Сочи хулинче «Раҫҫей инвестици форумĕ-2018» мероприятинче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Крым Республикин Министрсен Канашĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

РИФ-2018: сотрудничество между Чувашской Республикой и Республикой Крым будет продолженоНарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочи хулинче «Раҫҫей инвестици форумĕ – 2018» пысăк шайри мероприяти  иртет. Мероприятисен ĕҫ планĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Крым Республикин Министрсен Канашĕ   суту-илӳпе экономика, наукăпа техника, социаллă сферăра, культура пайĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Килĕшĕве 20182020-мĕш ҫулсем валли йышăннă.

Ĕҫ хутĕнче чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Крым Республикин Пуҫлăхĕ Сергей Аксёнов алă пуснă.  

Аса илтеретпĕр, суту-илӳпе экономика, наукăпа техника, социаллă сферăра, культура пайĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ҫакăн йышши ĕҫ хутне 2014-мĕш ҫулта та алă пуснă пулнă.

Сергей Аксёнов  хăйĕн сăмахĕнче, Михаил Игнатьева, бизнесменсене, Чăваш Ен халăхне Крыма пулăшу кӳнĕшĕн тав тунă.   Икĕ республика хушшинчи тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăну малашне те анлăн сарăлса пырассине шанса каланă.  «Эпир пĕр-пĕрин патне юлташла пыратпăр, яланах тĕрев пама тăрăшатпăр. Сире пĕтĕм кăмăлтан лайăх туятпăр, эпир яланах пĕрле»,  – тенĕ вăл.  

Михаил Игнатьев регионсем хушшинчи тарăн ҫыхăнăва пĕр-пĕрин хушшинчи таварсен калăпăшĕ пысăк пулни ҫирĕплетсе парать тенĕ,  2017-мĕш ҫулта кăтарту 385 млн ҫитнĕ. 2016-мĕш ҫулхипе танлаштаран ҫак виҫе самай пысăк, 20 процент хăпарнă. «Чăваш Республикинчи электротехника кластерĕнчи таварсемпе  Крым Республикинче те сахал мар усă кураҫҫĕ.  Крымпа ҫыхăнтаракан кĕпер хăйех ҫакна ҫирĕплетет»,  – тенĕ вăл.  Чăваш Республикинчи предприятисем Крым Республикинче нумайăн ĕҫлеҫҫĕ, вĕсем энергетика комплексĕнче вăй хураҫҫĕ.

«КомплектЭнерго»  ТМЯО Крымра кĕпер тунă чухне пĕрремĕш ĕҫе кӳлĕннĕ.  «ЭКРА» НПП пысăк технологиллĕ хатĕрĕсемпе те сахал мар усă курнă ҫак асăннă объектра. «Тамань», «Камыш-Бурун», «Кафа» тата «Симферопольская» подстанцисене хута яма Чăваш Енре калăпланса тухнă хатĕрсене вырнаҫтарнă. Аслă энергокĕпере сарма  «НПП «Бреслер» тата «Чебоксарский электроаппаратный завод» АХО тăрăшать.  Апат-ҫимĕҫ таварĕсем те Крым Республикинче чылай. Апла пулсан, мĕнпур тытăмра пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени паллă.

Крым Республикинчен Чăваш Ене чаплă хĕрлĕ тата шурă эрехсем килеҫҫĕ, калăпăр  вĕсен пахалăхĕ ыттисенчен самай лайăх тесе ҫирĕплетет вырăнти халăх. Хими таварĕсем те пирĕн регионта анлă сарăлнă.  Республикăри аслă шкулсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнура.

Малашнехи планра промышленноҫа аталантарассипе пĕр-пĕрин хушшинчи хыпарсене вăхăтра пĕлтересси те кун йĕркинче.  Ял хуҫалăх пайĕпе те килĕшсе ĕҫлеме тĕллев лартнă. Ҫак паянхи килĕшӳ шăпах та ҫак ĕҫсене пурнăҫлама ирĕк парĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Крым Республикин Ертӳҫине Сергей Аксёнова мухтаса тав сăмахĕсем каланă, ӳлĕмрен те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме хатĕррине пĕлтернĕ.  Крымри чăвашсен наципе йăла-йĕрке культурин хăвачĕ пысăк.  Вĕсем валли условисем лайăх пулни пирки пирĕн ентешсем пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă. Апла пулсан, наци культурин автономийĕ кирлĕ пек шайра аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар, ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче вĕсем.

Фоторепортаж



15 февраля 2018
14:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter