Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Тăвай районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Янтиковского района Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай районне ĕҫлĕ визитпа кайнă. Ертӳҫĕсем районăн 2017-мĕш ҫулхи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухĕҫ, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртĕҫ.  

Анлă канашлăва пуҫличчен, регион Пуҫлăхĕ ятарлă курав ĕҫĕпе паллашнă, Тăвай районĕн пуҫлăхĕпе Александр Шакинпа тата район администрацийĕн ертӳҫипе  Владимир Ванеркепе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем район аталанăвĕ пирки кĕскен сӳтсе явнă. Регион Пуҫлăхĕ муниципалитетра пурлăхсемпе аренда шучĕпе усă курнăшăн парăмсем чылай пухăнса кайнине каланă, ыйтăва куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă вырăнти ертӳлĕхе.  

Муниципалитетри пурлăхсемпе усă курнăшăн арендаторсен парăм 647 пин пуҫтарăннă, пĕлтĕрхинчен 89 процент пысăк тесе хакланă. Владимир Ванерке предпринимательсем патне сахал мар ыйтса ҫырнине палăртнă, суда ĕҫсене тăратиччен хăшĕсем укҫа парăмне куҫарнине те пĕлтернĕ, ҫак кăтарту хальлĕхе 359 пин тенкĕпе танлашнине асăннă.

Кăҫал та ҫак ыйтупа хĕрӳ ĕҫленине каланă вырăнти ертӳлĕх.   

Фоторепортаж



20 февраля 2018
13:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter