Тăвай районĕн 2017 ҫулхи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă

Глава Чувашии принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Янтиковского районаПаян Тăвай районĕн 2017 ҫулхи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă. Асăннă мероприяти ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  Чи малтан регион Пуҫлăхĕ курав ĕҫĕпе кăсăкланнă, хыҫҫăн район ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Канашлу ĕҫне пуҫличчен ҫамрăксене, хисепе тивĕҫнисене, стипенди илни ҫинчен ҫирĕплетекен свидетельство парса чысланă, малашне те пуҫаруллă пулма вĕсене чĕнсе каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регион Правительстви муниципалитетсене аталантарассипе чылай ĕҫленине палăртнă.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырассишĕн те сахал мар тăрăшнине пĕлтернĕ.

Кашни ҫул районсемпе хуласенче социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама сахал мар укҫа республика хыснинчен тăкакланать. Кун пирки республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫирĕплетсе каланă. Сывлăх сыхлавĕ, спорт, культура, вĕренӳ пайĕпе ял хуҫалăх тытăмĕ те кирлĕ пек шайра аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Халăхăн ĕҫ укҫин виҫи те хăпарсах пырать. «Ҫак ĕҫсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртме федераци хыснинчен сахал мар пулăшу куҫни те витĕм кӳрет.  Эпир обществăлла финанспа пĕлсе тата тухăҫлă усă курни куҫкĕретех. Ҫакнах федераци центрĕ те пĕр хуччен ҫеҫ мар ҫирĕплетсе каланă.  Бюджет укҫи пĕтĕмпех тĕллевлĕн усă курăнать», - тесе палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Муниципалитетсенче халăх валли йышăннă программăсемпе те курăмлă ĕҫлессишĕн ҫине тăрсах вăй хумаллине тепĕр хут аса илнĕ.  Халăхăн сĕнĕвне яланах шута илмеллине, вĕсемпе ĕҫре усă курни те вырăнлă тенĕ сăмаха тăснă республика Ертӳҫи, чи чаплă пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн пурин те пĕрле хар тăрса ĕҫлемеллине асăннă.   Ҫитес 5 ҫул хушшинчен шкулсене тĕпрен юсаса пĕтерме тĕллев лартнă, ҫак ĕҫ планра пулнине каланă. «Пирĕн ҫитĕнекен ҫамрăксем валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратассишĕн тăрăшмалла.  Вĕсемшĕн условисем йĕркелесси те кун йĕркинче тăмалла», - тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев паянхи тĕлпулу пуриншĕн те усăллă пулнине, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене сирсе яма та витĕм кӳнине палăртнă.   «Районăн ҫивĕч ыйтăвĕсене пĕрле пăхса тухма меллĕ, вĕсене вăхăтра татса панинчен халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ епле пуласси пĕтĕмпех килет», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Тăвай районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Ванерке тĕплĕ доклад тунă. Вăл муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, 2018 ҫул валли палăртнă тĕллевсем пирки чарăнса тăнă.

Район администрацийĕн пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет пĕрлешĕвĕн бюджечĕн тупăш пайĕ 308 млн 126 пин тенкĕпе танлашнине пĕлтернĕ. Енчен те кăтартăва 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарас пулсан, 55,7 млн пысăк пулни курăнать, 22 процент ӳснĕ.

Пĕрлештернĕ бюджетăн тăкак пайĕ 308 млн 645 пин тенкĕ пулнă.  Владимир Ванерке районта усă курăнмасăр выртакан ҫĕр пайĕсене пĕтĕмпех регистрациленине асăннă.   Муниципалитет ҫинче 9013 га шутланса тăрать, тухăҫлă ĕҫлекеннисене 7405 куҫарса панине пĕлтернĕ.

2017 ҫулта ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлессипе лайăх ĕҫленĕ, вĕсен калăпăшĕ 1 281 млн танлашнă. Производство индексĕ - 99,5 процент пулнă.  Хуҫалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ ӳснĕ, кăтарту маларахри ҫултан 12 процент хăпарни сисĕнет. Сĕт, аш-какай туса илессипе те ҫитĕнӳсем пур, 5-6 процент ӳснĕ. К(Ф)Х Грачев В.Г., «Фирма Акконд-агро» АО, «Дружба» СХПК чи ăнăҫлă ĕҫлесе малта пыраканнисем шутланаҫҫĕ районта.  Фермер хуҫалăхĕсем муниципалитетра вăй илсе пыраҫҫĕ. 2017 ҫулта 4 фермер патшалăх пулăшăвне 10 млн 177 пин тенкĕлĕх тивĕҫнĕ. 2017 ҫулта усă курăнмасăр выртакан 998 га ҫĕр лаптăкне пусă ҫаврăнăшне кĕртнĕ. Пĕлтĕр ҫул-йĕр хуҫалăхне аталантарма пĕтĕмпе района 54 млн панă. Муниципалитетра сахал мар ҫĕнĕ объектсем хута янă, ял тăрăхĕсенчи ҫулсене те пĕтĕмпех тирпейлесе ҫитернĕ.  

Районăн ĕҫне хакланă май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет пĕрлешĕвĕнче социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ кирлĕ пек шайра пулса пынине, ыттисемшĕн те кăтартуллă тесе каланă.  

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем ҫамрăксем йĕрке пăсассинчен асăрханмалли ыйтăва та хускатнă. Вĕсемпе кулленех профилактика ĕҫне йĕркелесе пымаллине палăртнă.

Ларура вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнчи ыйтусем тавра калаҫнă.  Ял хуҫалăхне аталантарас, усă курман ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртес, бюджета тултарас, вĕренӳпе сывлăх сыхлавне вăй илтересси пирки те тĕплĕн сăмахланă. Халăхăн ĕҫ укҫин шайне хăпартса пырасси те кун йĕркинчех тăнă.  Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă указсене тĕпе хурса мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе пымаллине асăннă республикăран пынă ертӳҫĕсем.  

Малашне те курăмлă ĕҫлесе пырас тесессĕн, муниципалитетăн пурлăхсемпе пĕлсе тухăҫлă усă курмаллине асăннă, предприятисемпе организацисем хăйсем патĕнче тăрăшакансене «сăрă» схемăпа ĕҫ укҫине парассинчен те кулленех сыхă тăмаллине каланă.

Район администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – бюджет укҫипе пĕлсе тата тухăҫлă усă курасси.  Аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсен тĕрлĕ ӳсен-тăран акса ҫитĕнтересси ҫине тимлĕх уйăрмалла, кăҫлахи ҫурхи ĕҫсене вăхăтра тата йĕркеллĕ ирттерсе ярасси те кун йĕркинчех тăмалла.

Ял хуҫалăх аталанăвĕ хуҫалăхсем выльăхсемпе ĕҫленинчен те нумай килет.  Ытларах та ытларах фермăсем хута ярса, выльăхсен шучĕсене ӳстерсе пырассипе тăрăшмаллине, патшалăх пулăшăвне те илессишĕн ҫине тăрсах вăй хумаллине чĕнсе каланă.   Сăмаха май, 2017 ҫулта республика патшалăх пулăшăвне 2,5 млрд тивĕҫнине пĕлтернĕ, регион Пуҫлăхĕ ял тăрăхĕсен ертӳҫисене халăхăн пурнăҫ условине лайăхлатассипе ытларах пĕлтерĕшлĕ проектсемпе ĕҫлеме сĕннĕ, вĕсене пурнăҫа кĕртме 2018-мĕш ҫулта та республика хыснинче сахал мар укҫа-тенкĕ пăхса хăварнине каланă.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова финанс ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Муниципалитет НДФЛ ҫителĕксĕр пуҫтарнине пĕлтернĕ вăл, районта 2719 ҫын официаллă майпа ĕҫлеменнине асăннă сăмаха тăснă май.  Ҫынсем «сăрă» схемăпа шалу укҫине илсе пынипе, район хыснине 26 млн ҫителĕксĕр укҫа пухăннă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн ҫумĕ Светлана Ананьева демографи лару-тăрăвĕ пирки ытларах каласа кăтартнă, халăх хушшинче сывă пурнăҫ йĕркине сармаллине палăртнă.

Канашлăвăн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев район халăхне  лайăх ĕҫленĕшĕн мухтаса тав тунă. «Малашне те ҫитĕнӳсем тăвас пулсан, пĕр-пĕринпе ăнланса, тухăҫлă ĕҫлессишĕн пурин те хар тăмалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Фоторепортаж



20 февраля 2018
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter