Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче «Регионсенче АПК аталанавĕн стратегийĕнчи экспорт» ятлă ирхи ĕҫлĕ апатланăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

РИФ-2018: Михаил Игнатьев принял участие в Деловом завтраке на тему «Экспорт в стратегии развития АПК региона» Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕ иртет. «Регионсенче АПК аталанавĕн стратегийĕнчи  экспорт» ятлă ирхи ĕҫлĕ апатланăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Регионсенчи тĕрлĕ апат-ҫимĕҫ, ял хуҫалăх таварĕсем пысăк экспорта тивĕҫтереҫҫĕ.  Ют ҫĕршывсем те пирĕн паха ҫимĕҫсемпе кăсăкланни куҫкĕретех тесе уйрăммăн палăртса каланă ирхи ĕҫлĕ апатланăва пухăннă ертӳҫĕсем.   Раҫҫей таварĕсен экспорчĕ хăватлă вăй илсе пырать.  Юлашки 12 ҫул хушшинче пирĕн таварсем экспорта куҫнин кăтартăвĕ 7 хут ӳснĕ.  2017 ҫулта таварсен калăпăшĕ 20 млрд доллара ҫитни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Агропромышленноҫ комплексне аталантарассипе йышăннă субсиди пайĕнче хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.  Регионсенчи АПК аталантарма ытларах патшалăх пулăшăвне тивĕҫтерес тĕллевпе сахал мар ĕҫ пурнăҫланă.  

Сесси ĕҫне хутшăннисем таварсене экспорта куҫарассипе епле пулăшусем пуррипе ҫукки ҫинчен тĕплĕн канашланă, регионсенчи предприятисене хăйсен таварĕсен потенциалне хăпартма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелемеллине пăхса тухнă.  Тулаш рынока таварсене ăсатма тухăҫлă тытăм йĕркелемелли пирки те сахал мар ыйту хускатнă.

РФ ял хуҫалăх Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Джамбулат Хатуов хăйĕн сăмахĕнче, Раҫҫей паянхи пурнăҫра экспорта таварсене куҫарассипе пĕлтерĕшлĕ ĕҫленине ҫирĕплетнĕ.  Малашнехи агропромышленноҫ аталанăвĕ Раҫҫей таварĕсен конкуренцийĕпе те анлăн ҫыхăннине асăннă.

Джамбулат Хатуов тата ҫакна та палăртса хăварнă, тыр-пул туса илессипе Раҫҫей тĕнчипе малта пыракан ҫĕршыв пулса тăнине пĕлтернĕ. Палăртма кăмăллă чи паха таварсене ют ҫĕршывсем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Тĕрлĕ халăхсен хушшинчи рынокра ҫав тери  пысăк конкуренци пулнине асăнса хăварнă.  АПК потенциалне кулленех ӳстерсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине палăртнă. Ҫак ĕҫсене йĕркелеме патшалăх пысăк тĕрев панине тепĕр хут каласа хăварнă.

«Раҫҫей экономикишĕн агропромышленноҫ комплексĕ чи хăватлă локомотив пулса тăрать.  Импорта таварсене куҫарассине, халăха сывă та паха ҫимĕҫпе тивĕҫтерес ыйтăва та туллин татса парать», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Паян ял хуҫалăх тытăмĕнче пысăк технологи вăй илсе пыни куҫкĕретех.  Ҫак тытăма инвестици хывас текенсен йышĕ те курăмлăнах ӳссе пырать.  Ял хуҫалăхĕпе ĕҫлекенсен тухăҫ пайĕ пысăк, тупăшпа ĕҫлени те куҫкĕретех», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Чăваш Республикинче тирпейленекен паха таварсем экологи енчен таса, ăна хамăр Раҫҫейре тата ют ҫĕршывсенче те хапăл тусах йышăннине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Чăваш Енре ял хуҫалăх таварĕсен калăпăшне ӳстерсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Тыр-пул, сĕт-ҫу, аш-какай, ҫĕрулми тирпейлесе илнин кăтартăвĕ ҫулран ҫул хăпарса пырать.  Халăха  регионта ҫак таварсемпе ҫителĕклĕ тивĕҫтереҫҫĕ. Чăваш Республикинчи агропромышленноҫ таварĕсене экспорта куҫарса 2017-мĕш ҫулта 20 млн доллара ҫитнĕ.  Регионти экспортăн мĕнпур калăпăшĕнчен ял хуҫалăх таварĕсем 10 процент ытла йышăнаҫҫĕ.  Чи пахи  «АККОНД» ТМЯО таварĕсем рынокра анлăн сарăлни. Вĕсем экспорта чылай куҫнă.  Тĕнчери 22 ҫĕршывра вĕсен пылак ҫимĕҫне халăх ҫисе савăнать. Тавар пахалăхĕ те пысăк пулни куҫкĕретех.  Ҫак предприяти пылак ҫимĕҫсĕр пуҫне ытти таварсем те калăплассипе сахал мар тăрăшать, вĕсен сĕт, аш-какай, крахмал, рыжик, рапс таварĕсем те чылай.  Чаш Енре экспорта вăйлатас тĕллевпе 2017-мĕш ҫулта «АПК таварĕсене экспорта» ҫĕнĕ проектпа ĕҫлеме пуҫланă.  Ҫак пайпа ĕҫленекенсене сахал мар тĕрев пани те сисĕнет.  Регионта агропрмышленноҫ тытăмĕнче усă курăнакан техникăсене те пĕтĕмпех ҫĕнетсе пыраҫҫĕ тесен те йăнăш мар, ăна пула таварсен йышĕ тата пахалăхĕ ӳссе пырать, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ таварсем халăх патне ҫитеҫҫĕ.  Производствăсене ҫĕнетме тата модернизацилеме инвестициллĕ 30 проект пурнăҫа кĕртнĕ.  

Фоторепортаж



15 февраля 2018
11:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter