Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Сочире Пĕтĕм Раҫҫейри инвестици форумĕн ĕҫне хутшăнать

Михаил Игнатьев принимает участие в Российском инвестиционном форуме – 2018 в СочиНарăс уйăхĕн 15–16-мĕшĕнче Сочире Пĕтĕм Раҫҫейри инвестици форумĕ иртет. Форум ĕҫне хутшăннисем регионсенчи политикăн приоритетлă ҫул-йĕрĕсене сӳтсе явĕҫ, РФ субъекчĕсенчи экономика потенциалĕсен тĕп пĕлтерĕшлĕ аспекчĕсем пирки канашлĕҫ, инвестици аталанăвĕ те кун йĕркинчех тăрĕ. Форум ĕҫне Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хутшăнать. Сочи хулинче иртекен Раҫҫей Федерацийĕн инвестици форумĕн ĕҫĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пулать.  Сочире йĕркеленĕ инвестици форумĕн мероприятийĕсемпе килĕшӳллĕн, ятарлă ĕҫлĕ тĕлпулусем те плана кĕртнĕ. Раҫҫей Федерацийĕн хăш-пĕр регионĕсемпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хучĕсене алă пусма тĕллев лартнă, Раҫҫейри тата ют ҫĕршывсенчи паллă компанисемпе килĕшӳ хучĕсене ҫирĕплетессине те кун йĕркине кĕртнĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева паллă пулăма стратеги пуҫарăвĕсен Агенстви йыхравланă. 2017 ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсенчи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне ӳстерсе пырассипе чи лайăх ĕҫленĕ тата пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртессипе ыттисем хушшинче тĕслĕх пулса тăнисене, пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче палăртнă конкурса мала тухнисене торжествăлла майпа чыслĕҫ. «Социаллă пурнăҫпа экономикăна аталантарассипе чи лайăх ĕҫлекеннисем» ятлă сесси ĕҫне нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче форум мероприятийĕсен планĕпе килĕшӳллĕн ирттерĕҫ. Ăна Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ   Дмитрий Козак ертсе пырĕ. Палăртса хăваратпăр, конкурс членĕсем пĕтĕмлетӳ тунă хыҫҫăн, Чăваш Енри «Экспресс-бабушки» ятлă проект финала тухнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Советникĕ, Йĕркелӳ комитечĕн яваплă секретарĕ Антонина Кобякова  чĕннипе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫак ĕҫе хутшăнать.  Унта регион Ертӳҫи «Раҫҫей регионĕсенчи сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ: паянхи тухăҫлăх, 2025-мĕш ҫулсем валли лартнă тĕллевсем» ятлă сесси ĕҫĕнче доклад тăвĕ.

Аса илтерсе хăваратпăр, 2017-мĕш ҫулта Петербургра Пĕтĕм халăхсен хушшинчи экономика форумĕнче  Чăваш Республикине сывлăх сыхлавĕнче тухăҫлă ĕҫлесе пынин ĕҫ кăтартăвĕпе РФ 85 регионĕ хушшинче пиллĕкмĕш вырăнта тăнине палăртнă.  

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей инвестици форумĕн пленар ларăвĕнче хутшăнать. Пуласлăха тата регионсене инвестици текен ыйтусене анлăн сӳтсе явĕҫ. Мероприятире Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев доклад тăвать.   

Аса илтеретпĕр, 2017-мĕш ҫулта пулнă Раҫҫей инвестици  форумĕнче Чăваш Республикинчен кайнă делегацине чи активлă ĕҫлекенни тесе палăртнă.



15 февраля 2018
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter