Сочире Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Бахрейн Королевствин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Ахмед Аль-Саатипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

РИФ-2018: обсуждены вопросы сотрудничества Чувашии с Королевством Бахрейн Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Бахрейн Королевствин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Ахмед Аль-Саатипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем тĕлпулу вăхăтĕнче ик ен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки сӳтсе явнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев региона инвестици явăҫтарассишĕн ҫине тăрсах ĕҫленине палăртнă.  Инвесторсем субъектăн экономикине вăй илме пулăшнине асăннă.

Чăваш Енре пысăк калăпăшлă проектсене пурнăҫа кĕртме кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тесе пĕлтернĕ.  Патшалăх енчен те сахал мар тĕрлĕ пулăшусене вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсем тивĕҫнине каланă. Ҫĕнĕ производствăсем ҫĕклесе лартма инфратытăм хăватлă пулнине асăннă. «Кăҫал промышленноҫ производствин сферинчи индустри паркĕ хута кайĕ.  Регионта ҫăмăллăх мелĕсене йышăнса хăварни бизнесра ĕҫлекенсене пысăк производствăсене уҫма ҫул уҫса пырать. Налук ставкисем пĕчĕк пулни вара тата та пысăк ҫăмăллăх кӳрет предпринимательлĕх пайĕнче тимлекенсене», - тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче.

РФ   Бахрейн Королевстивин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Ахмед Аль-Саати  Бахрейн Раҫҫей регионĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тăрăшнине асăннă. «Эпир сахал мар Чăваш Республикин ҫитĕнĕвĕсем пирки илтнĕ.  Регионта инвестици климачĕ ыттисенчен чи лайăххи тесен те йăнăш мар. Эпир сирĕнпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕр», - тенĕ вăл.

Фоторепортаж



16 февраля 2018
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter