Кăҫал кăрлач уйăхĕнче Чăваш Енре промышленноҫ производствин калăпăшĕ 15,5 процента ҫити хăпарнă

 Ҫулталăк пуҫламăшĕ Чăваш Республикин промышленноҫ аталанăвĕн ӳсĕмне кăтартса парать. 2018-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕнче промышленноҫ производствин индексĕ 115,5 процента ҫити хăпарнă.  Кун пирки ырă хыпара паян, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ планеркăра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн паллаштарнă.  

Республикăра ĕҫлекен «ЧЭАЗ» АО, «Релематика» ТМЯО, «ЭЛАРА» АО, «ЧПО им. В.И. Чапаева» АО, «Завод «Электроприбор» АО, «Электроавтомат» АО, «КААЗ» АО, «ЧЭМЗ» АХО, «ИЗВА» ТМЯО, «Марпосадкабель» АО, «Хевел» ТМЯО, «Техмашхолдинг» ТМЯО тата ытти предприятисем производство таварĕсен калăпăшне ӳстернĕ.

Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, кăҫал «ЧЭАЗ» АО ҫĕнĕ проект пурнăҫа кĕртессипе тăрăшнине пĕлтернĕ,  ăна пурнăҫлама аслă шкулсемпе тачă ҫыхăнса тăнине каланă.

«НПК «Спецфургон» АО  производствăна модернизацилессипе ĕҫлет. «Инструментально-экспериментальный завод»  ТМЯО ҫĕнĕ проекта  хута ярассипе тăрăшать. «ИЗВА» ТМЯО производство базине сарма шут тытнă, ҫĕнĕ йышши хатĕрсене туянма тĕллев лартнă.

«Элита» АХО,  «Пике» ҫĕвĕҫсен фабрики, «Яхтинг» ТМЯО производство калăпăшне ӳстернĕ.  Ҫăмăл промышленноҫ пайĕнче кăтарту пысăк, «Лента» АО тата  «Яхтинг» ТМЯО инвестици проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ. Вĕсене пула, шăпах та, ӳсĕм чылай.

Паянхи планеркăра Шупашкарти тракторсен завочĕн шăпи пирки те сӳтсе явнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ВЭБ тата  «Ростех» ГК ертӳлĕхĕ тивĕҫлĕ мерăсем йышăннине кура, предприяти паянхи куна япăхах мар ура ҫинче тăнине асăннă. Заводăн заказсем пур, таварсене тирпейлессипе тăрăшни куҫкĕретех. Йывăрлăхсем ытлашшипех ҫук тесен те йăнăш мар.

2018 ҫулхи кăрлач уйăхĕнчи республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн кăтартăвĕ пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн каласа кăтартнă.   Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне бюджета 5670 млн тултарнă, вăл шутран харпăр хăй тупăшĕ1375 млн танлашать. 2017-мĕш ҫулхипе танлаштарсан ӳсĕм пулни куҫкĕретех, 10,8 процент пысăк.   Налуксенчен тупăш пĕтĕмпе 1298,4 млн пуҫтарăннă, ку енĕпе те ӳсĕм пур, 108,3 процентпа танлашать.  Республика хыснине каялла тавăрса памалли мар укҫа  4295,1 млн кĕнĕ. 2017-мĕш ҫулхипе пăхас пулсан, 171 процент. Кăтарту чылай пысăк пĕлтĕрхинчен.  

2018-мĕш ҫулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн тăкак пайĕ 2130,9 млн ҫитнĕ. 2017-мĕш ҫулхинчен пысăк, кăтарту 121 процента ҫитнĕ. Республика хăй ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫсене тулин тивĕҫтерсе пырать тесе каланă Светлана Енилина.    

Регион Пуҫлăхĕ бюджет укҫи-тенкипе вăхăтра тата туллин тĕллевлĕн усă курмаллине чĕнсе каланă.  

Палăртса хăвармалла, 2018-мĕш ҫул валли палăртнă республика бюджечĕн тупăш пайĕ пĕлтĕрхинчен чылай пысăк, тӳрлетӳсем туса хăварнă хыҫҫăн, кăтарту 3,3 млрд тенкĕ чухлĕ нумайланнă. Хушма укҫа-тенкĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене ҫĕнĕрен хута яма тата реконструкцилеме тăкакланĕ. Ҫул-йĕр фончĕн калăпăшĕ те маларах палăртса хунинчен тата та 1,39 млрд тенкĕлĕх ӳснĕ.  «Республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн хушма укҫа-тенкĕ явăҫтаратпăр.  Нарăс уйăхĕ вĕҫленнĕ тĕлне мĕнпур конкурссене пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитермелле.  Палăртса хунă объектсене вăхăтра пуҫламалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  

Паянхи канашлура Чăваш Республикин сумлă делегацийĕ Сочи хулинче Раҫҫей инвестици форумĕнче пулни пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин Сочире сахал мар ĕҫлĕ килĕшӳсем алă пусса ҫирĕплетнине асăннă. Ĕҫлĕ тĕлпулусем чылай пулнине палăртнă.  Сочири тĕп мероприяти Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ирттернĕ сесси пулса тăнă. Регионсене инвестици хывасси, пуласлăх ҫине пысăк тимлĕх уйăрасси те кун йĕркинче ҫивĕч тăнă.  Форумра  Чăваш Республикин сумлă делегацийĕ чылай мероприятисенче хутшăннă. Калăпăр, Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерстви ирхи апатлану вăхăтĕнче ĕҫлĕ канашлу ирттерни те регион пуҫлăхĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă.

«АККОНД» ТМЯО таварĕсем тĕрлĕ ҫыршывсенче анлăн сарăлнă. Предприяти пылак ҫимĕҫ кăна халăх патне илсе ҫитермест ытти таварсене калăплассипе те кулленех тăрăшать.

Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ   тата Раҫҫей Федерацийĕн ĕҫпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ  ĕҫе пухăннисемпе пĕрле Раҫҫейри социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕнчи чи лайăх ĕҫ кăтартăвĕсем пирки сӳтсе явнă, ăнăҫлă ĕҫлесе пыраканнисене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. Сессире Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисене торжествăлла майпа чысланă. Тĕп тĕллев – ҫакăн йышши конкурссенче чи лайăх ĕҫсене малти  вырăна кăларса ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне кăтартса парасси.  Кашни регионăн паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса ĕҫлесе пыма вĕрентесси те кун йĕркинче тăрать тенĕ. РФ регионĕсен ертӳҫисем социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ, халăхăн кăмăл-туйăмне ырă енне улăштарса пырассишĕн ҫине тăрсах тăрăшнине каланă. Кăҫал ҫак ҫӳлерех асăннă конкурса пĕтĕмпе РФ 77 регионĕнчен проектсем тăратнă. Чи активлă ĕҫлекеннисем Атăлҫи федераци округне кĕрекен субъектсем тесе палăртнă ертӳҫĕсем. Вăл проектсем халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма пысăк витĕм кӳнине асăннă.  Чăваш Республикинче аслă ҫулсенчи ватăсене социаллă пулăшусемпе тивĕҫтересси кирлĕ пек шайра пулса пырать.  Ҫĕнĕлле пулăшусен витĕмлĕхĕ вăй илсе пыни куҫкĕретех. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн сахал мар вăй хураҫҫĕ.  Чăваш Республикин «Экспресс-бабушки» социаллă пĕлтерĕшлĕ проект  ыттисене кая хăварса малти вырăна тухнă.  Ырă ĕҫ тăвакан ватăсем паянхи пурнăҫ таппишĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ҫак ĕҫпе хамăрăн республикăра анчах мар ытти регионсене те тухса ҫӳреме хатĕррине пĕлтереҫҫĕ.  Тепре чухне ҫамрăк ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене никампа та хăварма май ҫук, ун пек чухне  ватă асаннесем ҫемьесене сахал мар тĕрев параҫҫĕ тенĕ сесси ĕҫне хутшăннисем.

Пирĕн регионтан кайнă делегаци сывлăх сыхлавĕн аталанăвне  сӳтсе явассипе ҫыхăннă сесси ĕҫне те курăмлă хутшăннине палăртнă.  Палăртма кăмăллă, cесси ĕҫĕнче сывлăх сыхлавĕн аталанăвне палăртакан рейтингпа паллаштарнă, ку енĕпе РФ хăш регионĕсенче лайăхрах ĕҫлесе пыни пирки чарăнса тăнă.  Ҫак асăннă ыйтупа, рейтинг кăтартăвĕсем тăрăх,  Чăваш Республики малта пыракан регион пулса тăнă, 85 субъект хушшинче хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнă. Ҫак пысăк ҫитĕнĕве регионта ФАПсем хута кайни, юлашки 3 ҫул хушшинче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан 11 поликлиника уҫни те пысăк витĕм кӳнĕ. Юлашки темиҫе ҫул хушшинче пирĕн республикăра пепкесем вăхăтсăр уйрăлса кайнин кăтартăвĕ ыттисемпе танлаштарса чи пĕчĕкки. 2017-мĕш ҫулхи кăтартăва илес пулсан, халăхăн  вăтам пурăнас ҫулĕ 72-рен те иртсе кайнă, ҫав тери лайăх.

Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче РФ регионĕсен ертӳҫисеме, пысăк предприятисен пуҫлăхĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулусем те сахал мар ирттернĕ, ятарлă килĕшӳсене те алă пусса ҫитрĕплетнĕ.    Раҫҫейри паллă предприятисемпе «РЖД» АУО, «Ренова» ГК, Раҫҫей Перекет банкĕпе  Чăваш Енре стратегиллĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе  тĕплĕ калаҫусем ирттернĕ, актуаллă ыйтусем тавра канашланă.

 Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Бахрейн Королевствин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Ахмед Аль-Саатипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳҫĕсем тĕлпулу вăхăтĕнче ик ен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки сӳтсе явнă. Инвесторсем субъектăн экономикине вăй илме пулăшнине асăннă.

Чăваш Енре пысăк калăпăшлă проектсене пурнăҫа кĕртме кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тесе пĕлтернĕ.  Патшалăх енчен те сахал мар тĕрлĕ пулăшусене вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсем тивĕҫнине каланă. Ҫĕнĕ производствăсем ҫĕклесе лартма инфратытăм хăватлă пулнине асăннă.



19 февраля 2018
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter