Сочире Олимп паркĕнчи Тĕп медиацентрта пулнă Раҫҫей инвестици форумĕнче Чăваш Ен тĕрлĕ регионсемпе пĕр-пĕрин хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе килĕшӳ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетнĕ

РИФ-2018: на полях форума Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел ряд результативных переговоровНарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочире Олимп паркĕнчи Тĕп медиацентрта  пулнă Раҫҫей инвестици форумне Чăваш Республикинчен сумлă делегаци кайнă. Ăна ертсе пыраканĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сумлă йышра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир  Аврелькин, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков та пулнă.

 Аса илтерсе хăваратпăр, форумра тĕрлĕ регионсемпе пĕр-пĕрин хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе килĕшӳ хучĕсене алă пусса ҫирĕплетнĕ. Предприятисемпе те ҫыхăнусене анлăлатассипе ĕҫ хучĕсене алă пуснă.    Кунсăр пуҫне Михаил Игнатьев ĕҫлĕ тĕлпулусем сахал мар йĕркеленĕ.  Федераци органĕсен ертӳҫисемпе, бизнес-пĕрлешӳ представителĕсемпе те курнăҫнă, актуаллă ыйтусене сӳтсе явнă.

«РЖД» АУО генеральнăй директорĕн ҫумĕпе Александр Мишаринпа регион Ертӳҫи республикăра ВСМ строительствин пуласлăхĕ пирки канашланă.

   Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕ Павел Колобков Михаил Игнатьевпа калаҫнă май,  Чăваш Ен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесе ирттерессипе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине каланă. «Кашни ҫул Чăваш Республикинче пысăк чемпионатсем ирттеретпĕр.  Раҫҫей тата тĕнче Кубокне тивĕҫессишĕн пысăк мероприятисем пулни те куҫкĕретех.  Республика Пуҫлăхĕ спортпа туслă пулни регионта пурăнакансемшĕн кăна мар, ытти субъектсенчи ертӳҫĕсемшĕн те тĕслĕх вырăнĕнче.  Республика спортпа туслă чи вăйлă регион пулса тăчĕ. Палăртса хăвармалла, Чăваш Республики федераци йышăнакан программăсене хутшăнать.  Субъектра чылай спорт объекчĕсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ.  Чи паллă спорт шкулĕсем те Чăваш Енре вырнаҫнă.  Пирĕншĕн питĕ кăмăллă, регион спорт ыйтăвĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрни тата тепĕр тесен, инвестици климатне те лайăхлатса пыма пысăк витĕм кӳнине лайăх ăнланать республика.  Ку чăннипех те, ҫапла.  Спорта аталантарса пырассипе республика ытти регионсемпе танлаштарсан малта пыраканни», - тесе каланă хăй сăмахне Павел Колобков.  

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ шутлав палатин Председателĕ Татьяна Голиковăна регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе туллин ĕҫленине пĕлтернĕ.  Чăваш Енре демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе те чылай ĕҫ пурнăҫланине асăннă. РФ Президенчĕ палăртнă ĕҫсене пурнăҫа кĕртессипе курăмлă ĕҫлесе пынине каланă.

РФ промышленноҫ тата суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикинчи «Чувашторгтехника»  предприяти Раҫҫей шайĕнче хăйсене тивĕҫлипех кăтартса панине каланă регион Пуҫлăхне Михаил Игнатьева.   

РФ транспорт Министрĕ Максим Соколов  республика Пуҫлăхĕпе тĕл пулнă май, субъектра «ҫулсен карттипе» ĕҫсем епле пулса пынине ыйтса пĕлнĕ.     Республикăра «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци программи туллин пурнăҫланнипе пурнăҫланманни ҫинчен кăсăкланнă.

«Ренова» ГК директорсен канашĕн председателĕ Виктор Вексельберг тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта ҫĕкленекен кадетсен корпусĕн строительство ĕҫĕ пирки канашланă.  Регионта теплицăсем тăвассипе проекта пурăнҫа кĕртесси ҫинчен те чарăнса тăнă.  Сумлă ертӳҫĕсем республикăра проектсем ăнăҫлă пурнăҫа кĕрессине шанса каланă.

«Деловая Россия»  пĕтĕм Раҫҫейри обществăлла организацийĕн Президенчĕ Алексей Репик тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  пуласлăх аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем ҫинчен сӳтсе явнă.

Раҫҫей Перекет банкĕн Председателĕн ҫумĕпе Олег Ганеевпа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра ҫĕнĕ йышши пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртесси пирки калаҫнă.

Тĕлпулусене пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ калаҫса килĕшнĕ ĕҫсем нумайлăхах пынине асăннă.

Форум ĕҫĕнче пĕрремĕш кун  Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерстви йĕркелесе ирттернĕ ирхи апатлану вăхăтĕнчи ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă.  Кунĕпе пурĕ 9 тĕлпулу ирттернĕ.  Килĕшӳ хучĕсене тĕпе хурса, паянтанах вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăннă регион Пуҫлăхĕ.  Должноҫри ҫынсен плансем хатĕрлемелле, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшмаллине чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.  

Республика экономикине аталантарма инвестици хывасси ҫинчен килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  «НПО «ЭНЕРГОМОДУЛЬ» ПАО Чăваш Республикинче 500 млн тенкĕлĕх инвестици хывма тĕллев лартнă. Ытти регионсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме те сахал мар килĕшĕве алă пуснă.  Апла пулсан, предпринимательсем валли ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлаҫҫĕ. Вĕсем хăйсен организацийĕсенче тирпейленсе тухакан таварсене ытти субъектсене ăсатма пултараҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, сахал мар актуаллă ыйтусене тишкернĕ, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

«Раҫҫей инвестици форумне йĕркелесе ирттересси йăлана кĕнĕ. Регионсен аталанăвĕ пирки анлăн ыйтусене тишкернĕ.     Социаллă пурнăҫпа экономика ҫитĕнĕвĕсене те палăртнă.  Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе те паллашрăмăр», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



16 февраля 2018
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter