Чăваш Енре иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне пĕтĕмлетнĕ

Паян  Чăваш  Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.  Республикăри ертӳҫĕсем  Раҫҫей  Федерацийĕн Президентне сасăламалли йĕркесем пирки  ҫынсене анлăн каласа кăтартнă.  Суйлав 2018 ҫулта пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртет.  Кунсăр пуҫне информаци ушкăнĕсен членĕсем РФ Пенси фончĕн  саккунĕсен ҫĕнĕлĕхĕсем пирки, социаллă тытăмри улшăнусем  ҫинчен  те канашланă.   

Информаци ушкăнĕсем республикăри аякра вырнаҫнă ял тăрăхĕсене ҫитсе вырăнти халăхпа тĕл пулнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панă.  

Пĕрлехи информаци кунĕнче пĕтĕмпе 300 яхăн тĕлпулу ирттернĕ, вĕсенче пĕтĕмпе 10 пин ҫын хутшăннă. Ҫак кун Информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, пурĕ 200 ытла ҫын тивĕҫлĕ хуравсем илнĕ. Хăшĕ-пĕрисем республика ертӳлĕхĕн ҫирĕп тĕрĕслевĕнче.

Ҫак кун ытти йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те сăмах пуҫарнă.  Уйрăмах паянхи пурнăҫ таппинче ҫынсене сĕт хакĕ канăҫсĕрлетет.  ФАПсем хута ярасси, нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесси те кун йĕркинчех тăнă. 



21 февраля 2018
18:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter