Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Урмарского районаНарăс уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Вăрмар районне тухса кайнă. Вырăнти активпа пĕрле муниципалитетăн пĕлтĕрхи ҫул ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетĕҫ, кăҫал валли тĕллевсене палăртĕҫ.

Анлă канашлу ĕҫне пуҫличчен, чи малтан республика Пуҫлăхĕ Вăрмар районĕн пуҫлăхĕпе Михаил Пуклаковпа тата Вăрмар районĕн администрацийĕн ертӳҫипе Андрей Васильевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.   Тĕплĕ калаҫу вăхăтĕнче районăн актуаллă ыйтăвĕсене тишкернĕ.

Республика Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе арендаторсенчен ҫĕрсемпе е тата пурлăхсемпе усă курнăшăн пухăнса кайнă парăмсене вăхăтра пуҫтарса пырас ыйту ҫине тимлĕх уйăрма хушнă, район бюджетне тултарассипе ҫине тăрсах ĕҫлемеллине чĕнсе каланă.

Яваплăха туйса ĕҫлемен арендаторсем вырăнти бюджета 579,5 пин тенкĕлĕх парăма кĕрсе ӳкнĕ, кăтарту 2016 ҫулхинчен 41,5 процент пысăкрах. «Ҫĕрсемпе е тата пурлăхсемпе аренда шучĕпе усă курнисем вăхăтра укҫа бюджета парса пымасан, вĕсене судпа явап тыттармалла», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.   Кунсăр пуҫне ҫутҫанталăк газĕпе усă курнăшăн муниципалитет 1,8 млн парăмра, пĕлтĕрхи тапхăртипе пăхас пулсан, кăтарту 10,6 процент чухлĕ чакнă. Районта ҫурт-йĕрсем хăпартас ĕҫ хавшанă, ытти муниципалитетсем хушшинче Вăрмар районĕ пĕтĕмпе те 11-мĕш вырăнта кăна тăрать.

Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем вырăнти бюджетăн тупăш пайне хăпартмалли пирки те чарăнса тăнă, регион Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе депутатсемпе пĕрле тухăҫлă ĕҫлесе пымаллине каланă, районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне ӳстерессишĕн ырми-канми тăрăшма сĕннĕ.  

Фоторепортаж



26 февраля 2018
13:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter