Раҫҫей инвестици форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Минский тракторный завод» АУО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне ҫирĕплетнĕ

РИФ-2018: подписано Соглашение о сотрудничестве между Кабинетом Министров Чувашской Республики и ОАО «Минский тракторный завод»Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раҫҫей инвестици форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Минский тракторный завод» АУО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне ҫирĕплетнĕ.

Килĕшĕве Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Минский тракторный завод» АУО генеральнăй директорĕ Федор Домотенко алă пуснă. 

Аса илтеретпĕр, ҫак килĕшӳ пирки  хăй вăхăтĕнче «МТЗ»АУО ĕҫлĕ визитпа Чăваш Республикинчен кайнă делегаци калаҫса татăлнă. Ун чухне Чăваш Енри делегацине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн  Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин йĕркелесе ертсе пынă пулнă.  

Минскра 2017-мĕш ҫулта ҫурла уйăхĕнче РФ Чăваш Республикипе Беларуҫ Республики хушшинчи культура, суту-илӳпе экономика, наукăпа техника пайĕсене аталантарассипе пĕр-пĕрин хушшинчи ҫыхăнусене сарассишĕн йĕркеленĕ пулнă.  

Минскри тракторсен завочĕ 1946 ҫулта йĕркеленнĕ, вăл хамăрăн ҫĕршывра анчах мар, ют ҫĕршвсенче СНГра та анлă сарăлнă. Вĕсене пĕтĕм тĕнчипех пĕлеҫҫĕ. Завод пурĕ 250 тĕрлĕ тавар калăплассипе тăрăшать.  Килĕшӳ Чăваш Республикинче ял хуҫалăх валли уйăрнă ятарлă техникăсене тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕҫтерме шантарать. Чăваш Енри аслă шкулсенче квалификациллĕ кадрсем хатĕрлеме те витĕм кӳресси паллă.

«Ҫак стратегиллĕ килĕшӳ малашне те ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма витĕм кӳрет.  Рынока пăхса тухнă хыҫҫăн, ҫак  ĕҫе йĕркелени питĕ вырăнлă тесе килĕшрĕмĕр», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне «МТЗ» АУО генеральнăй директорĕ Федор Домотенко.   

Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче агропромышленноҫ комплексне аталантарни вырăнлă тесе хакланă.  Минск завочĕпе килĕшӳ туни те ҫак ĕҫсене анлăлатма пулăшать тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ.  Чăваш Енре «МТЗ» АУО таварĕсемпе анлă усă курни куҫкĕретех, ялсенче пурăнакансем те вĕсен техникисемпе усă кураҫҫĕ.  

Фоторепортаж



15 февраля 2018
16:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter