Шупашкарта «Строительство производственного комплекса ПАО «НПО «ЭНЕРГОМОДУЛЬ» текен пысăк инвестициллĕ проекта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă

В Чувашии будет реализован инвестиционный проект «Строительство производственного комплекса ПАО «НПО «ЭНЕРГОМОДУЛЬ» Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «НПО «ЭНЕРГОМОДУЛЬ» ПАО  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне ҫирĕплетнĕ.

Килĕшĕве Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата  «НПО «ЭНЕРГОМОДУЛЬ» ПАО Директорсен канашĕн Председателĕ Александр Резников алă пуснă.  

2022-мĕш ҫул валли палăртнă Килĕшӳ инвестициллĕ проекта пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрет.  Шупашкарта «Строительство производственного комплекса ПАО «НПО «ЭНЕРГОМОДУЛЬ» текен пысăк инвестициллĕ проекта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.    Инвестици калăпăшĕ 500 млн тенкĕ. Халăх валли проекта пурнăҫа кĕртсен ҫĕнĕ 150  ытла ĕҫ вырăнĕ хатĕрленет.

Александр Резников хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре пысăк квалификациллĕ специалистсем ҫителĕклĕ пулнине каланă.  Вĕсем кирек-епле йывăр ыйтăва та туххăмрах татса пама пултараҫҫĕ тенĕ сăмаха тăсса. «Производство уҫма Чăваш Ен пире чаплă условисем хатĕрлесе панă.  Тепĕр тесен, аслă шкулсенче вĕренсе тухакансем тарăн пĕлӳ илни хавхалантарать. Компанире ĕҫлеме чи ăста специалистсене суйласа илетпĕр», - тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх политикин тĕп приоритечĕ региона инвестици явăҫтарасси тесе пĕлтернĕ.  Ĕҫ климатне лайăхлатса пырасси те кун йĕркинче тăнине асăннă. «Республикăра бизнеса вăй илме «ҫулсен карттине» хатĕрленĕ. Производствăсем уҫма меллĕ, шывпа, газпа, ҫутăпа тивĕҫтерессипе те нимĕнле йывăрлăхсем те ҫук», - тесе сăмаха тăснă регион Пуҫлăхĕ.    Ĕҫ профессисене илме Регионсен хушшинчи центр самай пысăк пулăшу панине каланă. Унтан хатĕр специалистсем тухнине, вĕсем пысăк производствăсенче те ҫăмăллăнах ĕҫе кӳлĕнме пултарнине палăртнă.

Палăртса хăваратпăр, «НПО «ЭНЕРГОМОДУЛЬ» ПАО вăй электроникин приборĕсене калăплассипе тимлет. Ытти таварсем те кунта сахал мар. Вĕсен филиалĕсем Мускав хулинче тата Шупашкарта, Санкт-Петербургра. Шупашкарти предприяти 2005-мĕш ҫултанпа ĕҫлет.  Енчен те ҫак ҫӳлерех асăннă ҫĕнĕ проекта пурнăҫа кĕртсен таварсен йышĕ тата та ӳссе пырасси куҫкĕретех пулĕ.  Вĕсене Раҫҫей рынокне те тухма лайăхланĕ.

Фоторепортаж



15 февраля 2018
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter