Сочире Раҫҫей инвестици форумĕ иртет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Кабардин-Балкар Правительстви хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕ иртет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Кабардин-Балкар Правительстви хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Икĕ ен суту-илӳпе экономика, наукăпа техника, культура тытăмĕнче ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма плана кĕртнĕ.
Килĕшĕве Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Кабардин-Балкар Республикин Пуҫлăхĕ Юрий Коков алă пусса ҫирĕплетнĕ. Килĕшӳ хутне тĕпе хурса, нумай ҫулсенче экономика, право, йĕркелӳ ĕҫĕсене пысăк тимлĕх уйăрасси паллă.
Юрий Коков хăйĕн сăмахĕнче лайăх аталанса пыракан икĕ регионăн ĕҫлĕ ҫыхăнусене сармалли мелсем чылай тенĕ. Аграри тата культура, вĕренӳпе туризм тытăмĕсенче те пĕр-пĕринчен вĕренмеллисем сахал мар. Паянхи алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшӳ тата та лайăхрах проектсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрĕ. «Пирĕн пĕр-пĕринчен вĕренсе пымалли тата та пур-ха. Килĕшӳ ĕҫ ушкăнне йĕркелеме мĕнпур тытăмри ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртме меллĕ пулĕ», - тенĕ вăл.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикипе Кабардин-Балкар хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусем тĕвĕленни питĕ лайăх тесе хакланă, икĕ республика хушшинче суту-илӳпе промышленноҫа, социаллă пурнăҫпа экономикăна та аталантарса пыма меллĕ тесе асăннă.
2017-мĕш ҫулта Чăваш Республикипе Кабардин-Балкар Республики хушшинчи таварсен ҫаврăнăшĕ сахал мар, кăтарту 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарсан, 8 процент хăпарни сисĕнет, укҫа ҫине куҫарас пулсан, вăл 153 млн пулать.
Чăваш Республикинче медицина хатĕрĕсем пысăк вырăн йышăнаҫҫĕ. Хирурги пайĕнче те сахал мар ҫĕнĕ пысăк технологиллĕ хатĕрсем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Кабардин-Балкар Республикинчи предприятисемпе организацисем калăпласа кăларнă таварсем чылай пирĕн регионта сарăлнă. Пирĕн регионта ҫак ҫӳлерех асăннă республикăна сăра, тĕрлĕ тĕслĕ лаксем, тата ытти таварсем ăсатăнаҫҫĕ. Тепĕр пысăк проект пирки те асăнса хăвармалла, икĕ республикăри аслă шкулсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени те куҫкĕретех. Кулленех наукăпа практика конференцийĕсене те йĕрелеҫҫĕ. Чăваш ял хуҫалăх академийĕнче, В.М. Коков ячĕллĕ Кабардин-Балкар патшалăх аграрийĕн университечĕ тата Х.М. Бербеков ячĕллĕ Кабардин-Балкар патшалăх университечĕ сахал мар пĕр-пĕрин хушшинче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе пыраҫҫĕ.
Тепĕр пысăк ĕҫ пирки те асăнмасăр хăварма май ҫук пулĕ: Кабардин-Балкар тăрăхĕнчи паллă ҫынсене халалласа пултарулăх каҫĕсене Чăваш Республикинче тăтăшах йĕркеленĕ. 2017-мĕш ҫулта юпа уйăхĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта Кабардин-Балкар Республикин халăх поэтне Кайсын Кулиева чыс туса, вăл ҫуралăранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа пултарулăх каҫне чаплă ирттернĕ. Кулленех ĕҫлесе пынă ĕҫсемсĕр пуҫне, ял хуҫалăх тытăмĕпе те тарăн тăрăшнă. Чăваш Енри электротехника кластерĕ Кабартин – Балкаринче анлă сарăлнă. Ӳлĕмрен энергообъектсенче ĕҫлекен специалистсем хатĕрлеме ятарлă центрсем хута яма плана кĕртме пулĕ.
Туризма аталантарма пулăшакан проект Кабардин-Балкаринче «Завод игрового спортивного оборудования» АХОра ятарлă Чăваш Енри «Чувашторгтехника» АУО хатĕрĕсем вырăнлă. Транспорт, строительство, ял хуҫалăх, хими промышленноҫĕ валли те сахал мар тĕрлĕ хатĕрсем калăпланаҫҫĕ. Шупашкарти «Ҫеҫпĕл» АХО таварăсем те ҫӳлерехри республикăра чылай сарăлнă, вĕсемпе те анлă усă кураҫҫĕ.
Кабардин-Балкар Республикинче пурăнакансене Чăваш Республикинчи медицина центрĕсем пулăшупа тивĕҫтерме пултараҫҫĕ. Калăпăр, «Микрохирургия глаза» МНТК Шупашкарти филиалĕнче тата Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви ҫумĕнчи травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ те пулăшу пама хатĕр. Апла пулсан, пирĕн тăрăхри медицина центрĕсем ҫак республикăпа тачă ҫыхăнса ĕҫлеме килĕшнĕ.