Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительствăн АПК, мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăру улшăнăвне хăвăрт хаклакан ыйтусемпе ĕçлекен комиссийĕн тата Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи анлă ларăвĕ иртнĕ

Чăваш Енри суту-илӳ рынокĕнчи конъюнктура ылмашăвне оперативлă майпа сăнас тата агропромышленноҫ  комплексĕн ыйтăвĕсемпе мониторинг туса тăрассипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн анлă ларăвĕ паян иртнĕ.  Чи малтан ларăва пухăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕр ĕҫченĕсене яваплăха туйса тăрăшнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Паянхи пурнăҫ таппинче ял хуҫалăх пайĕ пысăк технологиллĕ тытăм пулса тăчĕ. «Агропромышленноҫ комплексĕнче тĕнче шайĕнчи пысăк технологисем пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  Ĕҫĕн тухăҫлăхĕ ӳсет, чи пахи вара халăхăн шалу укҫин виҫи хăпарса пыни», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Ертӳҫи.  

Раҫҫей Президенчĕн витĕмлĕхне кура, ял хуҫалăх пайĕ чи малти вырăнта тухса тăчĕ. «АПК аталантарас» приоритетлă наци проекчĕ пурнăҫа лайăх кĕрсе пырать. «Вуншар миллиард агропромышленноҫ комплексне тăкакланать. Ялсенче харпăр хăй хуҫалăхĕсем те ҫирĕп «ура» ҫинче тăраҫҫĕ. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерме 27 млрд патшалăх пулăшăвне тивĕҫнĕ.  Ял хуҫлалăхĕпе ĕҫлесе пырасси тĕпрен улшăнчĕ, кĕске вăхăт хушшинчех хуҫалăхсем тухăҫа тирпейлесе пуҫтарса кĕртеҫҫĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  

Нумаях пулмасть Сочи хулинче Раҫҫей инвестици форумĕ иртнĕ. Унта РФ Ял хуҫалăх министерстви ирхи апатлану вăхăтĕнче ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Ăна РФ ял хуҫалăх Министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Джамбулат Хатуов йĕркелесе ертсе пынă, вăл мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  

2017 ҫулта ял хуҫалăх таварне 20 млрд доллар чухлĕ экспорта куҫарнă.  Кăтарту 2000-мĕш ҫулхинчен 16 хут пысăк пулни курăнать.   20 ҫул каялла пирĕн ҫĕршыва кулленех импорт таварсем килнĕ пулнă, халĕ пачах та урăхла, хамăрăн тăрăхра тирпейленсе тухакан ҫимĕҫсем ҫителĕклĕ. «Пĕлтĕрхипе  5 ҫул ĕнтĕ Раҫҫейре тыр-пул пухса кĕртесси ӳсĕмлĕ пулса пырать, рекорд тесен те йăнăш мар. Раҫҫейре АПК таварĕсене экспорта куҫарассипе курăмлă ĕҫлеҫҫĕ. Кăҫал та пирĕн планпа пăхса хăварнă тăрăх, 45-47 млн тонна тыр-пула типĕтсе кĕртмелле, Раҫҫей историне кĕрсе юлмалла», - тесе пĕлтернĕ Сочире форум ĕҫĕнче Джамбулат Хатуов.

Михаил Игнатьев  регионта АПК таварĕсен экспорт калăпăшĕ 10 процент йышăннине асăннă. Чи нумай экспорта тухаканни –   «АККОНД» ТМЯО. Вĕсен таварĕсемпе тĕнчери 22 ҫĕршывра анлăн усă кураҫҫĕ. Предприяти пылак ҫимĕҫ тирпейлессипе кăна ĕҫлемеҫҫĕ, сĕт-ҫу, аш-какай тата ытти таварсем те калăплаҫҫĕ.

«Пирĕн тĕллев – ытларах Чăваш Енри таварсене экспорта куҫарасси», – тенĕ канашлу ĕҫне пуҫланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Ҫак ҫитĕнӳсем патне ăнтăласси паха специалистсем хатĕрленинчен те нумай килет.

Кунсăр пуҫне республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче те ял хуҫалăхне аталантарма сахал мар укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.  2017 ҫулта ҫак тĕллевпе 2,4 млрд тăкакланнă пулсан, кăҫал 2,5 млрд пуласси те куҫкĕретех тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн доклад тунă.  Пĕлтĕр самай лайăх ĕҫленине, кăтартусем те ытти ҫулхисенчен ӳсĕмлĕ пулнине пĕлтернĕ.

2017 ҫулта ял хуҫалăх таварĕсен калăпăшĕ 75,3 млрд танлашнă. Тыр-пул пухса кĕртессипе те чылай кăтартуллă ĕҫлени сисĕнет тенĕ вăл сăмаха тăсса. Ҫĕрулми  пухса кĕртессипе те ӳсĕм пысăк пулнă.

Сĕт-ҫу, аш-какай тирпейлесе кăларассипе сахал мар ĕҫленĕ, 125,3 пин тонна – какай, 432,6 пин тонна – сĕт, 266,4 млн – ҫăмарта пуҫтарса илнĕ.  Пур енпе те кăтарту 100 процентран чылай ытларах ӳссе кайнă.  

Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансен ĕҫ укҫи хăпарни. Юлашки 5 ҫул хушшинче вăл икĕ хут пысăкланнă.

2017 ҫулта хуҫалăхсем пĕтĕмпе  451 техника туяннă, маларахри ҫулран 1,8 хут нумайрах. «Патшалăх пысăк тĕрев панине кура, ҫак ӳсĕмсем пĕтĕмпех пулса пынă.  Лизинг мелĕпе сахал мар техника илнĕ, ҫăмăллăх кредичĕсемпе те усă курнă», - тесе пĕлтернĕ вице-премьер.    

2017 ҫулта агропромышленноҫ пайĕнче инвестициллĕ проектсем – 209 пулнă.  Вĕсене пула, халăх валли 492 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ йĕркеленнĕ. Объектсене пурнăҫа кĕртме пĕтĕмпе 3,5 млрд тăкакланă. Фермер, хресчен хуҫалăхĕсене вăй илтересси те кун йĕркинчех тăрать. Ял хуҫалăх валли уйăрнă, усă курăнмасăр выртнă ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе чылай ĕҫленĕ, мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 7 хут та ӳснĕ. 

2017 ҫулта 71 фермер патшалăх пулăшăвĕсене тивĕҫнĕ, халăх валли вĕсем 113 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

 Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне каланă май, аграри пайĕнче ĕҫлекенсем умне ҫирĕп тĕллевсем лартнă.  Паянхи пурнăҫра ытларах ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕрсене пусă ҫаврăнăшне кĕртесси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăмалла тенĕ.  Пысăк пахалăхлă культурăсене акса ҫитĕнтересси те кун йĕркинчех тăмалла.

Ырă тĕслĕхсем пирки чарăнса тăнă, регионти хăш-пĕр районсенче ҫĕре пĕтĕмпех тирпейлесе пынине, усăсăр выртакан пĕр лаптăк та хăварманнине мухтаса пĕлтернĕ. Хальлĕхе пур ҫавăн пек районсем, ăҫта пинĕпе гектарсем юрăхсăр выртаҫҫĕ. «Ыйту ҫав тери кăткăс тăрать. Муниципалитетсенче арендаторсенчен пинĕ пинĕпе, миллионĕпе, пурлăхсемпе усă курнăшăн, укҫасене пухса илмен.  Пĕтĕмпех укҫа-тенкĕ вырăнти бюджета кĕрет-ҫке-ха. Ҫакна пурин те лайăх ăнланмалла», - тесе тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă республика Пуҫлăхĕ.

Чăваш Ен Ертӳҫи канашлăва пухăннисене ытларах ял хуҫалăхне аталантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.   Каламасăрах паллă, тухăҫран тупăш та чылай пуҫтарăнать. Бизнесра тăрăшакансене выльăх-чĕрлĕх усрамалли ятарлă комплекссем хута яма чĕнсе каланă.  Проектсем хатĕрлемелле, вĕсене пурнăҫа кĕртме ҫăмăллăх кредичĕсемпе те усă курма тăрăшмалла тенĕ вăл. Пĕр сăмахпа каласан, патшалăх пысăк тĕрев парать хуҫалăхра ĕҫлекенсене.  Паянхи канашлура ертӳҫĕсем сĕт хакĕ пирки сăмах пуҫарнă. Республика Ертӳҫине ыйтăва уҫăмлатма, кăштах-та пулин витĕм кӳме ыйтнă.  Ҫак йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Сочире Раҫҫей инвестици форумĕнче, субъектсен пуҫлăхĕсеме ирттернĕ ĕҫлĕ канашлура та хускатнине пĕлтернĕ. Кун пек кăткăс лару-тăру хальлĕхе РФ 45 регионĕнче. Ыйтăвăн хуравĕ те паллă – типĕ сĕт ытларах сарăлни.  Федераци ертӳлĕхĕ ку енĕпе ҫирĕп мера йышăнма тĕллев лартнă, эпир те вăл ҫăмăллăха тен малашне туйăпăр тенĕ сăмаха тăсса республика Пуҫлăхĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн пайташĕ Вадим Николаев хăйĕн докладĕнче Федераци Канашĕнче аграри пайĕпе ĕҫлекен Комитетăн ĕҫ-хĕлĕпе паллаштарнă.  Федераци енчен субсиди тивĕҫессипе пирĕн республика малти вырăнта тăнине тата патшалăх пулăшăвĕсене халăх патне вăхăтра ҫитерессипе те ăнăҫлă ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ.  

Ларура хăш-пĕр район администрацийĕсен пуҫлăхĕсем доклад тунă, ҫитĕнӳсемпе паллаштарнă, ҫитменлĕхсем пирки каласа кăтартнă.

Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕн ректорĕ Андрей Макушев хăйĕн докладĕнче аслă шкулта паха специалистсем хатĕрлесе кăларнине асăннă. Вĕсем вĕренсе тухсан, туххăмрах ĕҫе вырнаҫнине пĕлтернĕ.

Ĕҫлĕ канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев аграри тытăмĕнче вăй хуракансене патшалăх ҫулсерен пысăк пулăшу парса тивĕҫтернине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Енчен те ҫутҫанталăк чăрмавĕпе хуҫалăхсем сиен тӳсеҫҫĕ пулсан, вĕсен тăкакне те патшалăх хăй ҫине илет тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе. Пĕлтĕр ҫакăн йышши пулăшăва  хуҫалăхсем пĕтĕмпе 55 млн тивĕҫнĕ.  Регион Пуҫлăхĕ малашне те ял хуҫалăхĕпе ĕҫлеме пуҫаруллă, ăста бизнесменсем килччĕр тесе йыхравланă.

Паян Михаил Игнатьев уйрăмах ял хуҫалăх пайĕнче ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнă ветерансене пысăк тав сăмахĕсем каланă. Вĕсем паян та ҫамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ. «Кăҫал та шанатăп, эсир  ҫурхи уй-хир ĕҫĕсене вăхăтра тухса, тухăҫа кирлĕ пек шайра кĕркунне пухса илессине», - тенĕ  республика Пуҫлăхĕ.   

Яланхиллех хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса чысланă.

Фоторепортаж



22 февраля 2018
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter