Канаш хулин пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Канаш хулин пĕлтĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.  Анлă ларăва пухăннисем муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене тишкернĕ, кăҫал валли тĕллевсене палăртнă. Ҫак курăмлă ĕҫе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене пăхса тухиччен чи малтан, республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Канаш хули нимĕнле йывăрлăхсене те пăхса тăмасăрах пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине палăртнă. Кăҫал монохулана 935 млн тенкĕ инфратытăма ҫĕнетме куҫассине асăннă вăл.

«Пирĕн тĕллев — ЖКХ тытăмĕнче йĕрке туса ҫитересси. Бизнеса аталанма кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси», — тесе каланă Михаил Игнатьев.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Канаш хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов анлă доклад тунă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче, муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ чылай ӳснине пĕлтернĕ, кăтарту 13 процент пысăкланнине асăннă. Пĕлтĕр хулара промышленноҫ производствин калăпăшĕ 120,1 процента ҫити хăпарнă. Ҫурт-йĕрсем хăпартса лартассипе те курăмлă ĕҫленĕ, кăтарту 107,5 процент, хулари халăхăн вăтам ĕҫ укҫин шайĕ 109,1 процентпа танлашнă.

Муниципалитетра инвестициллĕ 8 проекта пурнăҫа кĕртессипе хĕрӳ ĕҫсем пыраҫҫĕ. Вĕсене 2020-мĕш ҫулсем тĕлне пурнăҫа кĕртме плана кĕртсе хăварнă, калăпăшĕ 1497,5 млн танлашать. Енчен те ҫак проектсене  туллин пурнăҫласан, халăх валли тата та 319 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ. 

Монохуласене аталантарассипе ĕҫлекен фондпа Канаш хулин администрацийĕ килĕшӳ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ, инфратытăма ҫĕнетме тĕллев лартнă. 

Виталий Михайлов сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă. Культура, спорт вĕренӳпе социаллă хӳтлĕх ыйтăвĕсене те анлăн ҫутатса панă, уйрăм ҫитĕнӳсем пирки каласа кăтартнă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн ҫумĕ Сергей Григорьев хăйĕн сăмахĕнче, хулара вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсен шучĕ чакнине пĕлтернĕ. Бизнес тытăмĕнче вăй хуракансемпе тăтăшах уҫă калаҫусем ирттерме, вĕсене патшалăх тивĕҫтерекен пулăшусем ҫинчен каласа ăнлантарма сĕннĕ. 2018 ҫулта республика бюджетĕнчен предпринимательсене вăй илме пĕтĕмпе 34 млн пăхса хăварнă.  Чăваш Республикин Экономика министерстви кăҫал ака уйăхĕнче анлă ларăва Канаш хулинче ирттерме плана кĕртнине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Кунсăр пуҫне, муниципалитетри НФЦра бизнес валли ятарлă «пĕр чӳрече» мелĕпе ĕҫ хучĕсене йĕркелемелли уйрăм уҫма тĕллев лартнине те асăннă. Кун пек ĕҫе 2019-мĕш ҫул тĕлне тата та иккĕ хута яма плана кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ. Эрех-сăра мĕн чухлĕ сутăнни пирки те чарăнса тăнă, вăл таварсенчен сахал мар хыснана укҫа-тенкĕ кĕрессине тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă.

«Промэко 21» ТМЯО представителĕ йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли ыйту пирки сăмах хускатнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ыйтăва итленĕ май ҫапларах каланă: «Ҫĕнĕ Шупашкарта хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан полигон тунă. Вăл, чăннипех те, ҫав тери хăватлă. Унăн хакĕ 1,5 млрд.  Ҫĕршыври ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче ҫак объект. Пурте кăмăллă. Унпа 50 ҫул ытла та усă курма пулĕ», - тенĕ. 

Канаш хулипе Ҫĕмĕрле хулинче объектсем ку тĕлĕшпе хута яма плана кĕртнĕ. Йĕпреҫре саланса выртакан полигона пăрахăҫласси те кун йĕркинчех тăрать тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

 Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова хăйĕн докладĕнче чăннипех те хулан харпăр хăй тупăшĕ курăмлăнах ӳснине ҫирĕплетнĕ, кăтарту пысăк, 8,3 процент хăпарнă тенĕ. Пĕлтĕр республика хыснинчен муниципалитета 658 млн куҫарнă, 2016 ҫулхипе танлаштарсан, 56 процент пысăкрах тесе пĕлтернĕ.

Фарида Муратова малашне те депутатсемпе пĕрле хула администрацине муниципалитетăн бюджетне тултарассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине, кăтартăва чакарма юраманнине каланă. Хулара халăх «сăрă» схемăпа предприятисемпе организацисенче ĕҫлени сисĕнет. Вĕсене пула та, бюджета 19,5 млн ҫителĕксĕр укҫа пухăннă тесе пĕлтернĕ финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ. Сăмаха май, вырăнти халăх патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе туллин усă курнине те асăнса хăварнă.  2017 ҫулта граждансене социаллă пулăшу пама пурĕ 206,9 млн уйăрнă.

Раҫҫей Президенчĕ демографи лару-тăрăвне ырă енне улăштарас тĕллевпе тĕрлĕ ҫăмăллăх мелĕсене йышăннă. Апла пулсан, халăх тата та патшалăх пулăшăвне тивĕҫесси куҫкĕретех. 

Тепĕр самант пирки те каласа хăварнă, кăҫал Канаш хули республика хыснинчен 1,3 млрд тивĕҫĕ. Хулара инфратытăм ҫĕнелĕ, Культура керменĕ те юсанасси паллă.

Канашлу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Кияметдин Мифтахутдинов тата Виталий Иванов  тухса сăмах каланă, халăхăн ыйтăвĕсене татса парассипе епле ĕҫлени ҫинчен ăнлантарнă. 

Хулан тĕп больницин аслă врачĕ Рената Федорова демографи лару-тăрăвĕ пирки чарăнса тăнă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче медицина ĕҫченĕсем амăшĕсемпе ытларах уҫă калаҫусем йĕркеленине пĕлтернĕ, ҫитĕнӳсем те пуррине, ача ҫураласлăхĕн кăтартăвĕ ҫулран ҫул ӳснине асăннă. «Земский доктор» программăпа медицинăра вăй хуракансем хапăл тусах вырнаҫнине пĕлтернĕ.  Сăмаха май, республика ертӳлĕхне сиплев учрежденине тĕпрен юсама  пулăшу кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Вăл тĕллевпе пурĕ 35,5 млн тăкакланнă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев паянхи пурнăҫра хăрушсăрлăх теми те кун йĕркинче тăнине асăннă.  «Обществăлла политика лару-тăрăвне те пĕр тикĕс лайăх аталантарса пырассишĕн тăрăшмалла.  Предпринимательсем валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратмалла.  Ҫынсене ĕҫ вырăнĕсемпе тивĕҫтермелле», - тенĕ вăл.

Фоторепортаж

 



22 февраля 2018
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter