Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ анлă доклад тунă

РИФ-2018: состоялось пленарное заседание Российского инвестиционного форума «Инвестиции в регионы – инвестиции в будущее»Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче  Сочире Раҫҫей инвестици форумĕ иртнĕ. Палăртнă ĕҫе Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хутшăннă, анлă доклад тунă.

Мероприятине ертсе пыраканĕ Мускаври  СКОЛКОВО управлени шкулĕн президенчĕ Андрей Шаранов пулнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе Раҫҫей Федерацийĕн экономика Министрĕ Максим Орешкин, Новгород облаҫĕн Губернаторĕ Андрей Никитин,  РАНХиГС проректорĕ, патшалăх управленийĕн Аслă шкулĕн директорĕ Алексей Комиссаров, BIOCAD генеральнăй директорĕ Дмитрий Морозов калаҫнă.  Ҫак асăннă сессине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Мероприятийĕн пленар пайне уҫнă май, Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче, форум ĕҫĕн тĕп тĕллевĕ регионсене тухăҫлă аталантарса пыма пулăшасси тенĕ.   Ҫитес вăхăтсенче бизнеса вăй илтерме витĕм кӳрекен мелсене анлăлатмаллине, инвестици хывассине ӳстермеллине, ĕҫ климатне лайăхлатассипе ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă.  

Раҫҫей Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев хăйĕн докладĕнче инвесторсем валли хăтлă условисем хатĕрлемелли пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă.  Инфратытăма вăй илтересси, кредитсен ставкине пĕчĕклетесси те кун йĕркинчех пулмаллине палăртнă.  Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ хăйĕн сăмахĕнче тата ҫакна та каланă, ҫĕршывра ĕҫ климачĕ лайăхланса пыни куҫкĕретех тенĕ.  Юлашки ҫулсенче Раҫҫейре бизнес вăй илтĕр тесе сахал мар условисем хатĕрлесе панă.  Кун пирки хамăр кăна каламастпăр, предпринимательлĕх пайĕнче тимлекенсем те кулленех ҫирĕплетеҫҫĕ.  Doing Business рейтингĕнче Раҫҫей 2011-мĕш ҫултанпах ырă кăтартупа палăрать. Маларахри тапхăрсенче пирĕн ҫĕршыв 124-мĕш вырăнта тăнă пулсан, халĕ эпир 35-мĕшне ҫитнĕ, тĕнче шайĕнче кăтартуллă ĕҫлени никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Тепĕр пысăк утăм -  инвесторсем валли электронлă майпа кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене вырнаҫтарни.  Патшалăх тата бизнес хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлсах пыраҫҫĕ. Граждансемпе патшалăх хушшинчи ҫыхăнусем те ҫирĕпленсе пыраҫҫĕ.  Дмитрий Медведев кун пирки ҫапларах каланă: «Пирĕн ку ыйтупа юлашки ҫулсенче паха ĕҫ опычĕ сахал мар пуҫтарăннă. Эпир малалла ăнтăлни куҫкĕретех.  Регионсенче НФЦ кулленех хута кайни те халăхшăн пысăк пулăшу.  Ҫынсем хăйсен усăллă вăхăтне перекетлеме пĕлеҫҫĕ, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене туххăмрах тивĕҫеҫҫĕ. Ҫак паха ĕҫ опытне бизнес сферинче те анлăн сармалла», - тесе ҫирĕппĕн каланă вăл.  Тепĕр пысăк реформа пирки те чарăнса тăнă. Паянхи пурнăҫ таппинче предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем патне тĕрĕслевпе асăрхав службисем тĕлли-паллисĕр тухса тĕрĕслеменни.  Ку ĕҫсем ҫирĕп йĕркепе, планпа килĕшӳллĕн пурнăҫланаҫҫĕ.  Хальхи вăхăтра Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думинче саккун проекчĕ те пур, патшалăх тĕрĕслевĕсене йĕркелемеллин ҫирĕп пайĕсем пуласси паллă. «РФ регионĕсен пуҫлăхĕсен ҫак ыйтусемпе лайăх ĕҫлемелле, вырăнти тĕрĕслевсене шута илсе, бизнес тытăмĕнче вăй хуракансене кансĕрлессинчен пăрма тăрăшмалла», - тесе каланă вăл.

Кăҫал 2025-мĕш ҫулсем валли палăртнă Стратегийĕпе ĕҫлесси вĕҫленсе пырать.  Паян таврара мегаполиса кăна аталантарассишĕн ĕҫлемелле мар, регионсен хăйсен планĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла, харпăр хăй инфратытăмне вăй илтересси те кун йĕркинчех пулмалла тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Ку хутĕнче Дмитрий Медведев регионсене федераци хыснинчен аталанса пыма пысăк тĕрев панине асăннă.   Кăҫалхи кăтарту  пĕлтĕрхинчен тата та пысăккине, 2,5 процент хăпарнине пĕлтернĕ. Укҫа ҫине куҫарсан - 1,7 трлн тенĕ вăл.  Каялла тавăрса памалли мар укҫапа ял тăрăхĕсенче, хуласенче пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатассипе тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине чĕнсе каланă. «Регион политикин тĕп тĕллевĕ – халăх вырăнтах юлтăр, ĕҫлесе хăйсен тупăшне ӳстерсе пытăр. Ырă пурнăҫ суйласа ытти ют ҫĕре ан тухса кайччĕр тесе, вĕсене кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси.  Граждансен шалу укҫин виҫи те пĕчĕк пулмалла мар, унсăрăн вĕсем хăйсен пурнăҫне лайăх енне улăштарса пыраймĕҫ.  Сиплев учрежденийĕсен те ҫителĕклĕ пулмалла. Ҫывăхрах шкул, ача сачĕсем  хута каймалла. Ватăсен пенси укҫи те пĕчĕк мар пулмалла, патшалăх пулăшăвне халăхăн туймалла», - тесе каланă РФ Правительствин Председателĕ, малашне те социаллă сферăна аталантарассипе ҫине тăрсах пурин те ĕҫлемеллине чĕнсе каланă. 2012-мĕш ҫулта Раҫҫей Президенчĕ кăларнă указсене тĕпе хурса, ĕҫ йĕркисене пурнăҫласа пымаллине асăрхаттарнă.  Пирĕн малашнехи тĕллев халăха кăсăклантаракан ыйтусене вăхăтра тата кирлĕ пек шайра татса парасси.  Кун пирки никамăн та ыйтусене куҫран вĕҫертме юрамасть тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев.    

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2



16 февраля 2018
07:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter