Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă. Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту – ял хуҫалăх валли уйăрнă 56 ҫĕр лаптăкне промышленноҫ тытăмне куҫарасси, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 11,8  га танлашать.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Наталия Яхатина хăйĕн докладĕнче Канаш районĕнчи 3 га ҫĕр лаптăкĕнче предприяти ял хуҫалăх техникисене вырнаҫтарса лартмалли ятарлă вырăн хатĕрлеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ, автомашинăсене юсама тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерме плана кĕртнине каланă вăл сăмаха тăснă май.  

Красноармейски районĕнче 0,3 га ял хуҫалăх валли палăртнă ҫĕр лаптăкне  вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулне ҫĕнĕрен сарма уйăрнă.  

54 ҫĕр лаптăкĕ 8,4 га йышăнать, вĕсем: Муркашра, Ҫĕрпӳре, Сĕнтĕрвăрринче, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенче.  Вĕсенче те ытти категорисене куҫармалли пирки паянхи ларура ĕҫ хутне ҫирĕплетсе хăварнă.

Палăртса хăваратпăр, 2005-мĕш ҫултан пуҫласа кăҫалхи ҫул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  Чăваш Республикинче 1420 ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене ытти категорисене куҫарса халăх валли тĕрлĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркелесе яма витĕм кӳнĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1981 га йышăнать.

Чăваш Республикин Юстици сайтĕнче ҫĕр лаптăкĕсем пирки Реестр вырнаҫтарнă. Унта пĕтĕмпех кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене пĕлме пулать.

Пурĕ ҫак сайтра 1361 ҫĕр участокĕ пирки хыпар вырнаҫтарнă, вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1909,8 га йышăнать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн докладĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕсене пурнăҫа кĕртессипе йĕркеленĕ ĕҫсем пирки чарăнса тăнă. Республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем 2017 ҫулта ҫак енпе епле ĕҫлесе пынипе паллаштарнă, хăш-пĕр министерствăсем сӳрĕкрех ĕҫленине асăннă, хăшĕсене вăхăтра йĕркеллĕ хушусене пурнăҫласа пынă тесе палăртса хăварнă.

Паянхи Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикинчи индустри паркĕ ҫинчен калакан  ыйтăва пăхса тухнă.  Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхĕ тесе шутланакан ҫĕр лаптăкне предпринимательсене аренда шучĕпе куҫарса пама килĕшнĕ, мĕншĕн тесен регионта вĕсем инвестициллĕ проекта пурнăҫа кĕртес тесе  индустриллĕ промышленноҫ паркне хута ярасшăн. Ҫак ĕҫе пăхса тухнине кура,  конкурс ирттерессине те пăрахăҫлама ирĕк парать.

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче, республикăшăн социаллă пĕлтерĕшлĕ  инвестици проекчĕсене пурнăҫа кĕртнĕ чухне чăрмавсем пачах та тухса тăмалла мар тесе каланă.  Ҫĕр лаптăкĕсене тивĕҫни йывăрлăхсене сирсе яма витĕм кӳрет тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Ял хуҫалăх пайĕнче ĕҫлекенсемшĕн ӳсен тăран лартса ҫитĕнтермелли лаптăксем пирки палăртакан  ĕҫ хутне ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварма килĕшнĕ. Ҫирĕп йĕрке малашне республика бюджетĕнчен субсиди уйăрмалли условине кăтартса парĕ. Тăкаксене саплаштарма та пулăшу куҫĕ,  тăпран пурлăхне ӳстерме витĕм кӳресси те паллă пулĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ -  ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕҫ хучĕ аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсене патшалăх пулăшăвĕпе анлăрах усă курма май панине палăртнă.  Тĕрлĕ ӳсен-тăран акса ҫитĕнтернĕ чухне, тăкак тӳссен, хăшне-пĕрне патшалăх субсиди парса тивĕҫтерме пултарать.  

Паян ларăва пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



14 февраля 2018
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter