Республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев Муркаш районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Моргаушского районаНарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Муркаш районне тухса кайнă.  Унта вăл муниципалитет пĕрлешĕвĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2017-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăнать.

Чи малтан республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев Муркаш районĕн пуҫлăхĕпе Игорь Николаевпа тата район администрацийĕн ертӳҫипе Ростислав Тимофеевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Муниципалитетра пурлăхсемпе усă курнăшăн парăм виҫисем чылай пухăнса кайнине палăртнă.  Ҫĕрсемпе усă курнăшăн арендаторсем вăхăтра укҫа-тенкĕне куҫарса пыманнине асăннă. Кунсăр пуҫне районта халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе сӳрĕк ĕҫленине каланă.  2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе те 2 проект ҫеҫ пурнăҫа кĕртнĕ.

Муркаш районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче кулленех ял поселенийĕсен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ канашлусем йĕркелесе ирттернине пĕлтернĕ.   Проектсем хатĕрлессипе кăҫалтан активлăрах ĕҫлеме тытăннине, пĕтĕмпе 14 ĕҫ хатĕрление каланă.  Ку хутĕнче ертӳҫĕсем нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелес пирки те ыйтусене хускатнă.

 Ростислав Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх, муниципалитетра лару-тăру йĕркеллĕ.  

Фоторепортаж



19 февраля 2018
12:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter