Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулин ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии встретился с руководством города КанашаНарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Канаш хулинче пулнă.

Унта республика Пуҫлăхĕ Канаш хулин ертӳҫипе Андрей Константиновпа тата  хула администрацийĕн пуҫлăхĕпе Виталий Михайловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Калаҫу вăхăтĕнче сумлă ертӳҫĕсем муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки кĕскен сӳтсе явнă, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тавра калаҫнă, халăха кăсăклантаракан самантсем пирки чарăнса тăнă.

Виталий Михайлов хăйĕн сăмахĕнче хулан пурнăҫĕпе кĕскен паллаштарнă май, паянхи лару-тăрăва Тракторсен завочĕ «Промтрактор-Вагон» кăштах чăрмав кӳнине пĕлтернĕ. Концерн предприятийĕсем ҫирĕп «ура» ҫинче тăманни сисĕнет тенĕ вăл. Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту – ҫынсем предприятисемпе организацисенче «сăрă» схемăпа ĕҫе вырнаҫни тесе пĕлтернĕ вырăнти пуҫлăх.  Паянхи куна 5 пин ҫын ҫак схемăпа ĕҫре тытăнса тăнине асăннă. Халăх конвертпа ĕҫ укҫине илни сисĕнет тенĕ сăмаха тăснă май.  

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  хула администрацийĕн арендаторсенчен, пурлăхпа усă курнăшăн вăхăтра укҫа пухса бюджета тултарса пыманнине сивлесе каланă.  Парăм 8 млн ҫитни пурне те шухăша ярать тенĕ сăмаха малалла тăснă май республика Пуҫлăхĕ. «Сирĕн, яваплăха туйса ĕҫлемен арендаторсенчен парăма пухса илессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле»,  тенĕ вăл.

Хула администрацийĕпе пĕрле депутатсен пĕр тĕллевлĕ пулса, кирлĕ пек йышăнусем туса хăвармалла, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те вăхăтра татса парассишĕн тăрăшмалла тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев

Фоторепортаж



21 февраля 2018
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter