Шупашкар хулин 2017 ҫулхи социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне тунă

Михаил Игнатьев принял участие в подведении итогов социально-экономического развития города Чебоксары Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин 2017 ҫулхи социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе тата  2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртассипе ҫыхăннă анлă канашлу  ĕҫне хутшăннă.  Ҫак кун хула депутачĕсен 28-мĕш анлă ларăвĕ те иртнĕ.

Палăртнă ĕҫсене пуҫличчен, чи малтан  хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.

Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хăйĕн докладĕнче депутатсен ĕҫĕ пирки  тĕплĕн чарăнса тăнă.

2017-мĕш ҫулта хулан бюджечĕ курăмлăнах ӳснине пĕлтернĕ.  Куншăн республика Правительствине федераци хыснинчен укҫа-тенкĕ явăҫтарма пысăк тĕрев панăшăн тав тунă. Чăваш Республикин тĕп хулине вăй илтерме чылай пулăшу панине асăннă.

Евгений Кадышев хăйĕн сăмахĕнче, депутатсене халăх шаннине, вĕсенчен яланах пулăшу кĕтнине пĕлтернĕ.  Социаллă сетьре те сахал мар ырă сăмахсем ҫырнине асăннă.

Тĕп ыйтусенчен пĕри – халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене туллин тивĕҫтересси.  Экономикăна вăй илтерме инвестици явăҫтарасси, муниципалитет ҫинче шутланса тăракан пурлăхсемпе тухăҫлă усă курмалли те кун йĕркинче тăнине асăннă вăл сăмаха тăснă май.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн докладĕнче администраци патшалăх тата муниципалитет программисене пурнăҫа кĕртессипе тĕплĕн ĕҫлесе пынине каланă.  «Раҫҫейре чи ăнăҫлă аталанса пыракан пысăк хуласен шутĕнче Шупашкар тăрать. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2018 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 502 пин ҫынна шута илнĕ.  Ҫулталăк хушшинче 2 пин те 200 ҫын ӳснĕ. Ҫав тери лайăх кăтарту», - тенĕ вăл сăмаха пуҫланă май.

Шупашкарта пĕлтĕр инвестициллĕ 6 проект пурнăҫа кĕртнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1 миллиард та 800 миллион тенкĕпе танлашать. Промышленноҫ производствин индексĕ пĕлтĕр 216 миллиард пулнă,  кăтарту 103 процента ҫитнĕ.

Пĕтĕмпе хулара 54 инвестициллĕ проект пурнăҫа кĕрет. Вĕсен пĕтĕмĕшле сумми 16 миллиарда ҫитнĕ.  Енчен те палăртса хунă ĕҫсем пĕтĕмпех пурнăҫлансан, халăх валли 3 пин те 700 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

Хулара ĕҫсĕррисен шучĕ ҫулсерен пĕчĕкленсех пырать, кăтарту 0,7 процент.

Шупашкар хулин бюджечĕ 2017 ҫулта 10 миллиард та 93 миллионпа танлашнă, 2016 ҫулхинчен  3,3 процент пысăкрах. Муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ ӳснĕ, кăтарту 6 процент хăпарнă. Налуксенчен хулан хыснине 2 миллиард та 831 миллион тенкĕ пуҫтарăннă.  Кăтарту ку енĕпе те аван, 12 процент пысăкланнă. Паянхи пурнăҫра чи ҫивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри – арендаторсем муниципалитет пурлăхĕпе усă курнăшăн укҫасане вăхăтра куҫарса паманни. «Коммуналлă технологисем» ТМЯО 190 миллион та 600 пин тенкĕлĕх парăма кĕрсе ӳкнĕ. Чулха-трикотаж фабрикин те парăм пысăк. «Волганефтьхолдинг», «Корпорация «Энергетик» предприятисем сахал мар парăм пуҫтарса янă.

Шупашкарта ҫурт-йĕр ҫавăрассипе лайăх ĕҫленĕ. 2017 ҫулта пĕтĕмпе 323 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт хăпартнă. 2018 ҫулта та ҫак кăтартăва чакарма шутламан, плана 325 пин тăваткал метр чухлĕ ҫĕклемеллине кĕртсе хăварнă. Муниципалитетра пĕтĕмпе 16 ҫĕнĕ микрорайон илемленсе ларать. Вĕсенче пĕтĕмпех инфратытăм хăватлă пулĕ. Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă указĕсемпе килĕшӳллĕн, пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен граждансене хăтлă хваттерсем куҫарас ĕҫ те туллин пурнăҫланнă.  Программăна тивĕҫтерме пĕтĕмпе Шупашкар хулине 2 миллиард та 600 миллион куҫарнă, 6 пин ҫынна паха хваттерсем панă. 

Хулан сăн-сăпатне улăштарассипе йышăннă патшалăх программи те аванах пурнăҫа кĕрсе пырать. 2017 ҫулта пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ ҫуртсем ҫывăхĕнче 29 объекта тĕпрен ҫĕнетнĕ. Кунсăр пуҫне ытти вырăнта, халăх йышлă пухăнакан объектсенче те сахал мар тирпей-илем кĕртнĕ.  Чи пысăк объектсене пурнăҫа кĕртме федераци, регион, муниципалитет программисене тĕпе хунă.  Кун пирки ҫирĕплетсех каланă хула администрацийĕн пуҫлăхĕ.

Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан хулара транспорт инфратытăмĕ ҫирĕп «ура» ҫинче тăмалла.

2017 ҫулта ҫул-йĕр хуҫалăх пайне пурĕ 1 миллиард та 576 миллион тенкĕ тăкакланнă. Муниципалитетра «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци программи анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать.  Автомашина ҫулĕсене сахал мар тирпейленĕ, нумайăшĕнче тĕпрен ҫĕнетнĕ, ҫĕнĕ объектсем те чылай хута янă. Кăҫал 35 объектра 835 миллионлăх юсав ĕҫĕсене йĕркелеме плана кĕртсе хăварнă.

Алексей Ладыков приоритетлă ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. Ача сачĕсене хута ярасси, шкулсем ҫĕклесси, хушма пĕлӳпе тивĕҫтересси, спорта ҫӳреме тата та хăтлăрах условисем йĕркелесе тăратасси те кун йĕркинчех пулнине пĕлтернĕ.  Халăх канашлура ертӳҫĕсене хăйсене хумхантаракан ыйтусене панă.  Нумай ачаллă ҫемьесене ҫурт-йĕр ҫавăрмалли лаптăксенче коммуникаци ҫукки пирки ыйту канăҫсĕрлетет. Ку енĕпе ĕҫ-пуҫ еплерех пулса пынине ыйтса пĕлнĕ.  Атăл леш енне газ кĕртес ыйту та кун йĕркинче.  Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче, проекта пурнăҫа кĕртме Газпром умĕнче пухса кайнă пысăк парăм чăрмав кӳнине палăртнă. Каламасăрах паллă, чи пысăк парăм «Коммуналлă технологисем» организацийĕн. Вĕсен «Газпром межрегионгаз» предприятине 1 миллиард та 153 миллион куҫарса памалла. Ҫав тери пысăк сумма. Ҫынсем вăл предприятирен йăлăхса та ҫитнĕ ĕнтĕ, хăҫан парăмсене парса татаҫҫĕ-ши тесе ыйтса пĕлнĕ.  Вырăнти ертӳлĕх парăмҫăсене суда панине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра «Коммуналлă технологисем» предприятине  Шупашкарта пурăнакан Дмитрий Крюков ертсе пырать.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче хула 25 ҫуллăха хăй вăхăтĕнче ҫак парăмҫăна объектсене аренда шучĕпе усă курма панине пĕлтернĕ.  2018 ҫул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  700 млн пуҫтарăннă. «Ҫак пысăк укҫапа пĕр шкул хăпартса лартма пулать. Эпир сире тахҫанах асăрхаттарнă ĕҫ хучĕсене пăрахăҫламалли пирки. Эсир кирлĕ пек мерăсене йышăнман.  Халь тин кăштах вырăнтан тапранма пуҫларăр, эпир хушнипе. Хăй вăхăтĕнче Леонид Черкесов хула пуҫлăхĕ пулнă чухнех ыйтусене татса памалла пулнă.  Администраци командин тухăҫлă ĕҫлессишĕн тăрăшмалла, вăхăта усăсăр сая ярассишĕн  вăй хумалла мар», - тесе ҫирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.

Ку хутĕнче те «Сувар» пăтăрмахĕ пирки чарăнса тăнă. Хăҫан ҫак объект пурнăҫа кĕрĕ-ши тесе ыйтнă вырăнти ертӳлĕхрен. Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, паян вĕсем талпăнсах инвесторсем шыраҫҫĕ. Енчен те виҫĕ ҫул хушшинче объект ҫĕкленмесен, ăна муниципалитетăн хăй ҫине илме ирĕк пур.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина  бюджет ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Хулана республика бюджетĕнчен пĕлтĕр 6,2 млрд куҫарнине пĕлтернĕ вăл. Паянхи пурнăҫра ҫав ҫавах халăха «сăрă» схемăпа ĕҫ укҫипе тивĕҫтерни пысăк чăрмав кӳрет пурне те.  Муниципалитетра 57,5 пин ҫын «сăрă» схемăпа  шалу укҫине илет.  Вĕсем предприятисемпе организацисенче официаллă майпа вырнаҫманни сисĕнет.   Енчен те вĕсем МРОТ виҫипе шалу укҫине илнĕ пулсан та, бюджета хушма 1897 млн кĕнĕ пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Сăмаха май, граждансене социаллă пулăшусемпе тивĕҫтернин кăтартăвĕсем пирки те каласа панă. Раҫҫей Президенчĕ демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе йышăннă ҫĕнĕ мерăсем пирки ăнлантарнă, ҫемьесене сахал мар пулăшу куҫнине асăннă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн ҫумĕ Сергей Григорьев вак тата вăтам предпринимательсене патшалăх тивĕҫтерекен пулăшусем пирки хыпарланă.  Предпринимательсем валли ҫăмăллăх кредичĕсем пуррине, вĕсен ставкисем 6,5 процент ҫеҫ пулнине пĕлтернĕ.

2017 ҫулта хулари 645 предприниматель патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов хулан ҫитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăнă, хăшĕ-пĕрисене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă.  Муниципалитет ҫулсем тăвассипе, сывлăх сыхлавне аталантарассипе курăмлă ĕҫленĕ тенĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов депутатсен ĕҫлĕ ҫыхăнăвĕсем пирки каласа кăтартнă, саккунсен йĕркисене ҫĕнетессипе сахал мар тăрăшнине пĕлтернĕ.

Канашлу ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетнĕ. Вырăнти ертӳлĕхĕн парăмсемпе ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăрхаттарса хăварнă.  Ҫĕрсемшĕн, пурлăхсемшĕн арендаторсенчен вăхăтра укҫа-тенкĕне бюджета пухса пымаллине чĕнсе каланă.

Бизнеса аталанма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси пирки те манмалла мар. Ку ыйтусемпе те кулленех ĕҫлемеллине палăртнă.   «Эпир час-часах предпринимательсене вăй илме хăтлă условисем йĕркелени пирки сăмах пуҫаратпăр. Инвестици климатне лайăхлатса прассишĕн те ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр.  Анчах та ăнланмалла мар, бизнесменсем хăйсен производствисене хута ярассишĕн пĕрре те черет тăмаҫҫĕ.  Мĕнре хуравĕ?» - тенĕ вăл. Пурне те пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырасси – пурин тивĕҫĕ те тенĕ.

Депутатсене ытларах ҫитĕнекен яш-кĕрĕме тĕрĕс воспитани парассипе ĕҫлеме хушнă, вĕсене яваплăха туйма вĕрентмеллине асăннă. 

Юлашки ҫулсенче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путинăн пуҫаруллă ĕҫĕсене пула, халăхăн пурнăҫ шайĕ ӳсрĕ тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» патшалăх программи ҫынсене пысăк витĕм кӳрет. Ҫулсем ҫинче инкексем пулнă тĕслĕхсен шучĕ чылай чакрĕ, халăх вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайманни те куҫкĕретех. «Халăх ырлăха туять, ун пирки кулленех лайăхпа калать.  Раҫҫей Президенчĕн йышăнăвĕсемпе килĕшӳллĕн, пурсăмăр та хăтлă условисемпе ырă курса пурăнатпăр. Раҫҫей тĕнчери  чи вăйлă ҫĕршыв! Пире пурсăмăра та паянхи Президент малашне те кирлĕ. Вăл хăйĕн ĕҫне сăмахпа мар, лайăх ĕҫсемпе ҫирĕплетсе парать.  Вăл пирĕнпе пĕрле пулма, Тăван ҫĕршывăмăршăн ĕҫлеме яланах хатĕр!» - тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



21 февраля 2018
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter