Сочире Олимп паркĕнчи Тĕп медиацентрта Раҫҫей инвестици форумĕ иртнĕ. Форума хутшăннисем Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсенчи сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ, асăннă пайри тухăҫлăх, 2025-мĕш ҫулсем валли лартнă тĕллевсем пирки анлăн сӳтсе явнă

РИФ-2018: Чувашская Республика отмечена в числе лидеров рейтинга эффективности работы систем здравоохранения Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочире Олимп паркĕнчи Тĕп медиацентрта Раҫҫей инвестици форумĕ иртнĕ. Форума хутшăннисем Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсенчи сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ, асăннă пайри тухăҫлăх, 2025-мĕш ҫулсем валли лартнă тĕллевсем пирки анлăн сӳтсе явнă.

Мероприятине йĕркелесе пыраканнисем: Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова, Сывлăх сыхлавĕн аслă шкул тата управленийĕн ертӳҫи, медицина пĕрлешĕвĕн Ассоциацийĕн правленийĕн председателĕ Гузель Улумбекова, хăш-пĕр регионсен ертӳҫисем.  Чăваш Республикинчен сумлă делегаци хутшăннă: регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов. Сесси ĕҫне йĕркелесе ертсе пыраканĕ  «Раҫҫей 24» телеканал ертӳҫи Эвелина Закамская пулнă.  

Раҫҫей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова пысăк калăпăшлă реформа ĕҫĕпе паллаштарнă.  Халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсассипе йĕркеленĕ ĕҫ мероприятийĕсем пирки каласа кăтартнă. «Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ тĕпрен ҫĕнелсе пынине – халăхăн кун-ҫулĕ вăрăмланни ҫирĕплетсе парать.  Кун пирки тăтăшах Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин та кулленех палăртать. Юлашки ҫулсенче чăннипех те ҫынсен ĕмĕрĕ тăсăлни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Вăтамран Раҫҫейре халăх 72,7 ҫул ытла пурăнни пурсăмăра та хавхалантарать.  Ҫак кăтарту медицина пайĕнчи пысăк технологи вăй илнипе те тӳр килет», - тесе каланă РФ сывлăх сыхлавĕн Министрĕ.  Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерессипе Раҫҫей Сывлăх сыхлавĕн министерстви кулленех тăрăшать.  Халăх хăй пурăнакан вырăнта пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне тивĕҫтĕр тесе медицина пайĕ чылай ĕҫлет.

ВШОУЗ ертӳҫи Гузель Улумбекова  хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин палăртнă сăмахсене аса илнĕ, Раҫҫейре пурăнакансен вăтам пурăнас ҫулне 72-рен 76 ҫула ҫитерме тăрăшмаллине асăнса хăварнă, ҫак кăтартупа 2025-мĕш ҫулсем тĕлне ҫитмеллине каланă.  Сăмаха май, ҫак ыйтăва регионсенче ĕҫлекенсен пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă, хушма инвестици хывасси те кун йĕркинче тăмаллине, сывлăх сыхлавĕн пайĕнче уйрăмах пысăк технологисемпе ĕҫлеме тĕллев лартмаллине асăннă.  

Канашлу ĕҫĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă, приоритетлă тĕллевсем ҫинчен калаҫнă.  

Сесси ĕҫĕнче сывлăх сыхлавĕн аталанăвне палăртакан рейтингпа паллаштарнă, ку енĕпе РФ хăш регионĕсенче лайăхрах ĕҫлесе пыни пирки чарăнса тăнă.  Ҫак асăннă ыйтупа, рейтинг кăтартăвĕсем тăрăх,  Чăваш Республики малта пыракан регион пулса тăнă, 85 субъект хушшинче хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнă.

«Пирĕн чăннипех те паха ĕҫ опычĕ пур.  Хăш-пĕр направленипе кăтартусем ҫав тери ăнăҫлă, ыттисемшĕн те усăллă пулĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Юлашки темиҫе ҫул хушшинче пирĕн республикăра пепкесем вăхăтсăр уйрăлса кайнин кăтартăвĕ ыттисемпе танлаштарса чи пĕчĕкки. Апла пулсан, асăннă ыйтупа медицинăра вăй хуракансем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлани куҫкĕретех. 2017-мĕш ҫулхи кăтартăва илес пулсан, халăхăн  вăтам пурăнас ҫулĕ 72-рен те иртсе кайнă, ҫав тери лайăх.  

«Ҫынсене вăхăтра тата тивĕҫлĕ медицина пулăшăвне пани ҫак пысăк кăтартăва ҫирĕплетет.  Пысăк технологиллĕ медицина центрĕсем вăй илни те регионти халăха мăнаҫлантарать.  Вăраха кайса чирленисен шучĕ пĕчĕкленсе пырать, ҫынсен чирĕсене малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртса анлăн сиплеҫҫĕ», - тесе каланă вăл сăмаха тăсса.  Эпир медицина пулăшăвĕ ҫине кăна тимлĕх уйăрмалли пирки кăна калаҫмастпăр, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе асăрхаттаратпăр. Ҫак ыйту та кулленех кун йĕркинче тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Ен Ертӳҫи Михаил Игнатьев сесси ĕҫне пухăннисене сывлăх профилĕ пирки каласа кăтартнă.  Регионта стратегиллĕ план ҫирĕплетнине пĕлтернĕ.   Палăртнă ыйтупа кашни сферăра тăрăшакансем анлăн ĕҫленине асăннă.

Ҫак сывлăх профильне ҫемьесем, арҫынсем, хĕрарăмсем тата ачасем  валли ятарлă хатĕрленине каланă.   Ҫынсем апат-ҫимĕҫ ҫине сахал мар тимлĕх уйăраҫҫĕ, ытларах экологи енчен таса таварсене кăмăллаҫҫĕ. Халăх спортпа туслă, усал ĕҫсем тумаҫҫĕ, пирус туртмаҫҫĕ,  эрех ĕҫмеҫҫĕ тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Ҫак ĕҫсемсĕр пуҫне регионта ҫынсене хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме тĕрлĕ условисем хатĕрлесе панă.    Чăваш Республикинче юлашки 10 ҫул хушшинче 60 ытла спорт сооруженийĕсене хута янă. Кашни уйăхра Сывлăх кунĕсем иртеҫҫĕ. Ун чухне граждансем тӳлевсĕрех тĕрлĕ спорт комплексĕсене ҫӳреме пултараҫҫĕ. Ватăсене тата сусăр ҫынсене спорт учрежденийĕсене ҫӳреме ятарлă ҫăмăллăхсем йĕркелесе панă.  Палăртма кăмăллă, юлашки 5 ҫул хушшинче спорта кăмăл тăвакансен йышĕ ӳссех пырать, кăтарту 1,5 хут чылайланнă», - тесе пĕлтернĕ субъект Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Кунсăр пуҫне хуласенчи инфратытăм пирки те чарăнса тăнă, ăна хăтлăлатассипе сахал мар пысăк тимлĕх уйăрнине тепĕр хут каласа хăварнă.  Тин ҫеҫ хута каякан сооруженисен ҫывăхăнче спортпа аталанма тĕрлĕ хатĕрсем вырнаҫтараҫҫĕ, вĕсемпе ҫынсем хăйсен сывлăхне ҫирĕплетеҫҫĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, регионта ватти-вĕтти валли ҫителĕклĕ условисем.

«Республикăра пурăнакансем ялсенче хăтлăх пултăр тесе сахал мар вăй хураҫҫĕ.  Ялсем хуласенчен пĕрре те кая мар пулччĕр тесе тăрăшаҫҫĕ.  Чи пахи – ҫамрăксем ялта пурăнма кăмăллаҫҫĕ, эрех ĕҫмеҫҫĕ, кăтарту 13 процент чакнă, пирус туртса хăйсен сывлăхне аптратмаҫҫĕ», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ку хутĕнче сессине пухăннă ертӳҫĕсем арҫынсен сывлăхĕ пирки те чарăнса тăнă. Ҫак ыйту пирки регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев каласа ăнлантарнă.  Маларахри ҫулсенче хĕрарăмпа арҫын хушшинчи  пурăнас ҫулсен кăтартăвне илес пулсан, уйрăмлăх 13 ҫул пулнă, халĕ  вăл 12 ҫула ҫитнĕ. «Ҫак ҫав тери шухăша яракан пĕтĕмлетӳ.  Ĕҫлеме пултаракан ҫынсем вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса каяҫҫĕ.  Ыйту ҫине пурин те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Халăха пирус туртассинчен пăрмалла, усал эрех-сăра ĕҫессинчен те асăрхамалла.  Ҫулсем ҫинче хăрушсăрлăх правилисем ҫине те тимлĕх уйăрмалла, тепре чухне инкексенче халăх вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса каять», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



16 февраля 2018
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter