Чăваш Енре 2017 ҫулăн IV-мĕш кварталти пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укҫа виҫине палăртнă

  Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ăна ку хутĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – 2017-мĕш ҫулта IV кварталта Чăваш Республикинчи  социаллă группăри  халăхăн, пĕр ҫынна пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫине палăртасси. 

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ҫак асăннă категорири ҫынсен пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи 2017 ҫулхи  IV квартала 2017 ҫулхи III кварталтипе танлаштарсан укҫа виҫи кăштах чакнине пĕлтернĕ, кăтарту 6,2 процент аннине каланă. Вăл вара 8236 пинпе танлашать, апла пулсан 543 тенкĕ пĕчĕкленни сисĕнет.

Социаллă группăри ĕҫлеме пултаракан ҫынсен пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи  2017 ҫулта IV кварталта 8719 тенкĕне ҫитнĕ.  Кăтартăва илес пулсан 6,3 процент сахалланни сисĕнет, 584 тенкĕ чухлĕ пĕчĕкленнĕ палăртнă виҫе.

Пенсионерсен – 6716 тенкĕ, (5,9 процент чакнă, 418 тенкĕ чухлĕ пĕчĕкленнĕ). Ачасен – 8365 тенкĕне ҫитнĕ, 6,2 процент сахалланнă, укҫа ҫине куҫарсан 551 тенкĕ чакни курăнать.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ 2017 ҫулта  IV кварталта Атăлҫи федераци округĕнче мĕнпур субъектсенче укҫан виҫи чакнине пĕлтернĕ. Асăннă ыйтупа Чăваш Республики ыттисем хушшинче 11-мĕш вырăнта тăрать тенĕ министр.

Аса илтеретпĕр, пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи кашни кварталтах улшăнса пырать.  Таварсен, тĕрлĕ пулăшусен тата ытти пайсен хакĕсен вăтам кăтартăвне тишкереҫҫĕ, ăна патшалăх статистикин Федераци службин Чăваш Енри уйрăмĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса йышăнса пыраҫҫĕ. 



14 февраля 2018
13:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter