Канаш районĕнче пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ, 2018 ҫул валли тĕллевсене палăртнă

Глава Чувашии принял участие в подведении итогов социально-экономического развития Канашского районаНарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ, 2018 ҫул валли тĕллевсене палăртнă.

Чи малтан республика Пуҫлăхĕ район хатĕрленĕ курав ĕҫĕпе кăсăкланнă, хыҫҫăн муниципалитетăн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, канашлу ĕҫне пуҫличчен, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫамрăк хастарсене, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн, стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса чысланă.  

Ĕҫе пухăннисене пурне те субъект Пуҫлăхĕ пĕр-пĕринпе уҫăмлă калаҫма чĕнсе каланă, пĕрле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тишкерсе, вĕсемпе тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăвармаллине асăннă.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн пурин те ҫине тăрса ĕҫлемеле.

Республика Правительстви халăхăн пурнăҫне ырă енне улăштарса пырассишĕн сахал мар тăрăшнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

2018 ҫулта граждансен социаллă ыйтăвĕсене татса пама 12,7 млрд тăкакланнине асăннă.

Республика хыснине йĕркеленĕ май, муниципалитетсене аталантарас ыйту пирки те чылай йышăну тунă. Районсемпе хуласене ҫулсерен регион бюджетĕнче сахал мар укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă. «Чи кирли бюджет укҫипе пĕлсе тата тухăҫлă усă курасси. Пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла, приоритетлă ыйтусем ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ сăмаха тăсса республика Пуҫлăхĕ.  

Пĕлтĕр муниципалитетра 13 программăпа ĕҫленĕ, вĕсене пурнăҫа кĕртме 607,8 млн тăкакланнă, вĕсенчен ҫурри ытла республика хыснинчен куҫнă.  

«2017 ҫулта муниципалитетăн мĕнпур ыйтăвĕсене пĕтĕмпех татса панă, малашне те ӳсĕме чакармăпăр, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме тăрăшăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

2018 ҫулта районта 18 программăпа ĕҫлеме республика бюджетĕнче 240,6 млн уйăрнă. Пĕтĕмпе муниципалитета вара 590,6 млн куҫарса пама плана кĕртнĕ.

Районта вак тата вăтам предпринимательлĕхе май килнĕ таран лайăхрах аталантарса пымаллине, вĕсем уйрăмах муниципалитет бюджетне тултарассипе сахал мар витĕм кӳнине асăннă регион Пуҫлăхĕ. Апла пулсан, бюджет ҫителĕклĕ тĕк социаллă сферăна, культурăпа спорта, инфратытăма та вăй илтерме меллĕ.  

 Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Канаш район администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Степанов анлă доклад тунă, муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫулшăн социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ пирки тарăн чарăнса тăнă, ҫитес ҫул валли тĕллевсене палăртса хăварнă.

2017 ҫулта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 599,8 млн танлашнă, планпа пăхса хăварнинчен 99,7 процент.  Бюджетăн тăкак пайĕ 607,8 млн пулнă, дефицит 8 млн  ҫитнĕ.  Районăн харпăр хăй тупăшĕ 2017 ҫулта 3293,5 тенкĕпе танлашнă, ыттисем хушшинче 21-мĕш вырăнта ҫеҫ тăрать.

Ял хуҫалăх пайĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, аш-какай тирпейлессипе аванах ĕҫленĕ, кăтарту пысăк 11,2 процент хăпарнă, сĕт сăвăмĕ вара 1,6 процент ӳснĕ. Пур-пĕрех хăш-пĕр хуҫалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакнă-ха.

Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче района инвесторсене чĕннĕ, вĕсене валли пушă выртакан ҫĕр лаптăкĕ те хатĕр тесе каланă.  Вĕсен пĕтĕмĕшле пайĕ 166,5 га йышăнать тенĕ вăл сăмаха тăснă май. Чи пахи пурне те патшалăх кадастр учетне илнĕ.  

Район ĕҫне хакланă май, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пирки чарăнса тăнă, ял хуҫалăх тытăмне паянхи пурнăҫ таппинче комплекслă аталантармаллине каланă. Хуҫалăхсен ӳсен-тăран акса ҫитĕнтерессипе ĕҫлеме тăрăшмалла, патшалăх та ку енĕпе сахал мар тĕрев парать. Тепĕр пысăк ыйту – районта ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕрсем пушă выртни. Вĕсене те пусă ҫаврăнăшне кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  Кăнтăр районĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине асăннă, вĕсен ĕҫĕсем питĕ курăмлă тенĕ сăмаха тăсса. Кашни гектар ҫĕр лаптăкĕ вĕсен тирпейленсе пырать, чăннипех те ҫĕре хисеплени куҫкĕретех.

Районта фермер хуҫалăхĕсене те аталантармалла. Агробизнеса вăй илтермелле, ҫамрăксене ытларах явăҫтармалла. Ҫак ыйтусене муниципалитет ертӳлĕхĕн куҫран вĕҫертме юраманнине асăрхаттарнă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата ҫакна та палăртнă: паянхи ҫамрăксене ытларах ҫĕрпе ĕҫлеме вĕрентсе пымалла, ăна хисеплеме ăс памалла. Чăннипех те ҫак бизнеспа ĕҫлеме лайăх пулнине, тухăҫран тупăш та илме аван тесе пĕлтерсе пымалла.  Ун чухне вĕсем ăнлансан малашне тен ял хуҫалăх ҫине тимлĕх уйăрма пуҫлĕҫ. Регион Ертӳҫи ял тăрăхĕсен пуҫлăхăсене пуҫаруллă халăхсен проекчĕсене тĕпе хурса анлăрах ĕҫлемеллине каланă. Лайăх проектсене пурнăҫа кĕртме патшалăх та сахал мар пулăшу панине пĕлтермелле. Ялсен сăн-сăпатне ырă енне улăштарса пырасси пурин тивĕҫĕ пулнине асăрхаттарнă.

2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе Канаш районĕнче халăхăн пуҫаруллă 6 проектне пурнăҫа кĕртнĕ.  Инфратытăма ҫĕнетсе, ҫынсем валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратнă. Ялсенче культура ҫурчĕсене тĕпрен ҫĕнетнĕ, спорт объекчĕсене хута янă, хутса ăшăтмалли тытăма та улăштарнă. Ҫав вăхăтрах 9 ял поселенийĕнче пĕр проект та пурнăҫа кĕртменнине пăшăрханса пĕлтернĕ, апла пулсан вырăнти ертӳҫĕсем аванах ĕҫлеменни сисĕнет.

2018 ҫул валли палăртнă республика хыснинче ҫак программăна малашне те пурнăҫлама сахал мар укҫа пăхса хăварнине пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ.  Ҫирĕп конкурс витĕр тухнисем, кăҫал та пурнăҫа кĕресси паллă.

Канашлура яланхиллех вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ пирки те чарăнса тăнă.  Бюджет, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕнчи ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă. Халăха «сăрă» схемăпа ĕҫ укҫине тивĕҫтерессинчен те сыхă тăмалла.   

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова бюджет ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, хыснана тултармалли мелсем ҫинчен каласа кăтартнă. Районта 6 пин те 521 ҫын «сăрă» схемăпа предприятисенче тата организацисенче шутланса тăнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Вĕсене пула, район бюджетне 62,3 млн пухăнса ҫитмен.

Районта пурăнакансенчен кашни виҫҫĕмĕшĕ патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсене тивĕҫнĕ. Вĕсене валли пурĕ 150,9 млн тăкакланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ - ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсене патшалăх пысăк тĕрев панине пĕлтернĕ. Сăмаха май, вăл ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем пирки те чарăнса тăнă.  Паха вăрлăхран тухăҫ пĕтĕмпех килет, апла пулсан, ҫак ыйтăва та куҫран вĕҫертме юраманнине асăннă.

Паян район ҫитĕнĕвĕсем пирки канашлура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Кияметдин Мифтахутдинов тата  Виталий Иванов та каласа кăтартнă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев район халăхне ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн ырланă, малашне те ӳсĕме чакарма юраманнине каланă, ял ĕҫченĕсене ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă.

«Пирĕн мĕнпур ресурссене пухса, пĕрле килĕшсе халăх ырлăхĕшĕн ҫине тăрсах вăй хумалла, вĕсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн кулленех ĕҫлемелле», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

 Фоторепортаж



21 февраля 2018
14:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter