетельство парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж



13 февраля 2018
07:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter