Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче Чăваш Республикин «Экспресс-бабушки» социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта мала тухнăшăн торжествăлла майпа чысланă

РИФ-2018: социальный проект Чувашской Республики «Экспресс-бабушки» – финалист всероссийского конкурсаНарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕ иртет. Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ  Дмирий Козак тата Раҫҫей Федерацийĕн ĕҫпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин сесси ĕҫне йĕркелесе ертсе пынă,  пухăннă ертӳҫĕсем Раҫҫейри социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕнчи чи лайăх ĕҫ кăтартăвĕсем пирки сӳтсе явнă, ăнăҫлă ĕҫлесе пыраканнисене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Сессире Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисене торжествăлла майпа чысланă.  

Дмитрий Козак  хăйĕн сăмахĕнче чи малтанах конкурс ĕҫне хутшăннисене мухтанă, ҫĕршыв потенциалĕ пысăк пулнине ҫак мероприяти кăтартса парать тенĕ.  «Тĕп тĕллев ҫакăн йышши конкурссенче чи лайăх ĕҫсене малти  вырăна кăларса ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне кăтартса парасси.  Кашни регионăн паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма вĕрентесси те кун йĕркинче тăрать», – тенĕ вăл сăмаха тăсса.

 Максим Топилин  хăйĕн докладĕнче РФ регионĕсен ертӳҫисем социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ тенĕ, халăхăн кăмăл-туйăмне ырă енне улăштарса пырассишĕн ҫине тăрсах тăрăшнине каланă.

Кăҫал ҫак ҫӳлерех асăннă конкурса пĕтĕмпе РФ 77 регионĕнчен проектсем тăратнă. Чи активлă ĕҫлекеннисем Атăлҫи федераци округне кĕрекен субъектсем тесе палăртнă ертӳҫĕсем.

Стратеги пуҫарăвĕсен Агенствин директорĕ  Светлана Чупшева хăйĕн сăмахĕнче чи кăсăклă проектсем пирки чарăнса тăнă.  Мала тухнисем чăнласах та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тесе ҫирĕплетнĕ. Вăл проектсем халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма пысăк витĕм кӳнине асăннă.  Чăваш Республикинче аслă ҫулсенчи ватăсене социаллă пулăшусемпе тивĕҫтересси кирлĕ пек шайра пулса пырать.  Ҫĕнĕлле пулăшусен витĕмлĕхĕ вăй илсе пыни куҫкĕретех. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн сахал мар вăй хураҫҫĕ.  Чăваш Республикин «Экспресс-бабушки» социаллă пĕлтерĕшлĕ проект  ыттисене кая хăварса малти вырăна тухнă.  Кун пек ĕҫ ҫĕршывĕпе ытти субъектсенче ҫук хальлĕхе. Ватă ҫынсем йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ ҫынсене кулленех пулăшу парассишĕн тăрăшаҫҫĕ.  Ырă ĕҫ тăвакан ватăсем паянхи пурнăҫ таппишĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Вĕсем ҫынсене ырă ĕҫ парнелессишĕн тимлеҫҫĕ.  Ҫак ĕҫпе хамăрăн республикăра анчах мар ытти регионсене те тухса ҫӳреме хатĕррине пĕлтереҫҫĕ.  Тепре чухне ҫамрăк ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене никампа та хăварма май ҫук, ун пек чухне  ватă асаннесем ҫемьесене сахал мар тĕрев параҫҫĕ.

 

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  хăйĕн сăмахĕнче кашни ĕҫе пĕтĕм чун-чĕререн юратса пурнăҫлани ҫав тери аван тенĕ.   Ҫулсерен социаллă сферăна аталантарма миллиардшар укҫа-тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ.  Ăна тивĕҫекенсем тав сăмахĕсем калаҫҫĕ.  Паян республикăра пурăнакансенчен пĕрре виҫҫĕмĕш пайĕ ҫак социаллă пулăшăва илет.  Ырă ĕҫ тăвакан асаннесем те ҫакна пĕр хуччен ҫеҫ мар ҫирĕплетсе калаҫҫĕ, чăнласах та укҫа-тенкĕ парса витĕм кӳни пурнăҫа ҫăмăллать теҫҫĕ.

Шупашкар хулинчи халăха социаллă пулăшупа  тивĕҫтерекен Комплекслă центрта, ĕҫлеме юратакан вăй-хăватлă асаннесен списокне ятарлă банкра вырнаҫтарнă.  Вĕсем ачасене вăхăтлăха пăхма, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ ҫемьесене пулăшупа тивĕҫтерме яланах хатĕр.  

Ҫак ҫынсене чи малтан психологи тĕлĕшĕнчен ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăлараҫҫĕ.  Пĕр сăмахпа палăртсан вĕсен тавракурăмлăхне анлăн тĕрĕслеҫҫĕ.

Проектăн пулăшуҫисем вĕренӳ тата медицина учрежденийĕсенче вăй хуракансем, ТОСра тимлекенсем.

2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе 21 волонтер-асанне 25 ҫемьери лару-тăрăва уҫăмлатма пулăшнă.  Нумай ачаллисене, сусăр ачасем усракансене, сахал тупăшлисене вăхăтлăха  та пулин кирлĕ пек пулăшупа тивĕҫтернĕ. Пĕр сăмахпа каласан регион халăхĕшĕн ҫак проект питĕ кирлĕ пулса тăнă.

«Эпир хамăр патне ҫакăн пек тимлĕх уйăрнăшăн мăнаҫланатпăр.  Хамăрăн ачасем, мăнуксем тахҫанах ĕнтĕ ҫитĕннĕ.  Пирĕн камшăн та пулин усăллă ĕҫсем тăвас килет.  Проект ĕҫлеме пуҫланнăранпах эпĕ ҫакăнта.  Ачасемпе мăнуксене ура ҫине тĕрĕс-тĕкел тăратса ҫитĕнертнĕ.  Тавах, ҫак проекта йĕркеленĕшĕн», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ  Татьяна Тихонова экспресс-асанне.  

«Пире юратакан ачасем хирĕҫ чупса манăн асанне тесе чĕнеҫҫĕ.  Ыталаҫҫĕ, чуптăваҫҫĕ, ҫав тери пирĕн кăмăла ҫĕклеҫҫĕ», - тесе пĕлтернĕ тепĕр асанне Алевтина Иванова.

Елена Губина пĕчченех йĕкĕреш арҫын ачасене ӳстерет.  Пире Алевтина Николаевна Иванова кулленех пулăшу пама тăрăшать.  Нумай чухне ачасене пăхма юлать.  Хăйĕн пурнăҫĕнчи паха опычĕ пирки каласа кăтартать тенĕ ачасен амăшĕ Елена Губина.  

«Эпĕ студентка пулнă май, вĕренĕве сахал мар тимлĕх уйăрма тивет.  Ҫитменнине пĕчĕк хĕрĕм ӳсет манăн.  Телевизорпа ҫак проект пирки куртăм. Вĕсем патне кайса, хама пулăшу пама ыйтрăм. Манăн сĕнĕве шута илсе, вĕсем килĕшрĕҫ.  Тӳлевсĕр пулăшу параҫҫĕ. Тавах, ҫак проект пурришĕн», - тенĕ студентка Ольга  Андриянова.

Фоторепортаж



15 февраля 2018
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter