Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – ачасене шкула вырнаҫтарасси

 Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе   тата муниципалитетсен ертӳлĕхĕпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри –  ачасене шкула вырнаҫтарасси. Кăҫал авăн уйăхĕнче республикăра 15 пин ача пĕрремĕш класа килĕ.  Пурăнакан вырăнти шкулсене йышăнма ыйтса ҫыракан заявленисене электрон мелпе нарăсăн 2-мĕшĕнчен йышăнма тытăннă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан   Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче кăҫал кирек-хăш муниципалитетра та ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисене шкула вырнаҫтарма электронлă майпа ыйтса ҫырма условисем пуррине пĕлтернĕ, нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне 5430 ытла заявлени те ҫырнине каланă, пăтăрмахсем хальлĕхе пулманнине асăннă.

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова хăйĕн сăмахĕнче кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнче вĕсен тăрăхĕнче пĕтĕмпе 1482 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларнине каланă, 667 ҫынран заявлени йышăнма та ĕлкĕрнине пĕлтернĕ.  

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн докладĕнче хăш-пĕр муниципалитетсенче ыйтса ҫырнисен шучĕ палăртнă виҫерен те хăпарса кайнине пĕлтернĕ. Апла пулсан, хăшĕсем хăйсене килĕшекен шкулсене 1 класа ачасене яма суя ĕҫ хучĕсене тăратни те сисĕнет. Вĕсем вăхăтлăх пропискăна улăштарса, ҫак ĕҫе пурнăҫлама хăтланаҫҫĕ. Хулари 1-мĕш №-лĕ шкулта, 9-мĕш, 59-мĕш, 61-мĕш шкулсенче те ачасем валли ҫителĕксĕр вырăн пулнине пĕлтернĕ.  Хăш-пĕр шкулсенче классем ҫитмеҫҫĕ, ун пек чухне хушма уйрăмсем йĕркелессипе ĕҫлеҫҫĕ. Пĕлтĕр 240 ачана вырнаҫтармаллăх вĕренӳ класĕсене йĕркелесе хута янă.  Кăҫал ҫакăн йышши тата 120 вырăн хатĕрлеме плана кĕртсе хăварнă тесе пĕлтернĕ вăл.    Шкулсенче вырăн юлсан, урăх территорисенчи ачасене йышăнмашкăн заявлени ҫырмалли тапхăр вара утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче тин пуҫланать.  Шăпах та, ҫавнашкаллисем валли сахал мар йывăрлăхсем сиксе тухаҫҫĕ те.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  ашшĕ-амăшĕсем  ачасене хăйсем юратнă шкулсене ярас тĕллевпе вĕсем валли суя прописка тăвасран сыхланмалли пирки чĕнсе каланă. 

 



20 февраля 2018
12:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter