Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Крым Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, «Крымгазстрой» ПАО правленийĕн председателĕпе Петр Зайцевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел встречу с депутатом Госсовета Республики Крым Петром ЗайцевымНарăс уйăхĕн  17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Крым Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, «Крымгазстрой»  ПАО правленийĕн председателĕпе Петр Зайцевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕплĕ калаҫăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хутшăннă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Крымпа Чăваш Ен хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăну тĕвĕленнине пĕлтернĕ. Сăмаха май,  кăҫал Сочире пĕтĕм Раҫҫей инвестици форумĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Крым Республикин Министрсен Канашĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесси пирки ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Икĕ ен  суту-илӳпе экономика, наукăпа техника, социаллă сферăпа культура хушшинчи ҫыхăнусене сарасси пирки ĕҫ планне те ҫирĕплетнĕ, 2018-2020-мĕш ҫулсем валли тĕллевсене пăхса тухнă.

Михаил Игнатьев Крымри кĕпере хута ярассипе Чăваш Енрен электротехника кластерĕ анлă ĕҫленине каланă, ҫур утравĕн энергетика комплексĕн аталанăвĕшĕн пысăк витĕм кӳнине асăннă.  Кашни ҫул тенĕ пекех икĕ республика хушшинчи таварсен ҫаврăнăшĕн калăпăшĕ те ӳссех пынине палăртнă.  Инновацилле проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе республикăсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени те куҫкĕретех. Калаҫăва хутшăннисем малашне те икĕ регион хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлса пырассине шанса каланă.  

Фоторепортаж



19 февраля 2018
07:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter