Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешĕмĕрсем!

Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

Ҫак хӑюлӑхпа паттӑрлӑх тата хастарлӑх уявӗнче эпир Раҫҫей ҫарӗн пат­тӑрла ӗҫӗсемпе чаплӑ ҫӗнтерӗвӗсене мӑнаҫланса аса илетпӗр, ҫар дежурст­вин­че тӑракан, халӑхшӑн вӑй ху­­расси чун туртӑмӗ, Тӑван ҫӗр­шы­ва хӳ­тӗ­лес­си ва­ра – професси пулса тӑнӑ ҫынсене чыслатпӑр.

Раҫҫей ҫарӗпе флочӗн вӑй-хӑватне паян тӗнчере лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ҫӗр­шывра оборона промышленноҫӗ ӑнӑҫлӑ аталанать, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлев­ҫи­сен професси ӑсталӑхӗ ӳссе пырать. Ҫӗр­шыв ертӳлӗхӗн ҫирӗп тӗл­лев­лӗ поли­тикин ырӑ витӗмне пула ҫар службин сумлӑхӗ пысӑкланать.

Тӑван ҫӗре хӳтӗлесси пирӗн пӗтӗм халӑхшӑн чыслӑ ти­вӗҫ шутланнӑ, шу­т­­ланать, шутланӗ те. Йывӑр вӑхӑтра яланах кадрти ҫар ҫын­нисемпе пӗрле мӗ­н­пур халӑх строя пӗр ҫын пек тӑнӑ. Шӑпах Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни, ҫынсем унӑн интересӗсене, ирӗклӗхӗпе никама пӑ­хӑн­­манлӑхне хӳтӗ­леме хуть хӑ­ҫан та хатӗр пулни Раҫҫее аслӑ тата никам ҫӗн­терейми ҫӗршыв тӑвать.

Хальхи ҫамрӑксене патриотла воспитани парас ӗҫе кадет юхӑмӗ пы­сӑк тӳпе хывать. Енчен те кашниех хӑйӗн гражданин тата ҫар тивӗҫне лайӑх шайра пурнӑҫласа пырсан, эпир пӗрле хамӑрӑн ачасен телейлӗ малашлӑхне тата тӑ­ван ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑх хуҫаланассине тивӗҫтерме пул­та­рас­са ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. 

Мӗнпур ҫар ҫыннине служба тивӗҫӗсене чыслӑн та тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫ­ланӑшӑн, вӗсен ҫемйисен членӗсене вара – ҫирӗп тылшӑн тата хӑйсен хӳтӗ­ле­в­ҫисене пулӑшса пынӑшӑн тав тӑватӑп. Чӑн-чӑн патриотлӑх тӗслӗхне кӑтар­та­кан ветерансене пур кӑмӑлтан тайма пуҫ тата паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнӗ сал­так­сене ӗмӗр-ӗмӗр асра упрар.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем, сире уяв ячӗпе саламлатӑп тата пӗтӗм чӗререн ҫи­­­рӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                           Михаил Игнатьев



23 февраля 2018
07:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter