Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн «Пĕтĕм Чăваш Ен старта тухать» ятпа Шупашкарта йĕлтĕрпе чупассипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

В Чебоксарах состоялись соревнования по лыжным гонкам среди спортивных семей на призы Главы Чувашии и массовый лыжный забег«Пĕтĕм Чăваш Ен старта тухать» ятпа иртнĕ нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта йĕлтĕрпе чупассипе спорт ăмăртăвĕсем.  Ку хутĕнче старта республикăри спортпа туслă ҫемьесем тухнă, вĕсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн хĕрӳ тупăшнă.

Спорт уявне пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.  

Халăх хушшинче сывă пурнăҫ йĕркине сарас, ачасене мĕн пĕчĕкрен спорта юратма вĕрентес ыйтусем пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă мероприятисене пухăннисене саламланă май регион Пуҫлăхĕ. «Эпир спорт объекчĕсене республикăри районсемпе хуласенче тăтăшах хута яратпăр. Ҫынсене сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркелесе парассишĕн тăрăшатпăр. Паянхи пурнăҫ таппинче ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ачисене спорта явăҫтарма пĕлмелле», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче спортсменсене саламланă май, ҫакăн йышши мероприяти регионта кăҫалхипе ҫиччĕмĕш хут йĕркеленсе иртнине асăннă.  Чи пахи – спорт уявне ҫулсерен хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ ӳссе пыни.  Йĕркелӳҫĕсем те ҫакăн валли хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех туса пани куҫкĕретех.

Ăмăртусене пухăннисене ҫакăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикин йĕлтĕрҫĕсен федерацийĕн председателĕ Владимир Олаев саламланă.  Ку хутĕнче спорт уявне республикăри районсемпе хуласенчен сахал мар ҫын хутшăннă. Регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, депутатсем тата ытти ертӳҫĕсем  3 ҫухрăма чупнă.

Ҫемьесем хушшинче иртнĕ ăмăртура  малти вырăна Йĕпреҫ районĕнчен килнĕ Ефремовсен ҫемьи мала тухнă.  Вĕсем хыҫҫăн, Шупашкар хулинчен Леонтьевсен туслă ҫемьи, кайран Смирновсен ҫемьи  Элĕк районĕнчен, Канаш районĕнчен Егоровсен ҫемьи, Канаш хулинчен Суракинсен ҫемьи маттур пулнă.

Чи нумай ҫемьесем Ҫĕнĕ Шупашкартан килсе ҫитнĕ.   «Йĕлтĕр йĕрĕ ҫав тери лайăх. Эпир мĕнпур кăмăлтан савăнсах спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтăмăр.  Кăмăл лайăхланчĕ. Хамăрăн сывлăхшăн усăллă ирттертĕмĕр ҫак куна», - тесе каланă Антон Рожнов, вăл Ҫĕнĕ Шупашкарти  6-мĕш №-лĕ гимназире хăйĕн ăсталăхне туптать. 

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2



19 февраля 2018
08:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter