Вармар районĕнче пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ, 2018 ҫул валли тĕллевсене палăртнă

Нарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Вăрмар районĕнче пулнă, муниципалитет пĕрлешĕвĕн пĕлтĕрхи ҫул ĕҫ кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкернĕ, 2018 ҫул валли тĕллевсене палăртнă. 

Чи малтан Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Хыҫҫăн канашлура ҫамрăксене, пысăк ӳсĕмпе палăрнисене стипенди илнине ҫирĕплетекен свидетельство парса чысланă регион Пуҫлăхĕ. 

Мероприяти ĕҫне уҫнă май, республика Пуҫлăхĕ пурне те уҫăн калаҫма чĕнсе каланă.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те влаҫа пĕлтермеллине асăннă.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырассишĕн кашнин тӳпе хывмаллине палăртнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Вăрмар районĕн ҫыннисене аграри тытăмĕнче ӳсĕмсемпе палăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Калăпăр, 2017 ҫулта ял хуҫалăх пайĕнче 1 млрд 622 млн тавар тирпейленĕ, производство индексĕн калăпăшĕ 2,8 процент чухлĕ хăпарнă.  Пĕлтĕр чăх-чĕп, аш-какай тирпейлессипе те сахал мар тăрăшнă, кăтартăва 12,5 процент чухлĕ пысăклатни сисĕнет, сĕт сăвăмĕ нумайланнă – 27,2 процент чухлĕ ӳснĕ.  Районти хуҫалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ те самай пысăк, кăтарту 29,5 процент хăпарнă.

«Ҫамрăк предпринимательсем фермер хуҫалăхне тытса пыма кăмăл тăваҫҫĕ. Вĕсен малашлăх пур, аталанса пыма ăнкараҫҫĕ», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ. 

Патшалăх чăнласах та ял хуҫалăхне аталантарма сахал мар тĕрев панине палăртнă Михаил Игнатьев. Кăҫал ку енĕпе республикăна 2,5 млрд кая мар пулăшу куҫассине пĕлтернĕ.

Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă указсем те регионта лайăх пурнăҫа кĕрсе пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăсса.  Халăх кăмăллă пулни курăнать, ыранхи куна ĕненни те куҫкĕретех.

Республика Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснинче кăҫал бюджет тытăмĕнче вăй хуракансем валли шалу укҫине ӳстермешкĕн укҫа-тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ. 

Малашне те патшалăх енчен, муниципалитетсене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур пулăшусем куҫса пырассине асăннă вăл, анчах та районсемпе хуласен хăйсем ĕҫлеме пĕлнине те ҫирĕплетсе пама пĕлмелле тенĕ. «Ресурссем пур, вĕсемпе пĕлсе тата тухăҫлă усă курмалла.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартса пырассишĕн ырми-канми тăрăшмалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Вăрмар районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Андрей Васильев тĕплĕ доклад тунă. Районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсемпе паллаштарнă. 2017 ҫулта муниципалитет пĕрлешĕвĕн бюджечĕ 440,9 млн танлашнă, тăкак пайĕ 445 млн пулнă.

Муниципалитетра пĕлтĕр вырăнти пĕлтерĕшлĕ 15 программа пурнăҫланнă.  Вĕсене пурнăҫа кĕртме 110 млн тăкакланă. Республика хыснинчен 76,6 млн пĕтернĕ, вырăнти бюджетран 33,4 млн тăкакланнă. 

2018 ҫулта муниципалитет шайĕнчи 16 программăпа ĕҫлеме тĕллев лартнă, вĕсене пурнăҫа кĕртме 111,2 млн плана кĕртнĕ.  Вăл шутран республика хыснинчен – 60,3 млн, вырăнти бюджетран – 50,9 млн палăртса хунă.

2017 ҫулта таварсен ҫаврăнăшĕ ӳснĕ районта, кăтарту 6,9 процент пысăкланнă. Вăтам ĕҫ укҫин виҫи те хăпарнă, халĕ вăл 18 пин те 277 тенкĕне ҫитнĕ.

Андрей Васильев хăйĕн сăмахĕнче ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакан 45 ҫын патшалăх пулăшăвне тивĕҫнине каланă. Аграри тытăмĕнче 11 проект пурăҫа кĕнине пĕлтернĕ. Кăҫал тата та 12 проект планра пур тесе асăннă.

Республика Пуҫлăхĕ ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе ытларах тăрăшмаллине асăрхаттарнă, паян районта 6 пин га усăсăр выртать тенĕ сăмаха тăсса. «Вĕсемпе тĕллевлĕн усă курманнине кура, вырăнти бюджета ҫителĕклĕ таран укҫа пухăнса пымасть. Кашни ертӳҫĕ ҫак ĕҫшĕн питĕ яваплă. Уйрăмах ял тăрăхĕсен пуҫлăхĕсен ыйтăва куҫран вĕҫерме юрамасть», - тенĕ вăл.   

Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем сĕт хакĕ пирки те сăмах пуҫарнă. Кăтарту 30 процента ҫити чакни ҫав тери ҫынсене хумхантарнине пĕлтернĕ.  Раҫҫейре типĕ сĕт вăй илни сисĕнет, ҫавна кура та хаксем пĕчĕкленнĕ пулĕ.  Ҫĕршывра паянтан Беларуҫ Республикинчен сĕт-ҫу таварĕсене илсе килессине пăрахăҫлама йышăннă. Апла пулсан, тен малашне хаксем йĕркеленĕҫ.  

Михаил Игнатьев ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене, йăлари хытă каяшсене тирпейлесе пуҫтарас ыйтусем те кун йĕркинче тăнине палăртнă.  Ҫамрăк ҫемьесене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă.

Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Фарида Муратова бюджет ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Вырăнти бюджета ытларах пуҫтарассипе тăрăшса ĕҫлеме чĕнсе каланă.  Районта 4333 ҫын организацисемпе предприятисенче суя ĕҫ хучĕсемпе ĕҫлеҫҫĕ.  Вĕсене пула та хыснана туллин укҫа кĕменни сисĕнет, 40 млн ытла тăкак тесе пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин экономика министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Инна Антонова вак тата вăтам предпринимательсене патшалăх тĕрев пани ҫинчен каласа кăтартнă.

Канашлура Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Иванов тата Юрий Зорин доклад тунă депутатсен ĕҫĕсемпе паллаштарнă. 

Мероприяти ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, регион Пуҫлăхĕ малашне те пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлеме, муниципалитет пĕрлешĕвĕн аталанăвне ҫӳллĕрен те ҫӳле тытса пырассишĕн пурин те ырми-канми тăрăшмаллине палăртнă.  Ҫитес ăру валли тивĕҫлĕ условисем туса памаллине каланă.   

Фоторепортаж



26 февраля 2018
17:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter