Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕрпӳ районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Цивильского районаНарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕрпӳ районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем муниципалитет пĕрлешĕвĕн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн пĕртĕрхи ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, 2018-мĕш ҫул валли тĕллевсене палăртнă.  

Анлă канашлăва пуҫличчен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕплĕ калаҫăва Ҫĕрпӳ районĕн пуҫлăхĕ Татьяна Баранова тата район администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Алла Волчкова хутшăннă.  Ертӳҫĕсем районшăн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. 

Алла Волчкова хăйĕн сăмахĕнче шыв тасатмалли сооруженисем хута ярас ĕҫ актуаллă пулнине, уйрăмах «Южнăй» тата «Южнăй-2» микрорайонсене хута янипе ыйту ҫивĕчленнине палăртнă.  Михаил Игнатьев ыйтăва татса пама республика Правительствине те явăҫтарма шантарнă.

Кăҫал Ҫĕрпӳ районĕнче халăхăн пуҫаруллă 10 проектне хута яма плана кĕртнĕ.  Енчен те вĕсенчен 7-шĕ пурнăҫлансан, 107 млн тăкакланасси те куҫкĕретех пулĕ тенĕ ертӳҫĕсем. Халăх валли ҫĕнĕ 97 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ.

Михаил Игнатьев ҫамрăксем яла юлччĕр тесен, вĕсене валли пысăк шалу укҫиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесе тăратмаллине асăннă.  

Пĕр пухăннă пек чухне «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» приоритетлă проект пирки те чарăнса тăнă ытти темăсем тавра та сăмах хускатнă.   

 Фоторепортаж



26 февраля 2018
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter