Татьяна Акимова: "Олимпиада кăмăл-туйăма çирĕплетрĕ"

Паян ирхине Шупашкарти чукун çул вокзалĕнче Раççей чысне хĕллехи Олимп вăййисенче хÿтĕленĕ Татьяна Акимовăна кĕтсе илтĕмĕр. Планетăри чи сумлă ăмăртура пирĕн ентеш нимĕн те çĕнсе илеймерĕ пулин те вăл чăваш халăхĕпе республикăн ятне çĕре ÿкерес мар тесе чунтан ăтрăшрĕ.

— Тăван киле яланах чун туртать. Çывăх çынсене, палланă çуртсене курсан çунатлансах каятăп. Тăвансем, тренерсем, ентешсем хавхалантарса тăни хавхалану кÿрет. Кашни спортсмен Олимпиадăна хутшăнма ĕмĕтленет. Телее, мĕн патне ăнтăлни пурнăçланчĕ. Ăмăртусем ман кăмăл-туйăма çирĕплетрĕç. Хама эпĕ хăюллăрах туятăп. Кăçалхи вăйăсем урăхларах иртрĕç пулин те эпир пĕтĕм вăйран тупăшрăмăр, мĕн пултарнă таран кĕрешрĕмĕр. Чăннипе, унта конкуренци питĕ пысăк. Опытлă биатлонистсемпе ăмăртма çăмăл мар. Стартсенче питех ăнмарĕ пулин те кашнинчех хăвăн кăтартăвна лайăхлатас тĕллевпе тухатăн. Кăçал пирĕн командăна ансатах пулмарĕ, çапах эпир пĕр-пĕрне пулăшса пытăмăр. Ытти çĕршыври спортсменсемпе те пĕр чĕлхе тупрăмăр. Эпир пĕр-пĕрне темиçе çул пĕлетпĕр ĕнтĕ, тренировкăсенче те пĕрле хатĕрленетпĕр. Паллах, мана критиклекен те, ман результатсемпе кăмăлсăррисем те пур. Ку вăл хăвна хаклама, лайăхланма кăна пулăшать. Темиçе эрнерен тĕнче кубокне хатĕрленме пуçлăпăр. Кăçалхи сезона аван кăтартусемпе вĕçлес килет, — терĕ Татьяна. Аса илтерепĕр, пуш уйăхĕн 22-25-мĕшĕсенче Тюменьте тĕнче кубокĕн 9-мĕш тапхăрĕ иртмелле.

Татьяна Акимовăна кĕтсе илме пĕтĕм çемйипех тухнă. Мăшăрĕ Вячеслав уншăн ытларах хумханнине пĕлтерчĕ. «Вăл Олимпиадăра ăмăртнă чухне хам та сборсенче пултăм, тĕрлĕ турнирта тупăшрăм. Таньăн кашни ăмăрăтвнех пăхма тăрăшрăмăр. Ытла пăлханнипе вăл винтовкăран пенине пăхаймастăм. Хамшăн та кунашкал пăшăрханмастăм», — терĕ вăл.

Амăшĕ Альбина Николаевна та паян ирех Çĕнĕ Лапсартан вокзала васканă. «Биатлонистсен кашни ăмăртăвне куç илмесĕр пăхрăм. Килте те пĕтĕм ĕçе пăрахсах телевизор умне лараттăм, ĕçре те куçран вĕçертмерĕм. Хама Таньăпа пĕрле чупнăнах туяттăм. Малтанхи çулсенче питĕ пăлханаттăм, халь кăштах лăпкăрах тытатăп хама. Чĕре кăрт-кăрт! тăвать. Хăш чухне хамăн ыйхă килместчĕ. Телефонпа та çыхăну тытаттăмăр. Старта тухас умĕн ăнăçу сунаттăм, лайăх кан, иртерех вырт теттĕм. Пиччĕшĕпе аппăшĕ те, мăнуксем те кашни ăмăртăва пăхрĕç. Мĕн ачаран йĕлтĕрпе чупать, çапах тĕнчере унран вăйлисем те нумай. Вĕсемпе тупăшма питĕ йывăр. Олимпиадăна хутшăнни те мĕне тăрать», — терĕ хĕрарăм. Хĕрĕ валли кукăльсем ятарласа пĕçернĕ каçхине Альбина Николаевна. Сĕтел хушшинче калаçса ларма киле васкарĕç Акимовсем.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
22 февраля 2018
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter