Шупашкар районĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне пăхса тухнă, пĕлтĕрхи ҫулăн ҫитĕнĕвĕсене сӳтсе явнă, кăҫалхи валли тĕллевсене палăртнă

Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Чебоксарского районаНарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Шупашкар районĕнче пулнă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне пăхса тухнă, пĕлтĕрхи ҫулăн ҫитĕнĕвĕсене сӳтсе явнă, кăҫалхи валли тĕллевсене палăртнă.  Анлă канашлу ĕҫне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Канашлу ĕҫне уҫнă май, регион Пуҫлăхĕ агропромышленоҫ пайĕнче ĕҫлесе хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Ҫамрăксене, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисене, ятарлă стипенди илмелли пирки ҫирĕплетекен свидетельство парса хавхалантарнă.  

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, муниципалитет пĕрлешĕвĕ пĕлтĕрхи ҫула кăтартуллă вĕҫленине, ҫитĕнӳсем те пуррине асăнса хăварнă, ҫапах та ҫĕнĕлĕхсем ҫине тимлĕх уйăрма пĕлмеллине асăрхаттарнă вăл. «Ҫынсем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене туххăмрах татса партарасшăн. Влаҫри халăхăн кирек-епле ыйтусемпе те оперативлă йышăнусем туса хăвармалла, тухăҫлă ĕҫлемелле», – тенĕ регион Ертӳҫи.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ субъект федераци центрĕпе килĕшсе пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пынине асăннă.  Республика хыснине каялла тавăрса памалли мар укҫа виҫин калăпăшĕ кăҫал 9 процента ҫити хăпарнине палăртнă, кăтарту 18,7 млрд танлашать.  «Обществăлла финанс ыйтăвĕсемпе пĕлсе тата тухăҫлă ĕҫлени – региона хушма инвестици явăҫтарма витĕм кӳрет», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Михаил Игнатьев ҫул-йĕр хуҫалăхĕ пирки те чарăнса тăнă.  Сăмаха май, пĕлтĕр Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ 5,3 млрд танлашнине пĕлтернĕ. Кăҫал та ҫак виҫене чакарасшăн мар, 5 млрд пуласси паллă тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Шупашкар районĕ «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» патшалăх программине кĕнĕ. Муниципалитет 650 млн тивĕҫесси куҫкĕретех. «Пулăшăва кура, районăн пĕр-ик картлашка ҫӳлерех хăпармалла, ялта условисем тата та хăтлăрах пулмалла», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ĕҫсене пурнăҫлама тытăниччен халăхăн пуҫаруллă сĕнĕвĕсене те тĕпе хумаллине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Шупашкар районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕн ĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владимир Димитриев тĕплĕн доклад тунă, муниципалитетăн пурнăҫĕпе анлăн паллаштарнă.

2017-мĕш ҫулта районти предприятисемпе организацисем пурĕ 1,5 млрд инвестици хывнă, халăх валли ҫĕнĕ 128 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

Ял хуҫалăх пайĕнче 8,7 млрд тенкĕлĕх тавар тирпейлесе кăларнă, производство индексĕ 109 процентпа танлашнă.

Районта усă курăнман ҫĕр лаптăкĕсем пачах ҫук.  Ҫĕр пайĕсене муниципалитет харпăрлăхĕ тесе пурĕ 1469 ҫĕр лаптăкне регистрациленĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 3677 га йышăнать.

Район ҫурт-йĕрсем тăвассипе те лайăх ĕҫлет, пурĕ пĕлтĕр 38 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт хăпартнă.

2017-мĕш ҫулта муниципалитет пĕрлешĕвĕнче 36,5 ҫухрăм автомашина ҫулне юсаса сарнă. Район «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци программине кĕнĕ.  Муниципалитет федераци пайĕнчен хушма укҫа 101 млн тивĕҫнĕ, 27,5 ҫухрăма яхăн автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарнă.

Халăхăн пуҫаруллă шухăшĕсене тĕпе хурса, районта пĕлтĕр 7 проект пурнăҫа кĕртнĕ, ĕҫсене пурнăҫлама 5,8 млн тăкакланă. 2018 ҫулта пурĕ 13 ял тăрăхĕ хăйсен пуҫаруллă проекчĕсене тăратнă, вĕсене валли пĕтĕмпе 15 млн ытла укҫа кирлĕ пулĕ.

Шупашкар районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан хăйĕн докладĕнче вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ, культура, спорт, социаллă сфера, ĕҫ укҫпе ҫыхăннă ыйтусем тавра чарăнса тăнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ район ĕҫ укҫин кăтартăвĕпе ыттисем хушшинче 15-мĕш вырăнта тăнине каланă.  «Кун пек малалла та пулсан, ҫамрăксем яла ĕҫлеме юлмĕҫ. Халăх хулана тарса пĕтесси куҫкĕретех пулĕ», - тесе асăрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту – муниципалитет пурлăхĕсемпе предприятисемпе организацисем аренда шучĕпе усă кураҫҫĕ, анчах та укҫасене вăхăтра куҫармаҫҫĕ.  «Арендаторсем муниципалитет пурлăхĕпе хăй вăхăтĕнче ĕҫлесе тупăш илеҫҫĕ те, каярах пăрахса тухса тарса ҫӳреҫҫĕ», - кун пек пачах та тума юрамасть, йĕрке пăсакансене тупса палăртса саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттармалла тенĕ.  Вырăнти ертӳлĕхĕн ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть.

Кăҫал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта парăм 8520,8 пин ҫитнĕ. Вĕсенчен 1680,7 пин тенкĕ парăм «СМК «АРТЕК» ТМЯО, учредителĕ унăн Васюков В.П., 1093,4 пин тенкĕ «Восток» ГК, учредителĕ Трофимов В.А., 532,6 пин тенкĕ «Туруновский» СХПК, уредителĕсем: Васильева Н.А., Васильев А.И., Владимирова Н.А., Демьянов В.Е., Ефремова З.М., Иванов В.К., Михайлов О.В., Падюков В.В.,  525,4 пин тенкĕ   «Теплоэнергосеть» ТМЯО, учредителĕсем: Елагина Л.Н., Марков В.В.

Енчен те парăмҫăсем тӳлеме ӳркенеҫҫĕ пулсан, килĕшӳ хучĕсене пăрахăҫламаллине асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе.

Район администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Владимир Димитриев ял хуҫалăх валли уйăрнă 600 га ҫĕр лаптăкĕнчен юлашки вунă ҫул хушшинче пурĕ 30 га пусă ҫаврăнăшне кĕртнине пĕлтернĕ.  «Районта усă курăнмасăр выракан пĕр гектар ҫĕр те пулмалла мар», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев вырăнти ертӳҫĕсене.

Районта ĕҫсĕр халăх чылай.  Хăшĕсем предприятисенче суя ĕҫ хучĕсемпе тытăнса тăраҫҫĕ, «сăрă» схемăпа шалу укҫисене илсе пыраҫҫĕ. Организацисем налук пĕчĕк тӳлеҫҫĕ, вĕсене пула та район бюджечĕ 70 млн ытла укҫа пуҫтарса ҫитереймен.  

Тепĕр ыйту – спорта тимлĕх уйăрасси. Районăн ку енĕпе ҫине тăрсах ĕҫлемелле, ҫитĕнӳсем патне ăнтăлмалла. Аслисем хушшинче йĕркеленĕ республика шайĕнчи Спартакиадăра ветерансен команди виҫҫĕмĕш вырăна тухнă.  Регион Ертӳҫи района республика шайĕнче пулакан спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăна тухма чĕнсе каланă.

Шупашкар районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн кăтартăвĕсем пирки  Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова тĕплĕн каласа кăтартнă.  НДФЛ пухассипе ытларах тăрăша ĕҫлеме чĕнсе каланă вырăнти ертӳлĕхе. Кăҫал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне парăм муниципалитетăн 28 млн пухăнса кайнă.

Районăн тĕп врачĕ Елена Петрова хăйĕн докладĕнче халăхăн сывлăхне упраса хăварассипе йĕркеленĕ ĕҫсемпе паллаштарнă. 2017-мĕш ҫулта чĕрепе аптраса вилнисен шучĕ самай пĕчĕкленнине пĕлтернĕ тухтăр, анчах та, шыҫă чирĕпе вăраха кайса вилнисен шучĕ хăпарнă тенĕ вăл сăмаха тăсса. «Шкула медицина» текен программăна район хастар хутшăнать. Пĕлтĕр муниципалитета пĕтĕмпе ҫамрăк специалистсем 6-ăн килнĕ. «Земский фельдшер» программăпа района тата та виҫĕ  ҫамрăк тухтăра явăҫтарма тĕллев лартнă.  

Районшăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитет председателĕ Альбина Егорова тĕплĕн калаҫнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов хăйĕн сăмахĕнче саккун проекчĕсем пирки асăнса хăварнă, вĕсен пĕлтерĕшĕсем ҫинчен каласа ăнлантарнă.   

Шупашкар районĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Алевтина Исаева Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн сăмахĕсем пирки чарăнса тăнă: «2018-мĕш ҫула Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ тесе йышăнса хăварнă.  Муниципалитет пĕрлешĕвĕнчи актив палăртнă мĕнпур тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăҫа ăнăҫлă кĕртсе пырасса шанатпăр», - тенĕ вăл.

Вырăнти халăх хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем пирки каласа кăтартнă. Шкул, ФАП, шыв ыйтăвĕсем вĕсен кун йĕркинчех. Объектсене хута яма пысăк тĕрев панăшăн, республика Правительствине ырласа тав сăмахĕсем каланă район халăхĕ.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ пирки чарăнса тăнă. «Хăйсен ĕҫне йĕркелесе пыма пĕлекен ăста предпринимательсене района явăҫтармалла, экономикăра вĕсемсĕр ҫитĕнӳсем тума хĕн», - тенĕ вăл.

Сăмаха май, Чăваш Республикинче 2018 ҫулта социаллă политикăна аталантарма  республика хыснинче 12,7 млрд тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ.  Раҫҫей Президенчĕн пуҫаруллă программисене пурнăҫа кĕртме сахал мар укҫа-тенкĕ уйăрнă. Енчен те ҫемьесенче пĕрремĕш ача ҫуралать пулсан, патшалăх уйăхсерен амăшĕсене укҫан пулăшупа тивĕҫтерет. Паянхи пурнăҫ таппинче ҫамрăксене аталанса пыма, хăйсен проекчĕсене пурнăҫа кĕртме кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркелесе тăратмалла.  «Енчен те эпир ачасене тĕрĕс-тĕкел, патриотла воспитани парса ҫитĕнтерсен, ҫĕршыв, регион экономика вăй илесси куҫкĕретех пулĕ», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



13 февраля 2018
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter