Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче «Почта Банк» ПАО тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пĕр-пĕрин хушшинче килĕшсе ĕҫлесси пирки ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕ иртет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Почта Банк» ПАО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне ҫирĕплетнĕ.
Килĕшĕве Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата «Почта Банк» ПАО Правленийĕн Президент-Председателĕ Дмитрий Руденко алă пусса ҫирĕплетнĕ.
Килĕшӳ хутне тĕпе хурса, банк тытăмĕнчи ҫĕнĕ технологисене паянхи пурнăҫа кĕртсе пырасси тĕп вырăнта тăрать. Чăваш Енре ҫак ҫăмăллăх мелĕсемпе усă курасси кун йĕркинче. Пенси ҫулне ҫитнисене, уйрăм категорири граждансене банк пулăшăвĕсемпе усă курма меллĕ пулĕ. Кунсăр пуҫне халăхăн финанс пĕлĕвне ӳстерессипе йĕркелесе ирттермелли мероприятисене те плана кĕртсе хăварнă.
Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче пĕтĕмпе «Почта Банк» ПАО 90 уйрăмĕ ĕҫлет, вĕсем регионти 30 ял тăрăхĕнче вырнаҫнă.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ялти халăх валли ҫакăн пек условисем йĕркелесе тăратни пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă. «Эпир «Почта Банк» ПАО килĕшсе ĕҫлесе пыратпăр. Банк пулăшăвĕсемпе халăх анлă усă курать. Район центрĕсенче анчах мар, ялсенче те ҫак пулăшу сарăлнă», - тесе каланă вăл.
«Почта Банк» ПАО республикăн мĕнпур территорийĕсенче экономикăна вăйлатма витĕм кӳрет. Енчен те палăртса хунă ĕҫсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртсен, халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленесси те куҫкĕретех, почта уйрăмĕсенче тимлекенсем тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтересси те паллă.
«Почта Банк» ПАО Правленийĕн Президент – Председателĕ Дмитрий Руденко хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева хăйсене ҫакăн пек шаннишĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Пире Чăваш Республикинче ĕҫлеме килĕшет, условисем те питĕ хăтлă регионта», - тесе каланă вăл.
«Почта Банк» виҫĕ форматпа аталанать. Чи пĕрремĕш тапхăрта вĕсем клиентсен центрĕсене хута ярасшăн, ытларах Раҫҫейри аякра вырнаҫнă пысăк хуласенче, ăҫта халăх йышлă. Тепĕр икĕ форматне почта уйрăмĕсенче аталантарма тĕллев лартнă.
«2018-мĕш ҫул вĕҫне Чăваш Республикинче почта уйрăмĕсенче тата та 40 «Почта Банк» уҫма плана кĕртнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ пысăках мар ял тăрăхĕсенче пуласси те паллă. Калăпăр, Элĕкре, Тăвайĕнче тата ытти хăш-пĕр ҫĕрте», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара Дмитрий Руденко.