Ҫĕнĕ Шупашкарăн социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Новочебоксарска Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă.  Муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫулшăн социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă. 

Чи малтан Михаил Игнатьев муниципалитет хатĕрленĕ куравпа паллашнă, хыҫҫăн хула ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Анлă канашлу ĕҫне уҫнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫулсерен ҫакăн йышши пĕтĕмлетӳсем ирттерни, муниципалитетăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăвĕсене вăхăтра пăхса тухса, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварма пулăшнине каланă.  Чи пысăк пĕлтерĕшлисене тупса палăртса, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе тăкакланассипе те тухăҫлă укҫа-тенкĕпе усă курма май парать тенĕ. 

«Эпир администрацийĕн ĕҫне комплекслă пăхса тухса хаклатпăр. Хăш-пĕр кăтартусемпе муниципалитетăн ҫитĕнӳсем пурри куҫкĕретех.  Пур ҫавăн пек ыйтусем, вĕсене те тупса палăртса, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр», - палăртнă Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.  

Хулан бюджетне тултарасси ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă вырăнти ертӳлĕхе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Налук ыйтăвĕсене те куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă.   Муниципалитет пурлăхĕпе тата ҫĕрсемпе усă курнăшăн арендаторсен парăм чылай пухăннă, кăтарту 39 млн ҫитнĕ. «Пур ҫавăн пек фирмăсем пачах та аренда тӳлес марришĕн тарса ҫӳреҫҫĕ.  Хула влаҫĕн вара ҫак пăтăрмахсем ҫине уйрăмах тимлĕ пăхмалла.  Пĕр-пĕринпе килĕшсе, вăраха тăсса пымалла мар ыйтусене», - тесе ятланă регион Пуҫлăхĕ. Кун йĕркинче ЖКХ ыйтăвĕ те ҫивĕч тăрать, лару-тăрăва кулленех тĕрĕслесе тăма хистет. Обществăлла бюджетпа пĕлсе тухăҫлă усă курни, федераци хыснинчен хушма укҫа-тенкĕ явăҫтарма пулăшать.  Регионта сахал укҫапах темĕн чухлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем ҫĕкленеҫҫĕ, апла пулсан субъект финанс ыйтăвĕсемпе кирлĕ пек шайра ĕҫлесе пыни куҫкĕретех. Калăпăр, кăтартăва пăхас пулсан, 2018-мĕш ҫулта федераци хыснинчен пĕлтĕрхинчен 9 процент ытларах укҫа куҫасси те паллă.  

Ҫĕнĕ Шупашкар  Раҫҫей Президенчĕ йышăннă «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци программипе кăҫал та ĕҫлет. Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртессипе сахал мар ĕҫсене плана кĕртсе хăварнă.

«Малашне те шанса панă ĕҫе яваплăха туйса таса чунпа пурнăҫласа пырассишĕн тăрăшмалла» , - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырасси.  Ҫынсен хăйсем пурăнакан тăрăхра паха пĕлӳ, медицина пулăшăвне тата пысăк шалуллă ĕҫ вырăнне тивĕҫмелле, ҫемье ҫавăрса ача-пăча ҫитĕнтермелле, ҫурт-йĕр ҫавăрмалла. Кун пирки Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова уйрăммăн палăртса хăварнă.

 Хулан промышленноҫ производствин индексĕ пĕлтĕрхинчен чылай ӳснĕ. Продукци калăпăшĕ 43 млрд ҫитнĕ, 2016 ҫулхипе пăхас пулсан 122 процент пысăк.   Лайăх ĕҫлекеннисем:  «Химпром» ПАО, «Перкарбонат» АО, «ДюПон Химпром» АХО, «Чебоксарский трубный завод» ТМЯО, Филиал ПАО «РусГидро» – «Чебоксарская ГЭС», «Элита» АХО, «Швейная фабрика «Пике» ТМЯО тата ытти предприятисем.  Муниципалитетра ĕҫ укҫин шайĕ чăннипех те хăпарнă, кăтарту 8 процент пысăкланни сисĕнет.  Хальлĕхе вăтам ĕҫ укҫин виҫи 26 пине ҫитнĕ.  Хулара ĕҫсĕр ҫапкаланса ҫӳрекеннисем нумай мар, кăтарту пĕтĕмпе те 0,5 процент ҫеҫ.

Пĕлтĕр хулана 5 млрд 200 млн тенкĕлĕх инвестици хывнă.  Кăтартăва маларахри ҫулпа пăхас пулсан, 2 млрд пысăк пулни курăнать.  Ҫитĕнӳсем тума пулăшаканни - «Хевел» ТМЯО, пĕлтĕр хĕвел модулĕсене калăплакан ҫĕнĕ производство хута янă. 2018-мĕш ҫулта производствăн иккĕмĕш тапхăрне вĕҫне-хĕрне ҫитерме тĕллев лартнă, ăна валли 2 млрд тенкĕлĕх инвестици хывма плана кĕртсе хăварнă.  Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли объектăн иккĕмĕш тапхăрне пуҫлама тĕллев лартнă, хулари ГЭС комплекслă модернизацилесси те кун йĕркинчех тăрать. 

2017 ҫулта 19 объект хута кайнă, халăх валли 152 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ.  Вĕсене ҫĕклесе лартма пĕтĕмпе 158 млн тăкакланнă. Пĕтĕмпе муниципалитетра 624 предприниматель регистрациленнĕ. 

«2017 ҫулта хулан бюджечĕ туллин пурнăҫланнă, плана кĕртсе хăварнă мĕнпур ĕҫсене кирлĕ пек шайра татса панă», - тесе пĕлтернĕ вырăнти ертӳҫĕ Ольга Чепрасова.

Хула бюджечĕн тупăш пайĕ 1 млрд 993 млн танлашать, 2016 ҫулхинчен пысăкки курăнать, кăтарту 28 процент хăпарнă, тăкак пайĕ муниципалитетăн 1 998 млн ҫитнĕ.

2017-мĕш ҫулта хула пурĕ 58 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хута янă.  Пĕлтĕрхи ҫул 101 ҫын хăйсен пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, патшалăх пулăшăвне вĕсем пĕтĕмпе 82 млн тивĕҫнĕ.

«2018-мĕш ҫулта строительство енĕпе кăтартусене чакарма шутламастпăр, малалла та ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлĕпĕр», - тесе каланă Ольга Чепрасова.

2017-мĕш ҫулта нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене сахал мар ирттернĕ. Пĕтĕмпе 28 объектра тирпей-илем кĕртнĕ, вĕсене валли 146 млн пĕтернĕ.

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци программипе килĕшӳллĕн, 2017 ҫулта хулара 15 объектра ҫулсене сарса тирпейленĕ, пурĕ 295 млн тăкакланнă. Ҫитес ҫулсем валли те хулана республика тата федераци хыснисенчен федераци программине пурнăҫа кĕртме укҫа-тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ольга Чепрасовăран, ҫĕрсемпе тата пурлăхпа аренда шучĕпе усă курнисем, хăҫан укҫа-тенкĕне муниципалитета куҫарса пама тĕллев лартни ҫинчен ыйтса пĕлнĕ. «Мĕншĕн администрацинче тăрăшакансем ыйтупа тивĕҫлĕ ĕҫлесе пымаҫҫĕ? Пур ҫавăн пек хăрушлăх, арендаторсем хăйсем панкрута тухни ҫинчен пĕлтереҫҫĕ те, вара укҫа парăмĕ те пăрахăҫланĕ.  Сирĕн бюджет вара укҫасăрах тăрса юлма пултарать», - тесе каланă вăл.  Хула администрацийĕн пуҫлăхĕ йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусемпе ҫур ҫулта пĕтĕмпех ĕҫлесе пĕтерме шантарнă.

Ку хутĕнче пуҫлăхсем ҫула ҫитмен ачасем йĕрке пăснин кăтартăвĕ пысăк пулни пирки те чарăнса тăнă, пĕлтĕр ҫак виҫе 24 процент ӳснине каланă. Хула ертӳлĕхĕнчен асăннă ыйтупа епле ĕҫлени ҫинчен ыйтса пĕлнĕ.

«Тĕрлĕ хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăмалла, КДН лайăх ĕҫлемелле, енчен те киревсĕр ĕҫ тунисене тупса палăртсан, ҫийĕнчех явап тыттарассишĕн тăрăшмалла», - тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ. 

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина  «сăрă» схемăпа ĕҫлекеннисем пирки чарăнса тăнă. Предприятисем хăйсем патĕнче тăрăшакансене конвертпа шалу укҫине тивĕҫтернине асăннă. Пенси фончĕ пĕлтернĕ тăрăх, 14 пин ҫын суя ĕҫ хучĕсемпе организацисенче вăй хурать.  Енчен те ҫак граждансем тивĕҫлĕ шалу укҫисене илсе пынă е тата вĕсен виҫи МРОТпа тан пулнă пулсан, бюджет хыснине 47,5 млн укҫа кĕнĕ пулнă пулĕччĕ.  Тата тепĕр тесен, 2017-мĕш ҫулта ҫав граждансене тӳлевсĕр медицина пулăшăвне панă, бюджетран 70 млн тăкакланнă, кун пирки те тарăн шухăшламалла тесе каланă Светлана Енилина

Чăваш  Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансене патшалăх пулăшăвĕсемпе активлăрах усă курма чĕнсе каланă. Эрех-сăра сутакансенчен те бюджета сахал тупăш кĕни куҫкĕретех. Апла пулсан, кунта та организацисем «сăрă» схемăсемпе ĕҫлеҫҫĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче муниципалитетра ача ҫураласлăхĕн кăтартăвĕ хăпарнине пĕлтернĕ.  Ҫав вăхăтрах ĕҫлеме пултаракан халăх сахаллансах пынине асăннă.

2017-мĕш ҫулта сиплев учрежденийĕсенче лифтсене ҫĕнĕрен тунă, хулари тĕп больницăн хирурги уйрăмне тĕпрен юсанă, вĕсене валли бюджетран 17,4 млн тăкакланнă. 2018 ҫулта тата ытти юсав ĕҫĕсене те плана кĕртсе хăварнă.  Муниципалитетра сиплев учрежденийĕсенче тухтăрсем ҫителĕклĕ, кăтарту ку енĕпе 1,8 процент хăпарнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев юлашки ҫулсенче сывлăх сыхлавĕн пайне республикăра аталантарассишĕн миллиардшар укҫа пĕтернине асăннă.  Апла пулсан, тухтăрсен халăха паха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтермелле, вĕсен яланах кăмăллă пулмалла.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов хăйĕн сăмахĕнче, мĕнпур шайри влаҫри ҫынсен инвестици активлăхне ӳстерессишĕн тăрăшмаллине, бизнеса аталантарма кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратасси ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă.  «Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин демографи лару-тăрăвне лайăх енне куҫарассишĕн сахал мар пуҫаруллă йышăнусем туса хăварать. Пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫин шайĕ чылай хăпарнă. Пирĕн малашне те пĕрле пулса, ҫитĕнӳсемпе палăрассишĕн тăрăшса ĕҫлемелле», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Николай Малов

Ҫĕнĕ Шупашкар хулин пуҫлăхĕ Олег Матвеев хăйĕн сăмахĕнче, муниципалитет федерацин чылай программисене хутшăннине, апла пулсан вырăнти команда тухăҫлă ĕҫленине кăтартса панине каланă.  Шанăҫа малашне те ҫухатма юрамасть, ăна тӳрре кăларассишĕн ĕҫлемелле тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем ҫурт-йĕр туянассипе пая кĕрсе укҫа-тенкĕ тăкакланни пирки те каласа кăтартнă.   Кун пек пăтăрмах «Алза» ТМЯОра сиксе тухнă.  Южнăй урамĕнче вĕсем объект хута яма шут тытнă.  Организацийĕн ертӳҫи Сергей Лаврентьев халăхăн ыйтăвĕсем ҫине хурав панă. «Паянхи куна мĕнпур кăлтăксене пĕтĕмпех сирсе янă.  Кăҫал пуш уйăхĕнче строительство-монтаж ĕҫĕсене вĕҫне-хĕрне ҫитерме плана кĕртнĕ», - тесе пĕлтернĕ вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ канашлăва хутшăннисене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав панă.  Вăл ытларах инвестициллĕ проектсем пирки каласа панă. Енчен те мĕнпур ĕҫсене пĕтĕмпех пурнăҫласан, халăх валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленĕҫ.  

«Раҫҫей Президенчĕ пирĕн ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пыратпăр. Пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен граждансене хăтлă хваттерсене куҫарас ĕҫ те кирлĕ пек шайра пулса пырать.  Ҫу уйăхĕнче кăларнă указсене пурнăҫлас ĕҫ вăхăтра тата туллин пурнăҫланса пырать», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  90-мĕш ҫулсенчи йывăрлăхсене ҫĕршыв лидерĕ пĕтĕмпех татса пама пултарчĕ, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ ырă енне улшăнса пыни куҫкĕретех, ҫакна  ҫынсем те пĕр хуччен ҫеҫ мар ҫирĕплетсех калаҫҫĕ.  Вăл вăхăтсенче халăх шалу укҫине те илмен, тĕрлĕ ăптăр-каптăр туяннă укҫа вырăнне, аран-аран тытăнса тăнă.  Халĕ вара палăртма кăмăллă, ҫак йывăрлăхсем пĕтĕмпех кая юлнă,  ҫынсем савăнса паянхи пурăҫпа пурăнаҫҫĕ, пурте кăмăллă. Пирĕн ҫитĕнӳсене чакарса лартма нимĕнле сăлтав та ҫук. Пурин те пĕрле пулса, хар тăрса ҫĕршыв, Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Тепĕр ҫивĕч ыйту – ҫитĕнекен яш-кĕрĕме кирлĕ пек воспитани парса ҫитĕнтересси. Вĕсенче патриотизм витĕмлĕхĕ пысăк пулмалла. «Раҫҫей тĕнчери чи вăйлă ҫĕршыв. Пирĕн лару-тăрăва япăхлатма вăхăт ҫук.  Пурсăмăра та пире тăнăҫлăх кирлĕ, апла пулсан, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелле, пĕрле пулассишĕн тăрăшмалла», - тенĕ регион Ертӳҫи.    Кăҫал пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче эпир ҫĕршыв Президентне суйлатпăр, пурин те суйлава кайса, хăйсен сассисене памалла, ҫакăн пирки никамăн та манмалла мар, граждан тивĕҫне пурнăҫламалла. 

Фоторепортаж



20 февраля 2018
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter