Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Канашского районаНарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, унта  вăл 2017 ҫулхи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе 2018 ҫулхи тĕллевсене палăртассипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă.

Чи малтан регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш районĕн ертӳҫипе Иван Ивановпа тата район администрацийĕн пуҫлăхĕпе Владимир Степановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхе муниципалитет пурлăхĕсемпе пĕлсе тата тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Паянхи кун тĕлне районăн ҫĕрсемпе аренда шучĕпе усă курнăшăн пĕр пус та парăм пухăнман.  Ҫав тери пысăк ӳсĕм.  Муниципалитет учрежденийĕсен те  ҫут ҫанталăк газĕпе усă курнăшăн парăм  ҫук.

Ертӳҫĕсем пĕр пухăннă пек чухне вырăнти бюджета тултарасси пирки сăмахланă, «сăрă» схемăпа халăх ĕҫлессинчен кулленех сыхă тăмаллине каланă.

Фоторепортаж



21 февраля 2018
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter