Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкар хулин ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии встретился с руководством г. НовочебоксарскаНарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкар ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Регион Ертӳҫи  муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă ĕҫлĕ канашлăва хутшăнать.  Кăҫалхи ҫул валли тĕллевсене палăртасси те кун йĕркинчех тăрĕ.

Анлă канашлу ĕҫне пуҫличчен, чи малтан Михаил Игнатьев муниципалитет ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхе бюджета тултарассипе тĕплĕнрех ĕҫлеме сĕннĕ. Арендаторсем хула администрацийĕн пурлăхĕпе усă курнăшăн вăхăтра укҫа куҫарса пыманни сисĕнет, ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме каланă. Ҫулталăк пуҫланнă тĕле парăм 39 млн ҫитнĕ. «Ҫак укҫан муниципалитетăн бюджетĕнче пулмалла, унпа социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене тĕпрен ҫĕнетессипе тăкакланмалла», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Парăмсем ҫак предприятисен чылай пухăнса кайнă. Вĕсем:  «ИСК» ТМЯО (учредителĕсем – «Волжская строительная группа» АУО тата «Даско Лимитед» компани), «Ремсервис» МУП (учредителĕ – Ҫĕнĕ Шупашкар администрацийĕ),  «Алза» ТМЯО (учредителĕ – Лаврентьев С.В.), «Автоинвест» ТМЯО (учредителĕ – Антонов С.А.). Пурлăхсемпе усă курнăшăн парăмсем ҫаксен пухăнса кайнă. Вĕсем: «ДОСААФ» ООГО (учредителĕ ­­– Абрамов А.В.), «Вектор плюс» ТМЯО (учредителĕ – Вершинин И.В.).

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи юсав ĕҫĕсем пирки те канашланă. Пурĕ муниципалитетра 4 ҫул хушшинче 117 объектра тирпей-илем кĕртнĕ. «5 ҫул хушшинче мĕнпур ҫуртсем таврашĕнче тирпейлĕх кĕртме плана пăхса хăварнă», - тесе пĕлтернĕ хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова, муниципалитетра пурăнакансене «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» патшалăх программи пысăк тĕрев панине асăннă,   Раҫҫей Президенчĕ йышăннă пуҫаруллă программăсем те самай витĕм кӳнине пĕлтернĕ.  «Эпир кирек-епле проекта та халăхпа пĕрле сӳтсе яватпăр. Граждансем вара хăйсене кирлĕ пек лаптăксене тирпейлесси пирки йышăнусем туса хăвараҫҫĕ», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

 Михаил Игнатьев палăртса хунă ĕҫсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăҫ условине лайăхлатассишĕн пурнăҫланмаллине каланă.

Фоторепортаж



19 февраля 2018
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter