РИФ-2018: Чăваш Республикипе нимĕҫ партнёрĕсем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки сӳтсе явнă

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочире Олимп паркĕнчи Тĕп медиацентрта Раҫҫей инвестици форумĕ пуҫланнă.  Ҫак ĕҫсен мероприятийĕн планĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Талант и успех» ятлă  фондăн  пултарулăх ертӳҫипе Ханс-Йоахим Фрай господинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. 2016-мĕш ҫул вĕҫĕнче Германири бизнес-пĕрлешӳ Чăваш Республикине килнĕ пулнă.  Ун чухне шăпах та икĕ ен пĕр-пĕрин хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва ҫирĕплетесси пирки килĕшĕве алă пуснă.  Чăваш Республикинче Германи тата Австри  предпринимателĕсемпе пĕрле культура мероприятине йĕркелесе ирттерме калаҫса татăлнă.   Ҫитес ҫул ҫак проекта пурнăҫа кĕртме хатĕррине пĕлтернĕ сумлă ертӳҫĕ Ханс-Йоахим Фрай. Сăмаха май, господин Чăваш Республикинчи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне пысăка хурса хакланă. Кăтартусем пур енпе те пысăк тесе мухтанă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Германипе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме килĕшнине, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма витĕм кӳрессине палăртнă. Калăпăр, республика пĕлтĕр хăйĕн пирки презентацине Германире Франкфурт-на-Майне хулинче кăтартса панине аса илнĕ. 2018-мĕш ҫулта ака уйăхĕнче Германире ҫĕнĕ бизнес пирки ятарлă мероприяти йĕркелеме плана кĕртнĕ.   Сăмаха май, Канаш хулинче Develey нимĕҫсен компанийĕ лайăх ĕҫленине асăннă. Вĕсем 2012-мĕш ҫултанпах тĕрлĕ таварсене халăх патне илсе ҫитерессишĕн тăрăшаҫҫĕ.

Культура ыйтăвĕсене хускатнă май, час-часах пирĕн чаплă ентешсем, пултарулăх ушкăнĕсем Евросоюз ҫĕршывĕсене тухса ҫӳренине пĕлтернĕ тата та чылай ытти мероприятисене плана кĕртсе пурнăҫланине палăртнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ханс-Йоахим Фрай господина Республика кунне халалланă мероприятисене килсе курма йыхравланă. «Палăртнă тĕллевсем патне ăнтăлмалла, мĕн шухăшланине пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ĕҫлемелле», - тесе пĕтĕмлетнĕ калаҫăва ертӳҫĕсем.



16 февраля 2018
12:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter