Инвестици климатне лайăхлатассипе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи канашăн анлă ларăвĕ иртнĕ

 Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче  инвестици климатне лайăхлатассипе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи канашăн анлă ларăвĕ иртнĕ.

Кăҫал пуҫласа, Чăваш Ен Пуҫлăхĕн пуҫаруллă шухăшне тĕпе хурса, ҫак асăннă мероприятине Чăваш Енри предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсене йыхравланă.  Ларăва ертсе пыраканĕ ку хутĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин пулнă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче влаҫри ҫынсемпе бизнес тытăмĕнче ĕҫлекенсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура, регионти предпринимательсемшĕн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăхăтра татса пама май килнине палăртнă. Кун пек йышăнусем туни ҫав тери меллĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Калăпăр, «НПП «Бреслер» ТМЯО витĕмлĕхне пула, «Гофмаклер» ТМЯО йывăрлăхне, пурлăха арестран куҫарма май килнĕ.  Бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем валли сахал мар ҫĕнĕлĕхсем йышăнса хăварнă. Строительство ĕҫне тытăнма, ҫĕрсене те кĕске вăхăт хушшинче регистациленеҫҫĕ, инфратытăм  витĕм кӳни те куҫкĕретех. НФЦ предпринимательсене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илме ятарлă «пĕр чӳрече» мелĕпе ĕҫ йĕркеленĕ. 2018 ҫулта тата та 18 «пĕр чӳрече» хута яма плана кĕртсе хăварнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа Раҫҫей Налук службин Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова тĕплĕ доклад тунă, патшалăх пулăшăвĕсем пирки каласа панă.  УФНСра ĕҫлекенсене валли ҫĕнĕ информаци технологийĕсем пурнăҫа кĕнине пĕлтернĕ.  

Ҫĕр ыйтăвĕ бизнесра ĕҫлекенсемшĕн питĕ актуаллă. «ВВС» ТМЯО директорĕ, «Опора России» регионти уйрăмĕн пайташĕ  Бореслав Скуратов йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Унăн шухăшне ырласа, республика ертӳлĕхĕ тивĕҫлĕ мерăсем йышăнма сĕннĕ ятарлă службăсене. Росреестр федераци службин Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳҫи Екатерина Карпеева ыйтăва уҫăмлатнă.

Чăваш Республикин Суту-илӳпе промышленноҫ палатин Правленийĕн членĕ Светлана Салмина налуксемпе ҫыхăннă саккунсен ҫĕнĕлĕхĕсем пирки палăртнă, вĕсем ҫинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче пирĕн регионта предпринимательсен тӳлемелли налук виҫи чи пĕчĕк пулнине, кăтарту Атăлҫи федераци округĕнче те 14 регион хушшинче 11-мĕш вырăнта тăнине пĕлтернĕ.  Апла пулсан, ку енĕпе субъектра лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ.

Вице-премьер хăйĕн докладĕнче 2019-мĕш ҫулта РФ налук кодексĕ ҫĕнелессине палăртнă. Сахал мар ҫĕнĕлĕхсем кĕртесси те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Апла пулсан, хальлĕхе регионта урăх улшăнусем пулмассине каланă.

Куславкка районĕнче ĕҫлекен фермер Василий Семенов  ял хуҫалăхне аталантарассипе епле патшалăх пулăшăвĕсем пурри пирки ыйтса пĕлнĕ. Конкуренци ҫивĕч пултăр тесен условисем лайăхланнипе лайăхланманни ҫинчен чарăнса тăнă.

Михаил Игнатьев аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсене патшалăх кашни ҫул укҫа-тенкĕ уйăрса панине асăннă. Вăтамран региона 2,5 млрд тенкĕ куҫнине пĕлтернĕ вăл сăмаха тăсса, ытларах таварсене экспорта куҫарассипе ĕҫлемеллине каланă.

«Деревенский дворик» СКК СП директорĕ Анатолий Константинов хăйĕн сăмахĕнче таварсене вырнаҫтарасси пирки каласа кăтартнă. Нумаях пулмасть Чăваш Енре 6 объект –  суту-илӳ сечĕ уҫăлнине пĕлтернĕ.

Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсен йышне ӳстерме тĕллев лартни ҫинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн каласа кăтартнă. Ял хуҫалăх кооперативĕсем валли 70 млн грант пулăшăвĕ пулассине палăртнă вăл, енчен те хăйсем хушса укҫа тӳлесен тенĕ. Конкурс валли ĕҫ хучĕсене хатĕрлеме чĕнсе каланă предпринимательсене.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тата Правительство членĕсем нумай ыйтусем ҫине хурав панă, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.  

«Пирĕн тĕллев – вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне лайăх аталанса пыма хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.  Сăмаха май, инвестициллĕ проектсем пирки чарăнса тăнă, бизнеспа влаҫ хушшинче малашне те ҫирĕп ҫыхăну пулассине асăннă. Кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăраха тăсмасăр татса пама тăрăшăпăр тенĕ. 

Фоторепортаж



20 февраля 2018
12:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter