Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче пулнă, муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки анлăн сӳтсе янă, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă

Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Моргаушского районаНарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районĕнче пулнă, муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки анлăн сӳтсе янă, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет активĕпе тĕл пулнă май, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене итленĕ. 

Анлă канашлу ĕҫне тытăниччен, Михаил Игнатьев районти пултаруллă ҫамрăксене, пысăк хисепе тивĕҫнисене, стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса чысланă.

«Чи малтан эпир сирĕн районăн ҫитĕнĕвĕсем пирки сӳтсе явăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пуҫланă май. Муниципалитет аталанăвĕшĕн тĕп пĕлтерĕшли – промышленноҫ пайне вăй илтересси, шалу укҫин виҫине хăпартасси пулса тăрать тенĕ вăл сăмаха тăснă май.

Ҫитменлĕх пирки те чарăнса тăнă, пĕлтĕр районта пурăнмалли ҫурт-йĕр тăвассипе сӳрĕкрех ĕҫлени сисĕнет.  2018 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе те 14,6 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт хăпартнă.  Палăртса хунă планран вăл 91,6 процент ҫеҫ пулать. 

Регионта халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем анлă сарăлса пыраҫҫĕ.  Ҫак ĕҫе республикăри ял тăрăхăсенче ытларах пурнăҫланă. «Енчен те халăх хăй ҫак ĕҫсене хутшăнать пулсан, вĕсем ăна упраса хăварассишĕн ҫине тăрсах вăй хураҫҫĕ», - тенĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫак программăна кăҫал та пурнăҫласа пырас тĕлĕшпе, республика хыснине тӳрлетӳсем кĕртнĕ хыҫҫăн, хушма укҫа-тенкĕ уйăрнине палăртнă. Апла пулсан, конкурс хыҫҫăн, ҫирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă проектсем пĕтĕмпех пурнăҫа кĕресси те куҫкĕретех. 

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Муркаш район администрацийĕн пуҫлăхĕ Ростислав Тимофеев тĕплĕ доклад тунă.  Район производство калăпăшне ӳстернĕ, ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе те курăмлă ĕҫлесе пырать, кăтартăва илес пулсан 2017-мĕш ҫулта 3,6 млрд ытла тенкĕпе танлашнă, тӳлевлĕ пулăшу панин ӳсĕмĕ пур, вăл 109 млн ҫитнĕ.  2017-мĕш ҫулта инвестици района 211 млн тенкĕлĕх хывнă, халăх валли 200 ытла ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.  2018-мĕш ҫулта «ЧП «Сеспель» АХО ҫав тери пысăк проектпа ĕҫлессипе тăрăшать.

Районта патшалăхăн социаллă пулăшăвĕсене туллин илеҫҫĕ. 

Бюджета тултарассипе район лайăх ĕҫлет, ҫак кăтартăва кăҫал та чакармалла маррине асăннă Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.

2017-мĕш ҫулта муниципалитет пĕрлешĕвĕн бюджечĕ 614,9 млн танлашнă. Кăтартăва 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарсан чылай пысăк пулни сисĕнет. Муниципалитет пĕрлешĕвĕн харпăр хăй тупăшĕ 176 млн танлашать, пĕлтĕрхинчен 3 процент чухлĕ пысăкланнă. Кун пирки паянхи канашлура уйрăммăн палăртса каланă.  

Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтерни ҫинчен те сӳтсе явнă. Ростислав Тимофеев муниципалитет шайĕнче предпринимательсем валли ҫăмăллăх меслечĕсем йышăнса хăварни ҫинчен каласа кăтартнă.

Паянхи канашлăва пухăннисем усă курăнман ҫĕр лаптăкĕсем пирки те аса илнĕ, вĕсен

пайĕ районта 9855 га шутланать.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр пайĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртес ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă. «Енчен те ҫĕрсене аренда шучĕпе предпринимательсене панă пулсан, вĕсенчен те укҫана вăхăтра илсе пымалла, бюджета тултармалла», - тенĕ.  Кашни ҫыннăн район халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫлемеллине каланă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Инна Антонова хăйĕн докладĕнче предпринимательсен ĕҫĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăнă, вĕсен ҫитĕнĕвĕсем ҫинчен те каласа кăтартнă, патшалăх тивĕҫтерекен пулăшусем пирки ăнлантарса панă.

Усал эрехсене халăх патне илсе ҫитерни ҫинчен паянхи канашлура анлăн сӳтсе явнă. Таса чунлă маррисем нимĕн шикленмесĕрех ҫынсене хăйсен наркăмăшлă шĕвекĕсене сутаҫҫĕ. Вĕсене ĕҫсе халăх вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса каять. Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илмеллине каланă.

Бюджет ыйтăвĕсемпе Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ – Фарида Муратова тĕплĕн ăнлантарса панă, районăн НДФЛ 6,4 млн пухăнса кайнине пĕлтернĕ.  Халăх «сăрă» схемăпа ĕҫе вырнаҫса шалу укҫине илсе пырать. Кун пек тĕслĕхсене тупса палăртсан, ҫийĕнчех явап тыттарассишĕн ĕҫлемелле. Кăтарту хальлĕхе пысăк, 5017 ҫын шутланать.

Район администрацийĕн ĕҫне ҫак ертӳҫĕсем те хаклав панă. Вĕсем: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн ҫумĕ Александр Федотов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, Муркаш районĕн пуҫлăхĕ Игорь Николаев,  Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров.

Паян канашлура сĕт хакĕсене, ҫулсем сарассине, ҫĕр ыйтăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă.  

«Районăн ҫитĕнĕвĕсем пур. Позицине каялла чакарма юрамасть», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Фоторепортаж 



19 февраля 2018
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter